ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Çемье уççи - килĕшÿре

Категория: Твои люди, район Просмотров: 656

MarkovСăн ÿкерчĕкре Ярославка ял тăрăхĕнчи Зоя Тимофеевнăпа  Владимир Николаевич Марковсене куратăр.  Вĕсем ял хуçалăх ĕçне мала хунă, халĕ те хушма хуçалăхра çирĕп тăрăшаççĕ. Тивĕçлĕ канури мăшăр алла-аллăн тытăнса 48 çул пурăнать. Çак тапхăрта хури те, шурри те пулнă пулĕ, çапах та çемьере яланах ăнлану хуçаланнă, пĕр-пĕрне пулăшса пынă.

- Мăшăр пĕр-пĕрне каçарма, хисеплеме пĕлтĕр. Çемьере чашăк-тирĕк сасă памасăр пулмасть, ăна тĕппипе ватма парас марччĕ.  Пирĕн вăхăтрисем çавăн пек ăнлавпа пурăннă, хальхи çамрăксен те çавăн пек пуласчĕ, - çапларах палăртать хăйĕн шухăш-кăмăлне хисеплĕ мăшăр.

Ĕçлекен çын аптăрамасть текен шухăша яланах тĕпре тытма тăрăшнă Марковсем. Владимир Николаевич "Сеятель" хуçалăхра трактористра ĕçленĕ, чылай Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Зоя Тимофеевна бригадăра тăрăшнă, вăл та ырă ята тивĕç.  

Зоя Тимофеевнăпа Владимир Николаевич виçĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Аслă хĕрĕ Людмила амăшĕ пекех вăр-вар та тарават. Эдуард  ĕç ĕмĕрне  Шупашкарта  МЧС  службипе çыхăнтарнă. Аслă прапорщик  хастар пулнипе виçĕ медале тивĕçнĕ. Кĕçĕнни Регина  "Путь Ильича" агрофирмăра дояркăра тăрăшать. Кĕçĕн  ăру та йышланса пырать, 7 мăнук тата пĕр кĕçĕн мăнук хисеплĕ йăх ят-сумне малалла тăсасса ырă шанăç парать. Тивĕçлĕ канури мăшăр çамрăксемшĕн савăнать.

 Сумлă çулхи çынсен сывлăхĕсем çирĕп, кăмăлĕсем уçă пулччăр.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости