ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Хăнасем муркашсен ĕçĕпе кăмăллă

Категория: В районе Просмотров: 424

DSC04038Иртнĕ эрнере Муркаш райповĕ республикăри сумлă хăнасене - асăннă системăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă çынсене - йышăнчĕ. Чи малтанах  вĕсем  "Бриз" ресторана çитсе курчĕç.

 Чăвашпотребсоюз  канашĕн ертÿçи В. Павлов пухăннисене республикăри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмпе 8 пин ытла çын вăй хурать. Вĕсен тăрăшулăхĕпе республикăри райпо системи Центросоюзра та лайăххисен йышĕнче. Потребкоопераци предприятийĕсем  тĕрлĕ бюджета 770 миллион тенкĕ налук тÿленĕ.

В. Павлов çамрăк кадрсене  явăçтарассипе ытларах тимлемеллине палăртса хăварчĕ. Ку тĕлĕшпе пилĕк çул  ĕнтĕ çамрăксен форумне ирттереççĕ.  Çак йывăрлăх район шайĕнче те палăрать. Муркаш райпо канашĕн ертÿçи                   Б. Андреев поварсем, официантсем кирлине асăнчĕ.

 Райпо системинче 73 суту-илÿ предприятийĕ ĕçлет, вĕсенчен 24-не автоматизациленĕ. Кондитер изделийĕсене хатĕрлесе кăларассипе, строительство материалĕсем сутассипе тухăçлăрах тимлеме пуçланă.

Ĕç ушкăнĕ "Волна" лавккана çитсе курчĕ, хăнасем ассортимент пуяннине палăртрĕç. Ун хыççăн сĕт  цехĕнче пулчĕç. "Стройхозтовары"  ООО ертÿçи  А. Волков палăртнă тăрăх, çитмĕл ытла ялтан сĕт туянаççĕ. 4 лаборант сĕт пахалăхне тĕрĕслесе тăрать. Сĕт хатĕрлес ĕç тупăшлă пулнипе ертÿçĕ кăмăллă.

Çавăн пекех ветерансем "Стройхозтовары" предприятие, "Фиеста" центра çитсе курчĕç.  Муркаш райповĕ тухăçлă ĕçленине, мĕнпур ĕçе     ăнăçлă йĕркеленине палăртса хăварчĕç.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости