ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

Йÿçкасси шкулĕ 120 çулта

Категория: В районе Просмотров: 612

Çитес эрнере 11-мĕш класра вĕренекенсемшĕн юлашки шăнкăрав янăрать. Йÿçкасси вăтам шкулĕнче вара çак куна халалланă мероприяти ытти шкултинчен уйрăмтарах иртĕ – шкул хăйĕн 120 çулхи юбилейне паллă тăвать. Шăпах çакăн пирки шкул директорĕпе Юрий Яковлевпа калаçу пуçартăмăр.

– Кирек мĕнле ĕçĕн те пуçламăшĕ пур. Юрий Семенович, эсир халĕ ертсе пыракан шкул хăçан тата мĕнрен пуçланса кайнă?

– Йÿçкассинче шкул пуçланса кайни кунта 1898 çулта чиркÿ уçнă хыççăнах чиркÿ-прихут шкулĕ уçăлнипе çыхăннă. Истори тапхăрĕсемпе пăхас пулсан, революциччен çак шкулта 7 выпуск пулнă. Шкулта 40 – 50 ача таран, ытларах арçын ачасем вĕреннĕ.

1918 çулта чиркÿ-прихут шкулĕсене чиркÿрен уйăрнă. Йÿçкасси шкулĕ 1 степень Пĕрлехи ĕç шкулĕ пулса тăнă. Шкулта естествознани, математика, вырăс чĕлхипе литературине, тăван чĕлхене вĕрентнĕ, физкультура урокĕсем иртнĕ.

Тăватă çул вĕренмелли шкул 1933 çулта 6 çул вĕренмелли шкул пулса тăнă. Тепĕр çулхине кун пек шкулсене çĕршывĕпех 7 çул вĕренмелли шкулсем туса хунă. 1935 – 1936 çулсенче шкул вырнаçма ятарласа йывăç çурт хăпартнă.

1936 çултах вăл вăтам шкул статусне илет. 1938 çулта кунтан пĕрремĕш хут 10-мĕш класс вĕренсе тухать. Сăмах май, 1952 çулччен Муркаш районĕнче вăтам шкулсем Йÿçкассинче, Муркашра тата Тивĕшре кăна ĕçленĕ.

– Хальхи виçĕ хутлă пысăк çурта хăçан хута янă?

– 1976 çулта çĕнĕ шкул тума проект ĕçне пуçăннă. Шкула 624 ача вĕренмелĕх тунă. 1981–1982 çулсенчи вĕренÿ çулĕ валли çурта туса пĕтернĕ. Уроксене кунта 1982 çул пуçламăшĕнчен ирттерме тытăннă. Палăртса хăвармаллла, çĕнĕ шкула туса хута ярассипе Меркурий Иванов, каярах Юрий Герасимов шкул директорĕсем нумай тăрăшнă.

– Шкулта хальхи вăхăтра миçе ача вĕренет, миçе вĕрентекен?

– 2018 – 2019 вĕренÿ çулĕнче пирĕн шкулта 170 ача пĕлÿ илет. Вăл шутра 9 класран 15 ача, 11 класран 13 ача вĕренсе тухать.

Ачасене тарăн пĕлÿ парассипе 25 педагог тимлет. Вĕсен йышĕнче аслă категори вĕрентекенĕсем 4 çын, 1 категори вĕрентекенĕсем 21 çын. Шкулта пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕсем 5-ĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ ĕçлеççĕ. Шкул коллективĕнче вара пĕтĕмĕшле 41 çын.

– Паянхи Йÿçкасси шкулĕ мĕнлерех? Çакăн пирки кĕскен те пулин каласа парăр-ха, тархасшăн.

– Шкулта ачасене лайăх пĕлÿ пама, воспитани процесне тĕрлĕ енлĕ йĕркелеме çулсеренех условисене лайăхлатса пыратпăр. Хальхи вăхăтра акă пирĕн шкулта вĕренÿ кабинечĕсенче ачасемпе вĕрентекенсене куллен кирлĕ оборудованипе тивĕçтернĕ, компьютерсене Интернетпа çыхăнтарнă. Шкулта ятарлă компьютер класĕ, медиацентр, рекреаци зони, интерактивлă доска тата ытти те пур. Спорт залĕ, актовăй зал, спорт площадки – пĕтĕмпех ачасен аталанăвĕ валли.

Шкулта инженерипе техника енĕпе профиль вĕрентĕвне йĕркелесе ятăмăр. Çавăнпах пулĕ выпускниксенчен çурри ытла çулсеренех хăйсен пĕлĕвне техника, информаци, информаципе коммуникаци енĕсемпе çыхăнтаракан вĕренÿ учрежденийĕсенче малалла тăсаççĕ.

Хушма пĕлÿ илме те ачасене валли условисем туса панă. Вĕренекенсем спорт, тĕрлĕ искусство занятийĕсене хаваспах çÿреççĕ. Уроксем хыççăн хăйсен вăхăтне усăллă ирттереççĕ кăна мар, тĕрлĕ конкурспа ăмăртура та çĕнтереççĕ.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Йÿçкасси шкулĕ хăйĕн чылай выпускникĕпе мухтанма, мăнаçланма пултарать.

– Çапла, тĕрлĕ çулта шкултан вĕренсе тухнă çамрăксем район, республика, çĕршыв шайĕнче Йÿçкасси шкулĕн ятне çÿле çĕкленĕ, çĕклеççĕ те. 1961 çулта шкултан вĕренсе тухнă Леонид Софронов хăй вăхăтĕнче Етĕрне районне ертсе пынă, Етĕрне районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.

– 1949 çулта шкул пĕтернĕ, халĕ питĕ активлă пенсионер, парти органĕсенче ĕçленĕ, наказанисене пурнăçлакан уголовлă инспекцинче вăй хунă Петр Соловьев; унăн шăллĕ, 1952 çулта шкултан тухнă Иван Соловьев – «Хисеплĕ сталевар», Ленин орденне, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ, СССР Аслă Советне депутата суйланнă; 1966 çулхи выпускник Георгий Алексеев – Питĕрте аслă категориллĕ çар врачĕ, полковник; Евгений Алексеев – медицина службин полковникĕ, РФ тава тивĕçлĕ врачĕ; Владислав Капитонов – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ; Чăваш патшалăх университетĕнче ĕçленĕ Леонид Андреев профессор; Евстафий Владимиров профессор; искусство деятелĕсем – Александр Ильин баритон, Виталий Гордеев, Николай Яковлев художник; хальхи вăхăтра пурте пĕлекен хастар пенсионер Зиновий Кутузов, ветерансен вырăнти канашне ертсе пыракан Геннадий Малинин; паллах, «Ударник» хуçалăха 30 çул ертсе пынă ЧР тата РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Платон Давыдов; паллă учительсем, врачсем тата ыттисем те. Пурне каласа пĕтерме те çук.

– Малашне те выпускниксемпе мăнаçланас тесен вара вĕренÿ процесне малтан мала аталантарса пымаллине, çĕнĕлĕхсене алла илмеллине пурнăç хăйех кăтартса парать. Сирĕн шкулта çитес вăхăтра мĕнле те пулин çĕнĕлĕх пулĕ-и?

– «Образование» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, вĕренÿ тытăмне аталантарассипе çĕршывра федераци тата регион проекчĕсене пурнăçлассине пăхса хунă. Вăл шутра – ял шкулĕсенче вĕренÿ ĕçне çĕнĕлле йĕркелессин моделĕсене вăя кĕртессипе те.

Çапла Чăваш Енре ял шкулĕсене пулăшма Цифра тата гуманитари профилĕсен «Точка роста» ятлă центрĕсене пурĕ 40 йĕркелеме планланă. Пирĕн шкулта шăпах çак центра тума палăртнă. Çак центрта хушма пĕлÿ илни ачасене малашнехи вĕренÿре те пысăк пулăшу пама тивĕç.

– Юрий Семенович, калаçушăн тав тăватăп. Ĕçтешсемпе пĕрле Сире тата шкул коллективне шкулăн юбилейĕпе саламлатпăр. Тĕллевсене пурнăçласа пыма вăй-хал тата ăнăçу сунатпăр.

– Тавах. Эпĕ вара самантпа усă курса Йÿçкасси шкулĕнчен тĕрлĕ çулта вĕренсе тухнă çынсене майăн 23-мĕшĕнче шкула 9 сехет çурра йыхравлатăп. Уява шкулпа паллашнинчен пуçлатпăр, ытти мероприяти хыççăн пурте пĕрле кăçалхи выпускниксен Юлашки шăнкăрав мероприятине хутшăнатпăр. Шкула уçнăранпа 120 çул çитнине çак кун пурте пĕрле паллă туни уява тата савнăçлăрах та сумлăрах ирттерме май парĕ.

Н. НИКОЛАЕВА калаçнă.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости