ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

"Пĕр-пĕрне хисеплĕр, ăнланăр..."

Категория: Твои люди, район Просмотров: 563

Pushkerev - копияЯрославка ял тăрăхĕнчи Маргарита Николаевнăпа Петр Петрович Пушкаревсен çемйинчен чылай çамрăкăн тĕслĕх илмелли пур  тесе шухăшлатăп эпĕ. Вĕсем - пултаруллă, пĕр-пĕрне хисеплеме, пурнăçа хаклама пĕлекен тарават çынсем.

 Çамрăк çемье 1971 çулхи августăн 28-мĕшĕнче çуралнă.  Пулас çамрăк мăшăр педагогика институтĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Çав тапхăртан пуçланнă та  пĕр-пĕрне килĕштересси. Кил вучахне упракан Маргарита Николаевна çемье чăмăртаннă малтанхи тапхăра кăмăллăн аса илчĕ.

- ЗАГСра çырăннă тата хамăрăн пĕрлехи уява паллă тунă хыççăн Шупашкартан  Чăршă ялне 23 сехетре çаврăнса çитрĕмĕр. Вăл вăхăтра электричество çутине вăхăтăн-вăхăтăн кăна паратчĕç. Пире мăшăр енчи тăвансем краççын лампин тата çурта çутипе кĕтсе илчĕç. Алăкран çенĕк алăкĕ таран шурă ансăр кавир сарнăччĕ, икĕ енĕпе çынсем тăрса тухнă. Питех те илемлĕ самант. "Прошу любить и жаловать. Это моя Ритуля" тесе пĕлтерчĕ мăшăр, - иртнине аса илет Маргарита Николаевна.

Вăл вăхăтра туй таврашĕ чылайлăх пынă. Пушкаревсен те 4-5 куна тăсăлнă.  Петр Петрович мăшăрне çăмăл мар пуласса питех те лайăх ăнланнă, çамрăк арăмшăн ял пурнăçĕ йăлтах çĕнĕлĕх, апат-çимĕçе кăмакара хатĕрлемелле, канализаци таврашĕ çук, çитменнине тата уншăн чăваш чĕлхи те  ют.  Упăшка кирек епле ĕçре те Маргарита Николаевнăна пулăшса тăнă. Çĕнĕ çынна кил хуçисем Васса Андреевнăпа Петр Михайлович та хапăл туса йышăннă. Май уйăхĕнче çамрăк Петĕрĕн çар ретне тăма ят тухнă, мăшăртан вăхăтлăха уйрăлма тивнĕ. Çамрăк арăм çĕнĕ йышпа килĕштерсе пурăннă.

Ача-пăча пулсан пÿрт-çурт тулли. 1975 çулхине ывăл ача кун çути курнă, каярах хĕр пĕрчи  çут тĕнчене килнĕ. Асли Ĕпхÿри  МВД юридици институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Хĕрĕ ял хуçалăх академийĕнче экономиста вĕреннĕ.  Халĕ вĕсем хăйсем çирĕп те туслă çемье йĕркеленĕ.

Хисеплĕ мăшăр ĕç ĕмĕрне ачасене вĕрентес, воспитани парас ĕçе халалланă. Петр Петровичран Нискасси шкулне тунă пĕрремĕш утăмсемпе кăсăклантăм.

- Математика учителĕн тиевĕ ман çине кăна пулчĕ. Чăваш чĕлхине пĕлмен мăшăр вара продленка ушкăнĕпе ĕçлерĕ,  хĕр ачасене физкультурăна вĕрентрĕ. Çамрăк чухне вăл гимнастикăпа туслă пулнă, çакă ăна шкулта кирлĕ пулса тухрĕ, - калаçăва тăсрĕ Петр Петрович.

Калаçăва çăмăллăн сыпăнтарма пĕлекен хастар учительсемшĕн шкул тăван кил евĕр пулса тăнă. Коллектив та вĕсене килĕштернĕ, ачасем те вĕсен урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Ачасемпе çĕр каçмалăх походсене тухса çÿренĕ, тĕрлĕ кружок йĕркеленĕ, юрă-ташă вĕрентнĕ, чылай-чылай мероприятие хутшăннă.

 Çулсем иртеççĕ. Унтанпа кĕçех 46 çул çитет пулин те, çемьере туслăх хуçаланать. Мăшăр хуçалăхра пĕрле тăрăшать, ытларах ĕçе упăшка тума тăрăшать. Канăва та тĕрĕс йĕркелеме пĕлеççĕ, тĕрлĕ хулана экскурсие тухса çÿреççĕ. 

- Пăлхарта, Венгрире, Хорватинче, Кубăри ирĕклĕ утрав çинче тата ытти çĕре те кайма вăхăт тупатпăр. Яланах мăшăрпа пĕрле çÿретпĕр. Кирек епле çемьере те  юрату, килĕшÿпе ăнлану пулмалла. 70 çула çывхарса пынăран çÿç те шуралчĕ, туйăмсене вара шуралма-кăвакарма памастпăр. Мăшăр мана яланхиллех йывăр ĕçрен хÿтĕлет. Пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнланма вĕрентĕмĕр ĕнтĕ. Юрату пирки вара эпир сăмахпа каламах тăрăшмастпăр,  вăл шăплăхра пурăнать, - калаçăва кăмăллăн вĕçлерĕ кăмăллă Маргарита Николаевна.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости