ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Туслă мăшăр

Категория: Твои люди, район Просмотров: 612

SalnikovaРайон историйĕ унăн  ĕç çыннин  пурнăçĕпе тачă çыхăнура тăрать. Вăл вара - Муркаш енре пурăнакансен мухтавĕ. Хамăн черетлĕ аслă юлташăмсемпе тĕл пулсан, вĕсен ĕçне курсан, ăнăçăвĕсене сÿтсе явсан, сĕтел хушшинчи куккапа инкен çамрăклăхĕ пĕртте çăмăл пулманнине пĕр сăмахсăрах ăнлантăм. Вĕсем те, ман шухăша сиссех-тăр, хăйсен пурнăç çулне инçетрен пуçларĕç. Кун-çулĕнче хаяр вăрçă çулĕсем те, юхăннă çĕршыва ура çине тăратнă вăхăт та, халăх хуçалăхĕ çирĕпленнĕ тапхăр та, ача-пăча çуратса ÿстерни те пулнă. Кунпа пĕрлех туслă мăшăр ял халăх ĕçĕнчен юлмасăр пурăнмалли çурт лартнă, килти хуçалăха аталантарнă. Пурнăçăн экзаменне ĕç ветеранĕсем пурне те чăтăмлăн тÿссе ирттернĕ.

Шурча салинче пурăнакан Валентинăпа Василий Сальниковсем (сăн ÿкерчĕкре) - ĕç ветеранĕсем. Çак сумлă ята вĕсем ĕçе тиркеменнипе, йывăрлăх умĕнче алă усманнипе тивĕçнĕ.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче çуралнă Василий Павлович ачаран "Герой" колхоз ĕçĕпе туслашнă. Ÿсерехпе электрика вĕреннĕ, 4 çул Çурçĕрти пăрлă океан флотĕнче шыв айĕнче çÿрекен карап çинче службăра тăнă, чылай хушă тăван хуçалăхра инженер-электрикра вăй хунă.

- Таçта ĕçлесен те хуçалăх ĕçĕ тĕп вырăнта пулчĕ: яла, фермăсене электричество çитертĕмĕр, алă вăйне çăмăллатма электричествăпа ĕçлекен аппаратсене ĕçе кĕртрĕмĕр. Çав хушăрах килти хушма хуçалăха аталантарасси те иккĕмĕш вырăна юлман, - кăмăллăн калаçать выльăхсем патĕнчен кĕнĕ Ваçли кукка.

Унăн мăшăрĕн Валентина Константиновнăн та ĕмĕрĕнче ĕç тиркени пулман. Коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухнăскер, 30 çула яхăн «Росгосстрахра» вăй хунă. Анчах çак хушăра килти хушма хуçалăхри ĕçе ыттисем çине шанман. Килте тăтăшах ĕне, тына, вăкăр, 2-3          сысна, сурăхсем, хурсемпе чăх-чĕп, пыл хурчĕ тытнă. Вĕсенчен ытларахăшĕ паян та вĕсене куллен хăйсем патне чĕнеççĕ.

- Ытти ĕçпе пĕрлех улмуççисене сыпма та вĕрентĕм. Кăçал кăна груша сыпрăм - чĕрĕлчĕ. Пĕр улмуççи çинче 2-3 тĕрлĕ сорт пулни пахчана илем кÿрет, - каласа парать Валя инке пахчара виноград та, дыня та пуррине палăртса.

Хĕрпе ывăл ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă Сальниковсем патĕнчен туслă мăшăрăн ĕçченлĕхĕпе савăнса тухрăм. Паян Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ пулнăран, ĕç ветеранĕсем çемьери юратупа мал туртăм шанăçне кулленхи ĕçре туптани вăрттăнлăхра юлмарĕ.

А. БЕЛОВ

сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости