ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Умри тĕллевсем уçăмлă пулсан

Категория: В районе Просмотров: 125

IMG 9098Çулталăк вĕçленнĕ май ĕç коллективĕсенче кăна мар, районсенче те иртнĕ çула пĕтĕмлетсе малашлăх тĕллевĕсемпе задачисене палăртасси йăлана кĕнĕ. Пирĕн районта пĕлтерĕшлĕ çак мероприяти февралĕн 19-мĕшĕнче иртрĕ. Районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хăйсен пĕрлехи ĕç-хĕлĕ пирки уççăн калаçма район администрацийĕн ларусен залне пухăнчĕç. Асăннă мероприятие кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнма кăмăл туни - муркашсемшĕн пысăк чыс тата яваплăх.

Канашлу савăнăçлă самантран пуçланчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев районти пултаруллă та маттур яш-кĕрĕме - хăйсен пултарулăхĕпе пысăк чыса тивĕçнисене - республика Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме свидетельствăсем парса чысларĕ (сăн ÿкерчĕкре). Вĕсем хушшинче - пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче вĕренекенсем те, хушма вĕренÿ учрежденийĕсенче хăйсен ăсталăхне туптакансем те, обществăлла организацисемпе пĕрлешÿсен членĕсем те.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тĕл пулăва уçнă май, пирĕн пурин те пĕр тĕллев - çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатса пырасси пулса тăни пирки каларĕ. Çавăнпа та паянхи кунпа кăна пурăнни çителĕксĕр. Малалла пăхса ĕçлес пулать. Ку тĕлĕшпе республикăн та, районăн та аталану çулĕ курăмлă. Çав ÿсĕмсене çирĕплетсе пыни кирлĕ. Çынсен ĕç укçи ÿссе пырать, çынсем хăтлăрах услофвисенче пурăнма тытăнаççĕ, хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатаççĕ - çакă пĕтĕмпех пĕрлехи тăрăшулăхпа çыхăннă.

Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев иртнĕ çула тĕплĕн тишкерчĕ, пĕрлехи вăйпа умри задачăсене ăнăçлă татса парса район 2017 çулта аталану çулĕпе малалла татах шанчăклă утăм тума пултарни пирки каларĕ.

Аталану курăмлă. Çакна экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Бюджет ыйтăвнех илер. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, районăн иртнĕ çулхи бюджечĕ тупăшсемпе 614,9 млн тенкĕпе танлашнă. Унчченхи çулхинчен ку вăл 11,8 процент пысăкрах. Район хăй илме пултарнă тупăш та виçĕм çулхинчен 3,1 процент ытларах пулнă, 176,2 млн тенкĕпе танлашнă. Çавна май вырăнти ыйтусене татса парассипе район хăйĕн çине илнĕ обязательствăсене пурне те пурнăçлама пултарнă. Социаллă сфера валли 454 млн тенкĕ ытла, производство сфери валли 105 млн тенкĕ уйăрнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, налуксем, пурлăхпа тата çĕрпе усă курнăшăн аренда тÿлевĕ тÿлессипе парăмлисемпе татăклă кĕрешÿ пуçарни те вырăнти бюджета тупăшлăрах тăвассипе пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.

Экономика аталанăвĕ пирки калаçнă май, промышленноç предприятийĕсен тÿпине палăртмасăр май çук. Промышленноç тата продукци тирпейлекен предприятисем продукци туса кăларассине, 2016 çулхипе танлаштарсан, 39 процент ÿстернĕ, пĕтĕмĕшле 3 млрд та 107 млн тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă. Чи ÿсĕмлисен шутĕнче - "Сеспель" предприяти. Кунта продукци туса кăларассине 2016 çулхинчен 2 хут ытла ÿстерме пултарнă, пĕтĕмĕшле 2 млрд та 621 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă. Халĕ кунта 500 млн тенкĕлĕх татах тепĕр инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçлеççĕ. Апла пулсан татах 200 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çулталăка япăх мар вĕçленĕ. Çанталăкăн çăмăлах мар условийĕсене пăхмасăр 2016 çулхинчен 6 пин тоннăна яхăн ытларах, пĕтĕмпе 34 пин тонна, тырă пухса кĕртнĕ. Тĕш тырă, çĕр улми тухăçĕ унчченхи çулхинчен пысăкрах.

Районĕпе 4 пин тоннăна яхăн аш-пăш, 40 пин тонна ытла сĕт туса илнĕ, кашни ĕне пуçне вăтамран 4568 килограмм сĕт сунă. Çăмарта туса илесси 37,5 процент ÿснĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем патшалăх пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ. Ку пулăшу мелĕ иртнĕ çул 70,7 млн тенкĕпе танлашнă. 2012 çултан тытăнса фермер хуçалăхĕсене патшалăх пулăшăвне грант мелĕпе пĕтĕмпе 29,5 млн тенкĕлĕх уйăрса панă. Иртнĕ çул гранта 3 фермер хуçалăхĕ 8 млн тенкĕлĕх ытла тивĕçнĕ. Пурнăç вырăнта тăмасть. Ял хуçалăх предприятийĕсенче те пĕлтĕр инвестици проекчĕсене 39 млн тенкĕлĕх ытла пурнăçа кĕртнĕ.

Ваккăн тавар сутассин калăпăшĕ 2017 çулта 1 млрд та 356 млн тенкĕпе танлашнă, 2016 çулхипе танлаштарсан, 100,8 процент. Пĕтĕм тавар çаврăнăшăн ытларах пайĕ - 90,5 процент - Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсен тÿпи. Иртнĕ çул кăна икĕ райпо 67,5 млн тенкĕ ивестицисене явăçтарса 28 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство аталанать. Кун пек предприятисенчен ытларахăшĕ - суту-илÿ сферинче (33 процент). Çав вăхăтрах кун пек предприятисем ял хуçалăхĕнче те, транспорт сферинче те, производствăра та, строительствăпа юсав ĕçĕсем туса ирттерессинче те, обществăлла апатланура та пур. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, вăтам предприятисем 5, пĕчĕк предприятисем 113 тата уйрăм предпринимательсем 659. Ку предприятисенче 4103 çын вăй хурать. Пĕчĕк тата вăтам предприятисем вырăнти бюджета иртнĕ çул налуксем 50 млн тенкĕ хывнă. Ку предприятисенчен вырăнти бюджета пухăнакан налуксен тÿпи 2012 çулта 23 процент пулнă пулсан, иртнĕ çул 33 процента çитнĕ.

Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсем шутне кĕмен предприятисенче 2017 çулта ĕç укçи уйăхне вăтамран 21969 тенкĕ пулнă. Ку вăл 2016 çулхинчен 17 процент пысăкрах. Пĕлтĕр врачсен уйăхри вăтам ĕç укçи виçи 30826 тенкĕпе, вăтам медицина ĕçченĕсен 17238 тенкĕпе, шкулчченхи ача-пăча учрежденийĕсенче вăй хуракансен 18768 тенкĕпе, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче вăй хуракансен 21899 тенкĕпе танлашнă.

Иртнĕ çул пурăнмалли çурт-йĕр пĕтĕмĕшле 14,6 пин тăваткал метр хута янă. Ку вăл планпа пăхнин 92,5 проценчĕпе танлашать. 2017 çулта федерацин "Пурăнмалли çурт-йĕр" программипе 25 çамрăк çемье, "Ял территорийĕсен тăнăç аталанăвĕ" программăпа 9 çын, нумай ачаллă 2 çемье, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 3 тăлăх ача тата 1 ветеран хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă.

Ростислав Николаевич строительствăра мĕнле ĕçсем туса ирттерме май килнипе пĕрлех кăçалхи задачăсене те асăнса хăварчĕ. Çурт-йĕр 12 пин тăваткал метртан кая мар хута ямалла, 30 çемьерен кая мар пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтермелле, нумай хваттерлĕ 5 çуртра капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Шывпа тивĕçтермелли системăсене тăвас тата кивелнисене юсас, нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене хăт кĕртес, социаллă сфера объекчĕсене хутса ăшăтма харпăр хăйĕн котельнăйĕсене тăвас тата ытти енпе те ĕçсем калăпăшлă.

Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе пĕлтĕр районта икĕ проект пурнăçа кĕртнĕ. Ял тăрăхĕсенчен кăçал кун пек проектсене 14 тăратнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 11 млн та 457 пин тенкĕ пулсан, 2 млн та 300 пин тенкĕ çынсем хăйсем пухма хатĕр.

2017 çулта район тата ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи автомобиль çулĕсене тума, юсама тата тытса тăма 110 млн тенкĕне яхăн уйăрнă. Вăл шутран Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче транспорт инфраструктурине комплекслă аталантарассин федераци программипе килĕшÿллĕн - 10 млн тенкĕ ытла, район çулĕсене тытса тăма тата юсама - 40 млн тенкĕ ытла, ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çулсене тытса тăма тата юсама - 19 млн тенкĕ ытла, вырăнти пĕлтерĕшлĕ пурте усă куракан çулсене тума тата реконструкцилеме - 38 млн тенкĕ ытла. Кăçал вара Шупашкар агломерацийĕн шайĕнче район çулĕсене 24 километр юсама пăхнă. Çавна валли 129 млн тенкĕ уйăраççĕ.

Районта вĕренÿ сфери çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак вăхăта 1 çултан тытăнса 7 çулчченхи ачасен 83,9 проценчĕ ача сачĕсене çÿрет. Шкул çулне çитменнисен учрежденине каймаллисен черетĕнче çулталăк çурăран тытăнса 3 çулчченхи 107 ача. 3 çултан аслăраххисем хушшинче черет çук.

Шкулта вĕренекен ачасенчен 84,5 процентне хушма вĕренĕве явăçтарнă. 14 çултан тытăнса 30 çулчченхи çамрăк çынсем районта 6522. Яшсемпе хĕрсем ачасемпе çамрăксен обществăпа патшалăх организацийĕсене активлă хутшăнаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ 9 çамрăк специалист район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине, 36-ăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ.

Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх, шкулсенчи строительствăпа юсав ĕçĕсем валли çуллен сахал мар укçа-тенкĕ расхутлаççĕ. 2018 çулта вара Юнкă шкулĕн спортзалне тума, Орининпа Чуманкасси тата Йÿçкасси шкулĕсен спортзалĕсене юсама палăртаççĕ. Çавăн пекех Оринин, Ярапайкасси шкулĕсемпе "Золушка" тата "Радуга" ача сачĕсен котельнăйĕсене реконструкцилесси те кăçал тумалли ĕçсен шутĕнчех.

Районта культура учрежденийĕсен сетьне сыхласа хăваранă. 2017 çулта 4 культурăпа кану учрежденийĕнче 3 млн та 700 пин тенкĕлĕх модернизаципе юсав ĕçĕсем туса ирттерме май килнĕ. Ятман, Шомик, Шуркасси клубĕсене юсанă, Матьăк клубне модернизациленĕ. Паянхи куна культурăпа кану учрежденийĕсенчен 76 процентĕнче лару-тăру япăх мар.

Кăçал та çак ĕç чарăнса лармĕ. Ятман клубне модернизацилеме, Йÿçкассипе Ярославка тата Мăн Хураçка клубĕсене юсама пăхнă. Çавна валли 6 млн та 307 пин тенкĕ уйăраççĕ. 2019 - 2020 çулсенче вара 4 культура учрежденийĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттермелле пулать.

Çак вăхăта сывлăх сыхлавĕнче 88 врачпа 238 вăтам медицина ĕçченĕ вăй хурать. Фельдшерпа акушер пункчĕсем ялсенче 38. Пĕлтĕр çĕнĕ ФАП Москакасси ял тăрăхĕнчи Ахманере хута янă. Пурлăхпа техника базине çирĕплетме иртнĕ çул 14,6 млн тенкĕ ытла расхутланă.

Демографи лару-тăрăвĕ йĕркеллех марри шухăшлаттармалла. 2017 çулта 356 ача çуралнă (2016 çулта - 385), 507 çын вилнĕ (2016 çулта - 504). Ачасем Муркаш, Москакасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче ытларах çуралнă.

Районта социаллă пулăшу мелĕсемпе усă куракансем 10 пин те 400 çын. 2017 çулта вĕсене социаллă тÿлевсемпе тивĕçтерме республика тата федераци бюджечĕсенчен 122 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Ача амăшĕн республикăри капиталĕн сертификатне 2012 çултан тытăнса 518 çемье тивĕçнĕ. Районта нумай ачаллă 544 çемье, вĕсенче 1755 ача воспитани илсе ÿсет.

Ростислав Николаевич çавăн пекех нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕсемпе тивĕçтересси мĕнле пулса пыни, ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче те тĕплĕ чарăнса тăчĕ, çак кăтартусене чи малтанах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ĕç коллективĕсемпе, депутатсен корпусĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май тума пултарни пирки каларĕ, пурне те тав турĕ.

Тĕл пулура Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Инна Антонова вăтам тата пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене тивĕçтерекен патшалăх пулăшăвĕсем пирки чарăнса тăчĕ, финанс министрĕн пĕрремĕш çумĕ Фарида Муратова вырăнти бюджета тупăшлăрах тăвассин ыйтăвĕсене хускатрĕ. Çулталăка пĕтĕмлетсе ирттерекен мероприятире Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов хăйĕн сăмахĕнче вырăнти ыйтусене татса парассипе пуçарулăх бюджечĕн мелĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ, çул-йĕр строительстви енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттерме пултарни пирки каларĕ, республика Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Угаслов муркашсене малашне те ĕçре ăнăçу сунчĕ.

Район пуçлăхĕ - депутатсен район Пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев пĕрлехи ÿсĕмре кашнин тÿпи пурри пирки асăнчĕ, бюджета тупăшлăрах тăвассипе çинерех тăрса ĕçлемелли пирки каларĕ. Çакă вăл пĕтĕмпех вырăнти ыйтусене ăнăçлăрах татса парассипе çыхăннă.

Республика Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене пуçарулăх бюджечĕн программине активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ. Ку тĕлĕшпе хăйсен тĕллевĕсем пирки Катькас тата Ильинка ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Лебедев тата Владимир Ляченков каласа кăтартрĕç.

Канашлура РФ Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, район прокурорĕ Сергей Павлов, РФ Налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Андреев, Муркаш район больницин тĕп врачĕ Николай Кожевников тухса калаçрĕç, ыйтусене район администрацийĕпе çыхăнса татса пани пирки пĕлтерчĕç.

Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сутăн илекен сĕт хакĕ, "Сеспель" предприяти малашлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ, ачаллă çемьесене тивĕçтерекен пулăшу мелĕсем пирки каларĕ, тĕл пулăва пухăннисен ыйтăвĕсене хуравларĕ, муркашсене малашнехи ĕçсенче ăнăçу сунчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости