ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Маттур çемье

Категория: Твои люди, район Просмотров: 596

Blinov 1Июлĕн 8-мĕшĕ - Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ. Çемьене патшалăх тĕрекĕпе танлаштараççĕ. Çамрăксем тăрăшнипе, ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс ăс-канаш панипе, пулăшнипе çемье çавăраççĕ, ачасене çутă кун парнелесе ура çине тăратаççĕ, ырă малашлăх сунаççĕ.

 Оринин ялĕнче пурăнакан Блиновсен çамрăк çемйи - ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Маргарита Владимировнăпа Сергей Венегдитович  Блиновсем икĕ чипер каччăна - Максимпа Семена -  ура çине тăратаççĕ, куллен ĕçе çÿреççĕ, хăйсен хуçалăхне тытаççĕ.

 Чамăш ял каччи Сергей салтак аттине тăхăнсан Инçет Хĕвел тухăçне çитнĕ. Унта чипер хĕрпе Маргаритăпа паллашнă. Маргарита Саливон Амур тăрăхĕнчи Семиозерка салинче çуралса ÿснĕ.

 Семиозерка сали тавра 7 кÿлĕ юхса выртать. Ялсем пĕр-пĕринчен инçе вырнаçнă. Пĕр ялпа теприн хушшинче сахалтан та 15-20 çухрăм.  Йĕри-тавра - заповедниксем. Заповедник вăрманĕсенче тигрсем пурăнаççĕ. Амур юхан шывĕ икĕ патшалăха уйăрса тăрать. Пĕр енче - Раççей çĕрĕ - Благовещенск хули, тепĕр енче - Китай çĕрĕ - Хэйхэ хули. Çамрăк Маргарита  Китай çĕрĕнче сахал мар пулса курнă.

  Чипер хĕр Маргарита Саливон Амур патшалăх университетне вĕренсе пĕтернĕ, социолог профессине алла илнĕ. Темиçе çултан Сергей Блинов Маргаритăна мăшăрĕ пулма ыйтнă. Çамрăксем 2011 çулта çемье çавăрнă. Çемье пуçĕн тăван тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Оринин ялĕнче Сергейăн кукамăшĕн пÿртне çĕнетсе пурăнма куçнă.

 Çемье пуçĕ Сергей Венегдитович  - полици ĕçченĕ, Муркаш салипе участковăй пулса ĕçлет. Вăл Оринин шкулĕн саккинченех спортпа питĕ туслă. Сивĕ шывпа сапăнса хул-çурăма тĕреклентерет. Ĕçĕнче иртекен тĕрлĕ спорт ăмăртăвне хутшăнать, волейболла вылять, çăмăл атлетикăна кăмăллать. Кил-хуçалăх ĕçĕсене пурнăçлать.

  Кил вучахĕн управçи Маргарита Владимировна мăшăрне икĕ ылтăн "кайăкпа" савăнтарнă. Халĕ Максимпа Семен ача садне çул такăрлатаççĕ. Маргарита Владимировна 2016 çултанпа "Золушка" ача садĕнче воспитательте тăрăшса ĕçлет. Пултаруллă çамрăк специалиста ĕçтешĕсем хисеплеççĕ, ачасем юратаççĕ. Вашават Маргарита Владимировна пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Ача сачĕн программипе килĕшÿллĕн, педагог ачасене саспаллисемпе паллаштарать, шутлама, вулама,  ал ĕçĕсем тума хăнăхтарать, ташлама, юрлама, сăвă калама вĕрентет, библиотекăна илсе çÿрет. Шăпăрлансен пултарулăхне аталантарма тĕрлĕ конкурса хутшăнтарать.

   Вăхăт тупăнсан  Блиновсем Чамăша амăшĕ тата тăванĕсем патне васкаççĕ. Çамрăксем Амур тăрăхне те ашшĕ-амăшĕ патне çулталăкне е икĕ çулта пĕрре хăнана çитсе килме май тупаççĕ. Блиновсен маттур çемйине иксĕлми телей, юрату, ăнăçу сунас килет. Ачисем патвар çитĕнччĕр, ашшĕ-амăшне, тăванĕсене çитĕнĕвĕсемпе савăнтарса тăччăр.

Е. Захарова

Оринин ял библиотекин

заведущийĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости