ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

Çĕнĕ çула - çĕнĕ çуртра

Категория: В районе Просмотров: 338

Ключи от домаКирек хăш йывăрлăх та ĕçе парăнать, ĕçрех аталану çулĕ уçăлать. Пурнăç тулли пултăр, хăвăн хыççăн çамрăк ăру валли ырă ят юлтăр тесен, çичĕ хут тар кăларса иртен пуçласа каçчен ĕçлемелле. Çавăн чух çеç ят-сум çĕнсе илме пулать. Çапла пĕтĕмлетрĕç хăйсен çемйин пурнăçне Катькас ял тăрăхĕнчи Кĕрекаçра пурăнакан 6 ачаллă çемье никĕслевçисем  Валентина Владимировнăпа Константин Валерьевич Константиновсем. 1998 çулта çемье йĕркеленĕскерсем 19 çул хушшинче 6 ачана пурнăç панă. Аслисем - Таньăпа Саша - йĕкĕреш. Александр халĕ Раççей çарĕнче службăра тăрать. Ыттисем вара паян пурте тĕрлĕ шайра пĕлÿ çулĕ çинче.

Çемье пуçĕ стройкăра ĕçлет пулсан, унăн мăшăрĕ Е. Скворцова тытса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче выльăх пăхакан пулса тăрăшать. Халĕ вăл - декрет отпускĕнче.

Константиновсен çурчĕ - Катькас ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесене патшалăх туса панă 2-мĕш çурт. 3480 пин тенкĕлĕх икĕ хутлă çурта 2 уйăх ытларах хушăра В. Краснов ертсе пыракан строительсен ушкăнĕ çĕклесе лартнă, газне, электричествине, ăшшине кĕртсе парса тата урай-мачча сарса, обойсемпе илемлетсе пурăнма условисем çителĕклĕ туса панă.

- Патшалăх нумай ачаллă çемьесем тĕлĕшпе тимлĕх уйăрни, строительсем вăр-вар ĕçлени пирĕншĕн тĕлĕнмелле парне пулчĕ. Паян эпир тĕлĕкри пек çĕнĕ çурта кĕтĕмĕр, - терĕ çĕнĕ пÿрт уççипе шăнкăрав парса туслă çемье.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Май 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Яндекс. Новости