ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Кайăк грипĕнчен асăрханар

Категория: В районе Просмотров: 63

Паянхи куна, Чăваш Республикинчи пекех, Муркаш районĕнче те кайăк грипĕнчен тивĕçлипе сыхланса пыратпăр. Анчах çакă пирĕн патăмăрта асăннă чир çук тенине пĕлтермест. 2018 çулта республикăра уйрăм килти хушма хуçалăхсенчи чăх-чĕп кайăк грипĕпе чирленĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çакăнта республика территорийĕпе тискер кайăк-кĕшĕк вĕçсе иртмелли маршрутсем пулни те, шыв кайăкĕсем пирĕн тăрăхри юханшывсенче йăва çавăрни те чир пуçаруçисене хамăр патăмăра кĕртме çул уçса панине манмалли çук.


Кайăк грипĕ, килти хушма хуçалăхри, обществăлла секторти чăх-чĕппе пĕрлех, çыншăн та палăрмаллах хăрушă чир. Маларах каланине шута илсе тата пĕрлехи хăрушлăхран сыхланса, кăçал районта килти хушма хуçалăхсенчи 48 пин чăх-чĕп тĕлĕшпе профилактика иммунизацийĕ ирттерме палăртатпăр. Вакцинăланă хыççăнхи тĕрĕслев те тивĕçлĕ шайра пулĕ.


Ял хуçалăхне аталантарма пăхнă патшалăх программи шайĕнче чăх-чĕп валли вакцина çителĕклĕ килсе çитрĕ ĕнтĕ. Уншăн федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак вакцина чăх-чĕпсен А типлă кайăк грипне хирĕç кĕрешме иммунитета вăйлатать. Вăл 12 уйăха тăсăлать.
Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин ветеринари специалисчĕсем çак кунсенче кайăк грипĕ тĕлĕшпе ятарлă профилактика ĕçне кÿлĕнчĕç.


Кунта уйрăм сăмах  чăх-чĕпе район территорине илсе килекен предпринимательсем тĕлĕшпе. Вĕсен çакна валли тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илни кирлĕ. Илсе килекен чăх-чĕпе вăхăтлăх тытмалли вырăнсене малтан ятарлă комиссипе тĕрĕслесе хак памалла, кайăк-кĕшĕк сывлăхне тĕпчемелле. Кайăк-кĕшĕк тытмалли пÿлĕмсене тата вĕсене уçăлтарса çÿретмелли лаптăксене тата чăх-чĕпе турттармалли автотранспорта вăхăтра дезинфекцилемелле.


Чăхсем чирленине тата вĕсем йышлă вилме пуçланине асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцине пĕлтермелле.


Л. БОЯРИНОВА,
районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен
станци пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости