ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Çынсен шанăçне çухатма шухăшламастпăр"

Категория: В районе Просмотров: 676

pochtanovikovaПочта çыхăнăвĕн системинче вăй хуракансен йышлă ушкăнĕ ыран хăйсен професси уявне - Раççей почтин кунне паллă тăвать. Почта тесен вара эпир чи малтанах хулпуççи урлă пысăк сумка çакнă ял почтальонĕн сăнарне куç умне кăларатпăр. Тĕрĕссипе çак системăра ĕçлекенсем сахаллăнах та мар. Муркаш почтамчĕн системинче 215 çын вăй хурать. Кусем вĕсем почтальонсемпе операторсем те, уйрăм пуçлăхĕсем те, программистсем те, водительсем те, сортировщиксем те, инструкторсем т. ыт. те.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, уяв умĕн эпĕ федераци почта çыхăнăвĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн Муркаш почтамчĕн пуçлăхĕпе Евгений ПЛЕЧОВПА тĕл пултăм, Евгений Ивановича çыхăну ĕçченĕсем хăйсен професси уявне мĕнле кăтартусемпе, мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни, умри задачăсене татса парассипе мĕнле ĕçлесе пыни пирки каласа пама ыйтрăм:

- Малтанах почта çыхăнăвĕн мĕнпур ĕçченĕсене ыранхи уявпа - Раççей почтин кунĕпе чĕререн саламлатăп, пурсăра та ырлăх, сывлăх, ăнăçусем сунатăп! Малашне те пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлемелле пултăр. Çавăн чухне кăна умри задачăсене те чиперех татса пама пултарăпăр, умри йывăрлăхсене те çĕнтерсе пырăпăр.

Чăннипех те ĕнтĕ почта çыхăнăвĕн системинче вăй хураканăн ĕçĕ паян çăмăл мар, кăткăс, яваплăхĕ вара питех те пысăк. Паян вĕсем хаçатсемпе журналсене тата ытти периодика изданине çырăнтараççĕ, çырусемпе корреспонденцисене тата бандерольсемпе посылкăсене адресатсем патне вăхăтра çитерсе тăраççĕ, чылай пенсионера пенсие килĕсене çитерсе параççĕ, газпа, электроэнергипе, телефонпа, Интернетпа усă курнăшăн укçа тÿлевĕсене йышăнаççĕ, почта уйрăмĕсенче çынсене куллен кирлĕ тĕрлĕ таварпа тивĕçтерессине йĕркелеççĕ. Çак ĕçĕн яваплăхĕ вара пĕтĕмпех халăхпа ĕçлессипе çыхăннă. Почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕ - куллен кашни çын куçĕ умĕнче.

Хальхи вăхăтра информаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанаççĕ, çĕнĕлĕхсем куллен пурнăçа нумай кĕрсе пыраççĕ. Çавна май хăш-пĕр чухне пурăна киле почта çыхăнăвĕ те кирлех мар пуласси пирки калаçнине те илтме пулать. Анчах та çакă вăл чăнлăхпа çыхăннă шухăш мар. Çĕршер çул иртнĕ пулин те, почта çыхăнăвĕ паян хăйĕн унчченхи пĕлтерĕшĕпе вырăнне çухатман, çухатма  шухăшламасть те. Пачах тепĕр майлă, пирĕн ĕç калăпăшĕ те, пĕлтерĕшĕ те ÿссе кăна пырать.

Паллах, хальхи вăхăтра паянхи кунпа кăна çырлахса пурăнни çителĕксĕр. Малашлăха пăхса ĕçлесе пырас пулать. Куллен тенĕ пекех шыравра пулма, клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтермелли, услугăсем пурнăçламалли çĕнĕ майсене шырама тивет. Апла пулин те пирĕн ĕçченсем хăйсем пурнăçлакан ĕç чи малтанах халăхшăн, ял çыннишĕн епле пĕлтерĕшлĕ пулни пирки самантлăха та манмаççĕ. Эпир мар пулсан тата кам; Ытларах чухне çапла ыйтма тивет хамăртан. Халăх умĕнчи яваплăха туйса тăни вăй парать те йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, ĕçре япăх мар çитĕнÿсем тума.

Ĕç мелĕсене рынок ыйтнине тĕпе хурса улăштарса çĕнетсе пыма тăрăшатпăр. Услугăсемпе тивĕçтерессин çĕнĕ мелĕсене, вăл шутра чи çĕнĕ информаци технологийĕпе çыхăннисене анлăн алла илетпĕр. Çавна май пурнăçлакан ĕçсен анлăшĕ, тивĕçтерекен услугăсен пахалăхĕ ÿссе пырать, çавна валли каякан вăхăт кĕскелет. Урăхла май çук. Унсăрăн хамăрăн клиентсен пысăк шанăçне тивĕçме йывăр. Хальхи вăхăтра пĕтĕм почта системинче çĕршыв шайĕнчех модернизаципе çыхăннă пысăк улшăнусем пулса иртни пĕтĕмпех клиентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерессин пахалăхне ÿстерсе пырассипе çыхăннă. Регионти нимĕнле предприяти те хальхи вăхăтра пирĕн чухлĕ почта, информаци, финанс, сеть тата ытти услугăпа тивĕçтерсе тăмасть. Пирĕн тĕп принцип çапла - почтăра пĕтĕмпех ансат, хăвăрт тата меллĕ пулмалла.

Ахăртнех хамăрăн ĕçĕн калăпăшĕпе пĕлтерĕшне çак цифрăсем те аван çирĕплетеççĕ. Хальхи вăхăтра Муркаш почтамчĕ вăл - Муркаш тата Етĕрне районĕсенчи 37 çыхăну уйрăмĕ, управлени аппарачĕ, курьер участокĕсем, производство (сортировка) участокĕ, 5 единица служба транспорчĕ. Çыхăну ĕçченĕсем пĕтĕмпе 215 çын.

Халĕ кăна кăçалхи иккĕмĕш çур çулти çырăнтару кампанийĕ вĕçленчĕ. Периодика изданийĕсене пĕтĕмĕшле 29185 экземпляр çырăнтарнă. Вăл шутра районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата - 4266 экземпляр. Иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен ку кăшт кăна каярах. Етĕрне районĕнчи "Ĕç ялавĕ" хаçата 3269 экземпляр çырăнтарнă. Пурăнакан кашни 1000 çын пуçне вăтамран 460 периодика изданийĕ тивет. Кунсăр пуçне хаçат-журнала пĕтĕмпе 1,5 млн тенкĕлĕх ваккăн сутнă. Вăл шутран 723 пин тенкĕлĕх - Муркаш районĕнче.

Пирĕн почтальонсем урлă пенси илсе тăракансен шучĕ ÿссе пырать. Мĕншĕн тесен меллĕ, кайса çÿремелле мар, киле илсе пырсах параççĕ. Кун пек майпа пирĕн урлă пенси илсе тăракансем çак вăхăта 50 пин çын ытла. Вăл шутран 26 пин çын ытла - Муркаш районĕнче. Кăçал кăна кун пеккисен шучĕ пĕтĕмпе 300 çын ÿсрĕ (Муркаш районĕнче - 187).

Çитсе килекен уяв умĕн ĕç паттăрĕсене, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăракансене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Професси уявĕ умĕн ĕç паттăрĕсене чысласси-саламласси - ырă йăлара. Çыхăну ĕçченĕсен те ку çаплах. Нумаях пулмасть чи тивĕçлисем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçме пултарчĕç. Вăл шутра РФ Çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине - Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Любовь Андреева, "Раççей почти" ФГУП Тав çырăвне - Юнкăри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Ираида Матвеева, ГОС-1 пуçлăхĕ Елена Семенова, Муркашри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Алина Якимова тата почтальонĕ Лидия Евдокимова, "Раççей почти" ФГУП Хисеп грамотине - Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Зоя Демьянова, республика Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотине - Йÿçкассинчи çыхăну уйрăмĕн операторĕ Надежда Весновская тата Тав çырăвне - Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Татьяна Максимова, филиал Тав çырăвне - Турайри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Нина Языкова тата Тренккăри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Ольга Васильева, профсоюзăн Хисеп грамотине - Александр Григорьевпа Алена Антонова, Ятманти çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Глафира Афанасьева вара филиалăн Хисеп хăми çине кĕме тивĕç пулчĕ.

Умри задачăсене ăнăçлă татса парассинче коллективăн ĕçлеслĕх туйăмĕ мĕнле шайра пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл пирĕн япăх теместĕп. Почта çыхăнăвĕн системинче чылайранпа вăй хуракансем те, çак ĕçе пуçласа тин кăна кÿлĕннисем те пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Аслисем хăйсен опычĕпе çамрăксене паллаштараççĕ. Ĕç условийĕсем те лайăхланса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕн пулăшăвĕ курăмлă.

Муркаш почтамчĕн системинче тĕрлĕ çулта, тĕрлĕ вырăнта чылай вăхăт ĕçлесе ырă ята тивĕçнисене уяв умĕн ятранах асăнса тав сăмахĕ каласа хăварас кăмăл пур. Чи малтанах Зинаида Гавриловăна, Петр Киселева, Мария Добрянскаяна, Алефтина Якимовăна, Галина Смирновăна, Вера Тяминăна, Елена Красновăна, Полина Коноваловăна, Ольга Шашкинăна, Лариса Михайловăна, Любовь Ивановăна, Нина Тарасовăна, Анна Александровăна, Галина Ивановăна, Серафима Судаковăна тата ытти нумай-нумай ĕçчене асăннă пулăттăм.

Çамрăксем те хаваспах ĕçе кÿлĕнеççĕ пирĕн патра, аслисенчен вĕренсе пырса ăсталăха ÿстереççĕ, япăх мар çитĕнÿсем тăваççĕ. Акă Муркашри çыхăну уйрăмĕн операторĕ Алина Анисимова, Юнкăри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Шутеева, Шурчари çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ Ольга Федорова, Етĕрнери çыхăну уйрăмĕн операторĕ Анжела Амелина чи ырă сăмахсене тивĕç. Сăмах май, паянхи куна Тренккăри çыхăну уйрăмне почтальон, Муркашри çыхăну уйрăмне пуçлăхпа почтальон кирлĕ.

Эпир хамăр умра тăракан тĕп задачăсем пирки манма шухăшламастпăр. Раççей почтин тĕп задачи вăл - почтăна тупăшлă ĕçлеттересси, клиентсен ыйтăвĕсене туллинрех те пахалăхлăрах тивĕçтересси, эффективлă тата технологи енчен вăйлă компани туса хурасси. Çав тĕллевпех ĕнтĕ клиентсенчен укçа-тенкĕ йышăнмалли "Почта - Банк" услугăпа та тивĕçтерме тытăнтăмăр. Клиентсене йышăнмалли чÿречесене Етĕрнере те, Муркашра та йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне Етĕрнере ятарлă банкомат та уçнă. Кун пек банкомат Муркашра та пулĕ.

Страховани ĕçĕ те çĕнĕлĕхсем шутĕнчех. Çак ĕçе аталантарса пыратпăр. Çак вăхăта 54 çын хăйсен пурлăхне пирĕн патра страхларĕ. Хăйсен ачисене инкек-синкекрен пирĕн патра страхлакансем 32 çын пулчĕ. Кунсăр пуçне çынсен прависене хÿтĕлессипе хамăрăн клиентсене "Юрист-24" услугăпа та тивĕçтеретпĕр. Кун пеккисем кăçал 15 çын пулчĕ.

Хамăр пурнăçлакан ĕç епле ответлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине эпир лайăх ăнланатпăр. Хамăрăн клиентсене, Муркаш тата Етĕрне районĕсенче пурăнакансене вара çапла калама кăмăл пур. Малашне те пĕрле пуласчĕ. Эпир вара сирĕн кулленхи ыйтусене татса парас тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр.

Ыран Раççей почтин кунне паллă тăватпăр. Ку вара вăл çак системăра ĕçлекенсен уявĕ кăна мар тесе шухăшлатăп. Уяв кунĕпе почта çыхăнăвĕн хаклăран та хаклă ĕçченĕсемсĕр пуçне çак ĕçĕн ветеранĕсене, хамăрăн хаклă клиентсене, хаçат-журнал илсе тăракансене, эпир кÿрекен пулăшу мелĕсемпе усă куракансене пурне те чĕререн тухакан чи ăшă та ырă сăмахсемпе саламлатăп. Кунпа пĕрлех пурсăра та паянхи уявпа - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе те саламлама кăмăл пур. Пурсăрăн та сирĕн çирĕп сывлăхлă пулмалла пултăр, телей, çемйĕрсенче килĕшÿпе çураçу сунатăп, малашне те яланах пĕрле пуласса шанса тăратăп.

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости