ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Эпир пулнă! Пур! Пулатпăр!

Категория: В районе Просмотров: 361

Çак кунсенче пĕтĕм Чăваш Енре Республика кунне анлăн паллă тăваççĕ. Республикăра кăна та мар. Çак уяв пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн, пĕтĕм чăваш çыннишĕн, пĕтĕм чăваш ывăл-хĕрĕшĕн тĕп уяв пулса тăрать. Пирĕнпе пĕрлех ăна чăваш çĕрĕ çинче çуралса кун çути курнисем, чăваш çĕрĕн-шывĕн вăй-хăватне илсе ÿснисем, анлă та аслă çĕршывăмăрăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлесе пурăнакансем те уявлаççĕ.

Чăваш Енĕн тĕп уявне - Республика кунне кашни çулах тĕплĕ хатĕрленсе çÿллĕ шайра ирттерме тăрăшаççĕ. Çакна ăнланмалла та. Уяв уявпа та, кунпа пĕрлех Республика кунĕ вара вăл хамăра кăтартма пултарни те вĕт-ха. Хăнасене кăтартмалли, хăпартланмалли, мухтанмалли те пирĕн çук мар. Уявпа çыхăннă тĕп мероприятисем вара кăçал республика тĕп хулинче Шупашкарта тата Пăрачкав районĕнче иртеççĕ.  

Паян тата ыран Шупашкарта юбилейлă - 10-мĕш "Регионы России - новые точки роста" экономика форумĕ ĕçлет. Унпа çыхăннă тĕп мероприятисем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай функциллĕ залĕнче тата Чăваш Республикин наци библиотекинче иртеççĕ.

Экономика форумĕн шайĕнчех паян Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче Чăваш Республикинчи "Агро - 100" клуба кĕме тивĕçнĕ чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен презентацине ирттереççĕ. Палăртма кăмăллă - 2016 çул итогĕсем тăрăх республикăри чи лайăх предприятисен шутне пирĕн районти 9 ял хуçалăх предприятийĕ кĕме тивĕçнĕ. Кусем вĕсем: Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., Ильич яч. хис., "Герой", "Свобода", "Оринино", "Ударник" хуçалăхсем, "Путь Ильича" агрофирма" ООО тата "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики.

Республикăри чи лайăх ял хуçалăх предприятийĕсен презентацине район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, çÿлерех асăннă ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем хутшăнаççĕ.

Паян Шупашкарти "Контур" суту-илÿпе выставка комплексĕнче регионсем хушшинчи 24-мĕш "Регионы - сотрудничество без границ" выставка ĕçлеме пуçлать. Республикăра пурăнакансем тата хăнасем унпа июнĕн 25-мĕшĕччен паллашма пултарĕç. Выставкăна паян официаллă майпа савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçать, уявпа  саламлать, выставкăна хутшăнакансен ĕçĕсемпе, экспозицийĕсемпе паллашать. Выставкăна хутшăнакансем пирĕн районти "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин, "Сеспель" предприятин продукцийĕпе те интересленсе паллашĕç.

Сăмах май.

*Официаллă майпа Республика кунне пуçласа 1995 çулта - Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 75 çул тултарнă чухне çирĕплетнĕ тата уявланă. Чăваш патшалăхне аталантарассин пĕлтерĕшне палăртса 2000 çулхи майăн 4-мĕшĕнче уява патшалăх статусне парасси пирки саккун йышăннă.

*Республика кунне халалланă уяв мероприятийĕсене кăçал 9 çĕршывăн, Раççейăн 30 регионĕн представителĕ хутшăнать.

*Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри 25-мĕш "Родники России" фестивале Раççейăн 28 регионĕнчен 28 коллектив хутшăнма кăмăл тунă. Вăл шутра Китай Халăх Республикинчи Аньхой провинцийĕн коллективĕ те.

*Пĕтĕм чăвашсен Акатуй уявне çĕршыври 18 регионтан 27 коллектив хутшăнать, 1 коллектив - Беларусь Республикинчен. Çавăн пекех республикăри районсемпе хуласен коллективĕсем те хутшăнаççĕ. Вăл шутра пирĕн районтан - 5 коллектив.

*Ыран ачасен Раççейри пĕрлештернĕ хорĕн пултарулăхĕпе Амăшĕн монуменчĕ патĕнче паллашма май пулĕ. Унта хутшăнма 32 регионтан 400-е яхăн ача килсе çитнĕ. Пирĕн республикăран хора 614 ача хутшăнать.

В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости