ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Ыр çыннăн ячĕ - ĕмĕрлĕх

Категория: Твои люди, район Просмотров: 469

давыдов 2 1Чăваш халăх ăслăлăхĕ çавăн пек вĕрентет: хамăртан уйрăлса кайнă çын пирки япăхпа аса илме, асăнма хушман. Апла пулин те хăш чухне тепĕр çын пирки ыррине нимĕнех те аса илме пултараймастпăр. Çуралнă, пурăннă, пурнăçран уйрăлса кайнă... Çавă кăна. Тепĕр çыннăн вара пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, тăрăшулăхĕ - халăх асĕнче. Çавăн пек çынсенчен пĕри пулса тăрать те ĕнтĕ 5 çул каялла - 2012 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Платон Павлович Давыдов.

Юбилейлă çул пулчĕ кăçалхи çул уншăн. Мартăн 10-мĕшĕнче Платон Павловичăн çуралнă кунне паллă турăмăр, пурăннă пулсан Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн 1-мĕш, 2-мĕш тата 3-мĕш созывсенчи депутачĕ, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăх тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, "Хисеп Палли" орден кавалерĕ 70 çул тултармаллаччĕ. Çапла, пурăннă пулсан... Ыран вара Платон Павлович хăйĕн çемйинчен, тăван-пĕлĕшĕнчен, ял-йышран, пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 5 çул çитет.

Çавăн пек каланине илтнĕччĕ: "Ырă çын Çĕр çинче нумай пурăнаймасть. Ун пеккисем Турăна та кирлĕ. Турă ун пеккисене хăй патне чĕнсе илет". Çавăн пекех пулчĕ пулĕ çав. 65 çулта унăн çак Çĕр çинчи пурнăçпа вăхăтсăр сывпуллашма тиврĕ.

Анатри Панкли ялĕнче хресчен çемйинче çуралнăскер, ял çыннин çăмăлах мар пурнăçне хăй куçĕпе курса-туйса ÿснĕ. Ахăртнех çавăн чухнех унăн пуçĕнче çак пурнăçа савăнăçлăрах та тулăхрах тăвас шухăш амаланнă пулĕ. Çав тĕллевпех вăл хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма тĕв тунă пулĕ. Ма, шкултан вĕренсе тухсан вăл хăйне валли "тасарах" професси ĕçĕ суйласа илме пултарайман пулĕ-и; Паллах пултарнă. Анчах апла туман.

Платон Павловичăн хăй вăхăтĕнче Ильич ячĕпе хисепленекен колхоза та 5 çул хушши ертсе пыма тивнĕ, КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ В.С. Краснов чĕннипе районти ял хуçалăх управленине те ертсе пынă. Яваплă кирек епле ĕçре те ята яман, пĕтĕм чунне парса тăрăшнă. Апла пулин те вăл хăйĕн пĕтĕм ăсне-тăнне, пултарулăхне тăван "Ударник" производство хуçалăхне аталантарма, вырăнта пурăнакан ял çыннисен пурнăç условийĕсене  лайăхлатма панă.

Тăван хуçалăха вăл директор пулса 1981 çултан тытăнса юлашки кунчченех ертсе пычĕ. Унăн курăмлă пĕтĕм ĕçĕ - халăх асĕнче, куç умĕнче: çав çулсенче Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи ялсенче асфальт çулсем çуллен километрĕ-километрĕпе сарни те, ял çыннисен вуншар та вуншар килне газ кĕртни те, производство тата социаллă объектсене хута яни те. Йÿçкассинче 2012 çулта чиркÿ те вăл тăрăшнипех çĕнĕрен хута кайрĕ. Çакă вара вăл вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăха аталану çулĕпе тăнăç илсе пымасăр, малашлăха пăхса ĕçлемесĕр пулман. Мĕншĕн тесен çак ĕçсене ун чухне ытларах хуçалăхăн укçи-тенкипе тума тивнĕ.

Çĕр улми вăрлăхне çитĕнтерессипе хуçалăх Раççей регионĕсем хушшинче те малтисенчен пĕри пулнă. Çĕр улми вăрлăхĕ туса илессипе Йÿçкассинче Пĕтĕм Союзри наукăпа практика конференцийĕсене пĕрре кăна мар ирттерни те çакна лайăх çирĕплетет. Платон Павлович умĕн хуçалăх тилхепине тытса пынă Зиновий Кутузов çав çулсенче çĕр улми вăрлăхĕ туса илекен лаборатори ертÿçинче тимленĕ. Икĕ ертÿçĕ пĕрле тăрăшнă май ÿсĕмсене те сумлăрах тума май килнĕ. Çĕнĕ техника туянса техника паркне çĕнетсе пыни, ытларах ĕçе механизацилени, пысăк хранилищĕсем хута яни, ферма çурчĕсене ĕçе кĕртни, выльăхсен ăратлăхĕ тата ял хуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсем тĕлĕшпе малашлăха пăхса ĕçлесе пыни - паянхи пурнăç чăнлăхĕ. Тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 40 центнер, çĕр улмине 230 центнер ытла пухса кĕртни те пуш сăмах мар.

Платон Павлович пирки ыррине татах нумай калама пулать. Унăн пархатарлă ĕçĕ паянхи çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх вырăнне пулса тăрать. Çутă сăнарĕ вара пирĕн чĕресенче яланлăхах упранĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости