ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Илларионовсем ордена тивĕçрĕç

Категория: Твои люди, район Просмотров: 539

Illarionov"Пĕрре курсах юратса пăрахрăм. Качча тухма ыйтсан, хирĕç пулмарĕ", - хăйĕн мăшăрĕ çинчен куç илмесĕр каласа парать Кĕртекасси ялĕнче пурăнакан Меркурий Илларионов.

"Паллашнă хыççăн эпир пĕрлешесси пирки нумаях тытăнса тăман. Мĕн унта вăхăт сутса пурăнмалли; Тен тепĕр майлă та шухăшласа пăрахĕ тата; Ман вара вăл питĕ лайăхскер", - кулса калаçать Юлия Герасимовна.

Вăт çавăн пек пĕр-пĕрне юратса та килĕштерсе 52 çул ĕнтĕ пурнăç çулĕпе утаççĕ Илларионовсем. Ĕçчен çемье виçĕ ачана кун çути парнелесе пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Июлĕн 6-мĕшĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ умĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Юлия Герасимовнăпа Меркурий Илларионович Илларионовсене "Юратупа шанчăклăхшăн" орден парса чысланă. Уява халалланă савăнăçлă мероприяти Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртнĕ.

Хăйсем пĕрремĕш хут паллашнине Илларионовсем паянхи пекех лайăх астăваççĕ. Ку вăхăта ĕнерхи салтак Албанире службăра пулнă хыççăн Советскинчи профессипе техника училищинче механизатора вĕренсе тухнă ĕнтĕ, кайран Çĕрпÿри совхоз-техникумра пĕлÿ илнĕ хыççăн Советски училищине маçтăра та ĕçе вырнаçма ĕлкĕрнĕ.

"Кану кунĕсенче тăван яла килеттĕм. Çавăн чухне хамăн пулас мăшăрăма куртăм, çавăн чухне юратса пăрахрăм та ĕнтĕ", - каласа парать Меркурий Илларионович.

Çак вăхăта шăпи хăех хĕре кÿршĕ хуçалăха илсе çитернĕ. Вăрçă хыççăн çуралнăскер, çак тапхăрти мĕнпур йывăрлăха тÿссе ирттерме тивнĕ. Укçи-тенки çитсе пыман. Хĕрĕн вара хитре тумланас та килет. Шкул пĕтернĕ хыççăн Юлия фермăна ĕçе вырнаçнă. 3 çул хушши вăй хунă. Çăмăл пулман. Пĕрре çапла Патăрьелĕнчи 7-мĕш номерлĕ профессипе техника училищинче вĕренме ушкăн пухасси пирки пĕлтерÿ куç умне пулнă. Хыççăн училищĕрен вĕренсе тухсан çамрăк ветеринари фельдшерне ĕçлеме шăпах ĕнтĕ Ильич ячĕпе хисепленекен колхоза янă.

Çапла вара çамрăксем тĕл пулнă, пĕр-пĕрне юратса пăрахнă, пĕрлешсе çемье çавăрнă.1966 çулхи январь уйăхĕн вĕçĕнче ялĕпех туйра савăннă. "Пирĕн çемьере хирĕçесси нихăçан та йăлара пулман. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнатпăр", - тет Юлия Герасимовна. Мăшăрĕн шанчăклăхĕпе тÿрĕ чунĕ пирки самантлăха та иккĕленмест.

Кÿренмелли таврашĕ тупăнсан та (пурăнан пурнăçра кун пекки камăн пулмасть-ха;) çемье пуçĕ джентльмен пек пулса пĕрремĕш утăма хăй тума тăрăшнă. "Эпĕ маларах пырса каçару ыйтаттăм", - тет вăл. Мăшăрĕ каланă тăрăх вара çавна валли тивĕçлĕ сăлтав пулман та темелле.

52 çул пĕрле пурăнаççĕ пулин те, халĕ те шÿтлесси-тăвасси вĕсемшĕн ют мар. Çакă та вĕсен чун çамрăклăхĕн тата вĕçсĕр-хĕрсĕр юратăвăн вăрттăнлăхĕн тупсăмĕ пулса тăрать пулĕ.

Илларионовсем иккĕшĕ те ĕçлеме юратаççĕ. Туй хыççăн хăйсем валли хăйсемех çурт-йĕр çавăрнă. Халĕ вĕсен хуçалăхĕ çирĕп. Çавăнпа та Илларионовсем ĕç те телейлĕ çемье пурнăçĕпе, çамрăклăхпа çыхăннах тесе шухăшлаççĕ.

"Ĕç çынна çын тăвать", - каласа парать Меркурий Илларионович. Хăй вăл мăшăрланнă хыççăн 26 çул хушши хуçалăхра вăй хунă: трактор бригадин бригадирĕнче, мастерской заведующийĕнче. Юлия Герасимовна ветеринари фельдшерĕнче тăрăшнă.

Телейлĕ мăшăр паян та килте ĕçсĕр лармасть. Килти хуçалăхра ĕне, вăкăр усраççĕ, чăх-чĕп тытаççĕ, вĕлле хурчĕсем те пур. Пахчара та ĕç çителĕклĕ. Маларахри çулсенче вара 2 ĕнепе 4 сысна та тытса усранă.

Виçĕ ачана ĕçре пиçĕхтерсе ÿстернĕ. Икĕ ывăлĕ те хăйсен пурнăç çулне шалти ĕçсен службин системипе çыхăнтарма кăмăл тунă. Хĕрĕ район администрацийĕн финанс пайĕнче вăй хурать.

"Чи кирли вăл - пĕр-пĕрне юратни, ăнланни, пĕр-пĕрне итлеме тата илтме пĕлни, ача-пăчана тивĕçлĕ пăхса ÿстересси. Сывă пурнăç йĕркипе пурăнас пулать", - Юлия Герасимовнăн çак сăмахĕсем çамрăк çемьесем валли наказ вырăннех пулĕ.

Ĕçрен пушă вăхăта Илларионовсем чуна килĕшнĕ пек ирттерме тăрăшаççĕ. Хĕл кунĕсенче Меркурий Илларионович куллен йĕлтĕрпе ярăнать. Кулленхи дистанци - 4 километртан кая мар. Мăшăрĕ вара вулама кăмăллать. Вăл районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçата, республика изданийĕсене, "И жизнь, и слезы, и любовь" журнала çырăнса илет. Телейлĕ мăшăрăн паян 5 мăнукпа 2 кĕçĕн мăнук.

"Ачасем, мăнуксем тата кĕçĕн мăнуксем, вĕсен ачисем сывă та телейлĕ пулччăр. Вăрçă кăна курмалла ан пултăр. Ытти хамăр тăрăшсан пĕтĕмпех пулать", - шухăшне палăртать Юлия Герасимовна.

Çемьере мĕнле "çанталăк" пуласси вара, Илларионовсен шухăшĕпе, мăшăртан кăна килет. Çемьере юратупа шанчăклăх пур чухне вăл нихăçан та япăх пулмĕ.

Л. ПАВЛОВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости