ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Валерий Филимонов пирĕн районта пулчĕ

Категория: В районе Просмотров: 234

IMG 8496Декабрĕн 26-мĕшĕнче пирĕн районта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Валерий Филимонов пулчĕ, Шомикри Культура çуртĕнче районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе, специалисчĕсемпе, партин район активĕпе тĕл пулчĕ.

Тĕл пулăва çавăн пекех республика Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов, Чăваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев, район пуçлăхĕ Игорь Николаев хутшăнчĕç.

Валерий Филимонов хăйĕн сăмахĕнче нумаях пулмасть Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пыракан республика делегацийĕ шутĕнче партин 17-мĕш съездне хутшăнни, парти проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынă май юлашки çулсенче республика шайĕнче пысăк калăпăшлă ĕçсем туса ирттерме май килни пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ. "Мĕн туни чикĕ мар. Ку вăл малашне татах сулăмлăрах утăмсем тума хывса хăварнă никĕс кăна. Пĕр-пĕрне ăнланса тата малашлăха пăхса ĕçлесе пырсан, хамăр ума яланах пысăк задачăсем лартсан, пирĕн усĕмсем те сумлăрах пулĕç, çынсен пурнăçĕ те лайăхлансах пырĕ", - терĕ Валерий Николаевич.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев юлашки пилĕк çул хушшинче кăна район шайĕнче пысăк ĕçсем туса ирттерме май килни пирки каларĕ. Палăрăмлă улшăнусем промышленноçра та, ял хуçалăхĕнче те, вĕренÿпе культура, медицина сферисенче те, çул-йĕр строительствинче те сахал мар. Малашлăхра пурнăçа кĕртме палăртакан ĕçсем те пĕчĕк мар. Пурнăçра çапла пулмалла та. Паянхи кунпа кăна мар, малашлăхпа пурăнас пулать.

Пухăннисем умĕнче çавăн пекех Вениамин Петров, Александр Федотов тухса калаçрĕç, республика Правительстви хăйĕн социаллă обязательствисене пур енĕпе те чыслăн пурнăçлани пирки каларĕç.

Тĕл пулура Чуманкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов, партин Ярапайкассинчи пуçламăш уйрăмĕн секретарĕ Александра Скворцова вырăнсенче парти программисене пурнăçа кĕртнĕ май туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕç.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов муркашсене çитсе килекен Çĕнĕ çулпа саламланă май малашне те ăнăçу, çирĕп кăмăл-туйăм сунчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: хастар ĕçшĕн Валерий Филимонов Йÿçкасси ял тăрăх администрацийĕн тĕп эксперт специалистне Татьяна Петровăна Тав çырăвĕ парса чысларĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости