ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Юратать вăл ялта пурăнма

Категория: Твои люди, район Просмотров: 84

Умри пурнăçа пуçламан суха анипе танлаштарни - ялта çуралса çĕр ĕçĕпе ÿснĕ çыншăн çывăх хаклав. Çурхи уй-хирте яра кунах трактор кĕрлевĕ тăни, курăк çулнă вăхăтра таврана утă шăрши сарăлни, каçхи сăвăмри тулли сĕт витри, «хир карапĕ» тулă пуссипе ерипен шуса пыни тĕ ытĕ те - хресчен пурнăçĕн уйрăлми ÿкерчĕкĕсем. Вĕсем кашниех çĕр ĕçĕпе пурăнакана пурнăç инçĕшне чĕнекен пулăмсем пек туйăнаççĕ.

 

Паянхи сăмахăм Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи Сосновкăра пурăнакан тата 18 çул Чкалов ячĕ хисĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче бухгалтерта ĕçлекен Вера Никифорова пирки (сăн ÿкерчĕкре).

 

- ĔçлемеллеĔ умри ĕçе чуна парса пурнăçламалла, юратса тунă ĕç ĕмĕре тăсать, çамрăклăха упрать, ыранхи куна шанса пурăнма пулăшать, - терĕ ялти пурнăçа суйласа илнишĕн хăй мĕн шутланипе кăсăклансан Вера Николаевнаĕ 5 ачаллă çемьере ялта çуралса ÿснĕскер, вăл мĕн пĕчĕкрен килти хушма хуçалăхри ĕçпе туслă ÿснĕ. Ял хуçалăх ĕçне юратнăранах шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухса бухучет дипломне алла илнĕ.

 

Ял хуçалăх специальноçĕллĕскер, ялти пурнăçа çĕр ĕçлемесĕр, выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр курмасть вăл. Çавăнпа та килти хушма хуçалăхри пĕр гектар çĕрпе тухăçлă усă курса Никифоровсем хушма хуçалăхра ĕне те тытаççĕ, сурăхсем усраççĕ, чăх-чĕппе хур-кăвакал ĕрчетеççĕ, пахча çимĕç, çĕр улми, улма-çырла çителĕклĕ туса илеççĕ.

 

Иртен пуçласа каçчен ĕçлесен çук пурнăçран пăрăнса иртме пулатьĕ Çак шухăшпа вĕçлерĕ хамăрăн кĕске калаçăва йăпăрт урама тухнă Вера Николаевна.

 

А. БЕЛОВ

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости