ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Ыррине шанса - малтан мала

Категория: В районе Опубликовано: 14.03.2018 13:56 Просмотров: 83

DSC05671Районăмăр кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă лару кăçал нарăс уйăхĕн 16-мĕшĕнче К. Иванов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртрĕ.

Çак савăнăçпа муркашсем Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне - финанс министрне Светлана Енилинăна, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместительне Александр Федотова, гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председательне Вениамин Петрова т. ыт. те ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Савăнăçлă пухуччен вĕсене район пуçлăхĕ Игорь Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев район пурнăçне сăнлакан выставкăпа паллаштарчĕç. Хăнасем Муркаш районĕ аталану çулĕпе ăнăçлăн утнине, республика аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕç. Паянхи кун ял хуçалăхĕ кăна мар, промышленноç та вăй илсе пырать.

Палăртнă вăхăта уяв залне пур ĕç коллективĕн делегацийĕ те килсе çитрĕ. Халăх çÿремелли вырăнсенче район пурнăçне сăнлакан тата вырăнти алă ĕç ăстисен выставкисем, культура ĕçченĕсен юррисемпе кĕввисем, Муркашпа Мăн Сĕнтĕр райповĕсем пуçарнă суту-илÿ уяв чапне ÿстерчĕç кăна.

Район кунне уявлама пынисене фойере Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи "Екрем" фольклор ансамблĕ хавас юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Ĕçре хăйсем хыççăн ÿсĕм çулĕ хăварнă ветерансемпе паянхи çамрăксем пĕр-пĕрне уявпа саламлани, юлташĕсен ĕç кăтартăвĕсем пысăк пулнипе пĕрле савăнни кашни утăмрах курăнчĕ.

Районти ĕç коллективĕсен шухăш-ĕмĕчĕсемпе паллашнă май, Светлана Енилина кашни тĕл пулу ырă шанчăк çуратнине, муркашсем йывăрлăхсене ĕçпе çĕнсе пынине кăмăллăн палăртса пычĕ. "Сеспель" ЗАО директорĕн çумĕ Ю. Федотов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн вăл çапла пĕтĕмлетÿ те турĕ: "Эпĕ эсир пурришĕн, ĕçлеме пултарнишĕн питĕ савăнатăп. Ума лартнă тĕллевĕрсем пурнăçланасса та шанатăп".

Залра хамăр ен аталанăвне сăнлакан видеофильм пăхнă хыççăн сцена çине район пуçлăхĕ И. Николаев тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев хăпарчĕç. Игорь Васильевич муркашсене тăван районăн çуралнă кунĕпе саламланă, унăн аталану сукмакĕн тĕп утăмĕсемпе паллаштарнă хыççăн Ростислав Николаевич Муркаш енĕн производство кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. "Эпир аслă ăрусен пуçарăвне шанчăклă алăра тытса пыма пултарни паян кашни коллективăн ĕç кăтартăвĕнче курăнать. Пурсăмăр та пĕр тĕллевпе ĕçлени çĕнĕ тĕллевсем çуратать. Районта пурăнакансем вĕсене пурнăçа кĕртме хатĕрри пире иккĕлентермест", - терĕ хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ вăхăтра, 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче çĕнĕ тытăмра пĕрремĕш утăм тунă Муркаш ен паян чылай ĕçре ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать. Çакна уявра ĕçри ăнăçусемшĕн чыс-сума тивĕçнисем йышлă пулни те çирĕплетрĕ.

- Эсир мĕнле ĕçленине пĕлетĕп тата курса тăратăп. Сирĕн малашлăх туртăмĕ пысăкки эсир экономика аталанăвĕнче çĕнĕ проектсене çул парса татах ÿсĕмлĕрех ĕçфлессе шантарать, - терĕ район пурнăçĕнче ĕçпе ырă ят çĕнсе илнисене чысласа С. Енилина.

DSC05650

Муркаш ен - пирĕн пĕрлехи кил. Чылайăшĕ кунта çуралса ÿснĕ, çемье çавăрнă, ача-пăча çуратса тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Район аталанăвĕнче - пиншер çын шăпи, вуншар пин çын ĕçĕ. Çавăнпа та тăван килĕмĕр малашне тата илемлĕрех те хăтлăрах пултăр, унăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ çĕнĕ хăвăртлăхпа малалла кайтăр тесе тимлесси - районта пурăнакансен пĕрлехи тĕллевĕ. Çакна хăйĕн сăмахĕнче хамăрăн ентеш, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ - комитет ертÿçи Александр Федотов палăртрĕ.

Районăмăр ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе специализациленет. Иртнĕ çул ăна туса илесси самай пысăкланнипе пĕрлех промышленность производстви те аталану çулĕпе малалла утăмланă. Çак çулăн тĕп вăйĕ - ĕç çынни.

Пĕрлехи аталанура суту-илÿ сферипе обществăлла апатлану аталанса çĕнĕ сăн илни те айккинче тăрса юлаймасть. Мăн Сĕнтĕр тата Муркаш райповĕсем ку çул çинче тăтăшах шыравра.

Савăнăçлă лару-тăру умĕн те, ун вăхăтĕнче те, пуху хыççăн та муркашсен пултарулăхне курма, пирĕн ăсталăхпа паллашма килнисем зал тулашĕнче татăлмарĕç.DSC05654

- Муркаш Ен пĕр вырăнта тăмасть. Çакна эпир куратпăр. Сирĕнтен тĕслĕх илсе хамăр тăрăх аталанăвне "вут хурас тетпĕр". Пурнăç уттинчен юлас мар тесен пирĕн сирĕнтен вĕренмелли нумай. Сире вара малашне татах та сумлăрах ÿсĕмсем тума сĕнетпĕр, - терĕç кÿршĕ районсенчен пире саламлама килнисем.

Уяври савăнăç унта хутшăннисене производство кăтартăвĕсене ÿстерме хавхалантарчĕ тесе вĕçлетĕп уявра хатĕрленĕ фоторепортажа.

А. БЕЛОВ.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсенче: ЧР Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ Чуманкасси ял библиотекарĕ Зоя Иванова тата ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă Сергей Тимофеев ("Герой" хуçалăхри ÿсен-тăран отраслĕн ертÿçи)*

Ярапайкассинчи "Екрем" фольклор ушкăнĕ - уяв илемĕ*

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости