ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Ăнланулăх та, тăрăшулăх та пур

Категория: В районе Просмотров: 187

IMG 9590Район администрацийĕ, республикăри влаç органĕсем пулăшнипе тата вырăнти çынсем пуçаруллă пулнăран Чуманкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ 2017 çулта чылай ĕç пурнăçлама пултарнă. Ăнланулăх, тăрăшулăхпа пуçарулăх пуррине шута илсен вара ку ял тăрăхĕнче кăçал та палăртнă ĕçсене пурнăçлама пултараççех.

Çапла пĕтĕмлетÿ тума май пулчĕ кĕçнерникун Чуманкасси ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн Николай Беловăн отчетне итленĕ хыççăн. Иртнĕ çул ку тăрăхра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă: ялсенче, çăва çинче тирпей-илем кĕртсе каяш турттарса тухнă, урамри электричество хунарĕсене энерги перекетлекеннисемпе ылмаштарма тытăннă, çулсем юсанă, ялсенче кĕперсем, çăлсем, хапхасем юсаса çĕнетнĕ, йывăç хунавĕсене те сахал мар лартса хăварнă т.ыт.те. Çапах та пĕлтĕр ку тăрăхри чи палăрăмлă пулăм Отарккă ялĕнче 3020 м вак чул сарса çул тата çак ял урамĕсенче çынсем валли меллĕ тротуар туни пулчĕ.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ĕç те пырать. Район администрацийĕ тĕрлĕ программăна хутшăнма пултарнăран, Чуманкасси ял тăрăхĕнче пĕлтĕр нумай ачаллă пĕр çемье валли çĕнĕ пÿрт çĕклеме пултарчĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакан ытти çынсем те унччен пурăнмалли условисене лайăхлатма пултарнă, халĕ черете тăракансем те пур.

Каласа хăвармалла, ял тăрăхĕнчи пурнăçа хăтлăрах тăвас ĕçшĕн Чуманкасси ял тăрăхĕн администрацийĕ 2017 çулта Мускавра иртнĕ "Золотая осень" конкурсра РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçме пултарчĕ.

 Отчет пухăвне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев Отарккă ялĕнчи Лесная урам 2017 çулта Çĕнĕ çул уявне халалласа "Районти çĕнĕ çулхи чи илемлĕ урам, ял" конкурсра çĕнтернине тата çакăн пек конкурсрах çĕнтернĕ Чуманкасси шкулне дипломсемпе чысларĕ. Районти экономикăпа социаллă пурнăç пирки тĕплĕ каласа панипе пĕрлех вăл çынсен ыйтăвĕсене те хуравларĕ.

Шел пулин те, Апаш тăрăхĕ те йывăр лару-тăруллă çемьесемсĕр, тăтăш эрех ĕçекен çынсемсĕр мар. Николай Белов вĕсене куллен тимлĕхре тытнине пĕлтерчĕ. Артем Ягунов участковăй калаçăва тăсса ял тăрăхĕнче преступленисен хисепĕ учченхи çулхинчен чакнине палăртрĕ.

Ял тăрăхĕнчи  тупăшпа расхут çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, вырăнта пурăнакан çынсем хăйсен территорине хăтлăрах тăвас шухăш-кăмăлпа пурăнаççĕ. Çынсене ку тăрăхри Касанчăк плотинин шăпи те, сĕт ыйтăвĕ те пăшăрхантарать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тĕрлĕ пухура 60 соттăй çĕрсене регистрацилемеллине аса илтерет, апла пулин те Апаш тăрăхĕнче 60 соттăй çĕр лаптăкĕсене арендăна е харпăрлăха регистрацилемен çынсем нумай, саккунĕ вара ку тĕлĕшпе çирĕпленсех пырать. Тепĕр ĕç - пуçаруллă бюджет мелĕпе кăçал Отарккăра ача-пăча площадкине йĕркелеме палăртнă. Проекта республика шайĕнче ырланă ĕнтĕ, ытти вара вырăнти халăхран килет.

Н. НИКОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Николай Белов Çĕньял Апаш ял старостипе Вячеслав Николаевпа тата вырăнти депутатпа Николай Андреевпа пуху умĕн.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости