ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çут çанталăк тусĕ

Категория: Твои люди, район Просмотров: 331

ЖагеровЭтемлĕх пурнăçĕ çут çанталăкпа тачă çыхăнура тăнăранах пулĕ пирĕн хушăмăрта хăйсен ĕç ĕмĕрне вăрманпа çыхăнтарнисем, ачаранпах çут çанталăкпа туслисем пур. Вĕсенчен пĕри - манăн ентеш, Нискасси ялĕнче пурăнакан Анатолий Жагеров (сăн ÿкерчĕкре). Эпĕ ун патне çитнĕ чух ĕçрен ÿркенмен  вăрманçă Анатолий Гурьевич вĕлле хурчĕсем патĕнчеччĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та вăл алă усса лармасть: пыл хурчĕсемпе ĕçленисĕр пуçне çуркунне-кĕркунне тăван тăрăхра йывăçсем нумай лартать. Хăй ĕçне яваплăха туйса пурнăçланипе эрозие хирĕç кĕрешет, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăрать.

Манăн тусăм - вăрманçăсен династийĕнчен. Анатолий Гурьевичăн аслашшĕпе ашшĕ те нумай çул вăрманçăсем пулса вăй хунă, тăван енри çут çанталăк  илемне ÿстерме пысăк тÿпе хывнă. Вăхăт çитсен Анатолий вĕсен ĕçне малалла тăсрĕ.

Ĕçĕн ытларах пайне вăрман хуçалăхĕнче ирттерчĕ пулин те, Нискасси тăрăхĕнче те вăл лартнă йывăçсем йышлă. Вĕсем паян тăван ене илем кÿрсе лараççĕ, çулла сулхăна йыхравлаççĕ.

Вăтам шкул хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче вăрман мастерĕн специальноçне алла илет. Унтанпа 47 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Çак тапхăрта вăл тăван ен илемĕшĕн пурнăçланă ĕçне ырăпа кăна хаклама пулать: миçе çынна пулăшман-ши вăл, миçе яша вăрман хуçалăхĕпе туслаштарман-ши;

- Вăрман лартса чĕртесси вăл - пысăк наука. Ăна йĕркеллĕ пурнăçласа пырас тĕллевпе Москакасси ял тăрăхĕнчи Ивановкăра ятарлă питомник та пур. Унта вăрманçăсем тĕрлĕ йывăç хунавне ÿстереççĕ: юман, хыр, чăрăш, хурăн, çăка т. ыт. те. Вĕсемпе ял çыннисем вăхăтра усă курма пултараççĕ, - каласа парать ветеран.

Вăхăт уттипе тан пынă А. Жагеров çул çитсен пирĕн районти 1-мĕш Май выççăлккин хĕрĕпе Роза Сорокинăпа çемье çавăрчĕ. Пурнăçа юратакан туслă мăшăр икĕ хĕр çуратса ÿстерсе, ĕçе юратма вĕрентсе, пурнăç çулĕ çине кăларчĕ.

Тивĕçлĕ канури кукаçипе кукамай паян килти хушма хуçалăхра вĕлле хурчĕсем аталантарассипе нумай ĕçлеççĕ. Турă кайăкĕсем валли çывăхрах вăрман пулни вĕсемшĕн пысăк тĕкĕ пулса тăрать. "Пахчана е урама тухсан хам ума аслă вăрман куç тулли тухса тăни ĕç ĕмĕрне пушшăн ирттерменни пирки калать", - терĕ питне ăшă кулă кăларса ĕç ветеранĕ. Эпĕ унпа килĕшетĕп. Урăхла майĕ те çук.

 

Н. ПЕТРОВ.

Нискасси ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости