ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Пурнăç çулĕпе -100 çул

Категория: Твои люди, район Просмотров: 285

dscn3786Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансен кун-çулĕ çулсеренех вăрăмлансах пырать. Ак çак кунсенче Москакасси ялĕнче пурăнакан Аслă вăрçă ветеранĕн  Петр Иванович Живойкинăн 100 çулхи юбилейне паллă туса ирттертĕмĕр. Кун пек юбилея Москакасси ял тăрăхĕнче иккĕмĕш çыннăнне паллă турăмăр.

Хăйĕн ырă кăмăлне кура çанталăкĕ те ăшă та хĕвеллĕ пулчĕ. Хăнасене кĕтсе тулли кĕрекене пахчара хатĕрленĕ. Асăннă вăхăта сумлă юбилейпа саламлама тăванĕсем, ял-йыш пуçтарăнчĕ. Чи  хаклă хăнасем вара районтан та  килсе çитрĕç.

Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕ         Р. Тимофеев П. Живойкина чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕ каласа Раççей Президенчĕн В. Путинăн,  район администрацийĕн Тав çырăвĕсене тата  асăнмалăх парне алла тыттарчĕ. Юратнă мăшăрне П. Анатольевăна илемлĕ чечек çыххи парса саламларĕ.

Çавăн пекех Муркаш районĕнчи социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи В. Аникина, ЗАГС пайĕн ертÿçи  Е. Иванова тата вĕренÿ пайĕн ертÿçи З. Дипломатова та сăмах илсе  çĕр çинче пĕр ĕмĕр хушши тĕрĕс-тĕкел пурăннă ветерана саламласа чечек çыххисемпе парнесем парса чыс турĕç.

Москакасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Д. Кириллов, ветерансен канашĕн ертÿçи В. Беспалова,  килнĕ хăнасем те сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, чечек çыххисем тата парнесем парса чысларĕç.

А. Макаровпа унăн мăшăрĕ В. Макарова вара çак уява кĕтмен парне илсе килчĕç: вĕсем 100 çулхи юбилея халалласа Петр Живойкинпа унăн мăшăрĕ П. Анатольева пирки ятарласа хатĕрленĕ видеоролика парнелерĕç. Ку вара Живойкинсемшĕн чи пысăк парнех пулчĕ.

Мĕнле-ха вăл уяв юрă-кĕвĕсĕр.  Паллах, çак уява илемлетекенĕсем Москакасси Культура çурчĕ çумĕнчи артистсем пулчĕç. Мĕнле кăна юрă шăрантармарĕç пулĕ артистсем.  Петр Иванович хăй те юрра-кĕвве çав тери кăмăллаканскер, артистсемпе вăрçă юррисене пĕрин хыççăн-теприне шăрантарчĕ. Унăн пичĕ çинче савăнăç куççулĕ юхрĕ. Хăнана килнисем те артистсемпе пĕрле юрăсем шăрантарчĕç, ташшине те ташларĕç. Çакăншăн юбилярпа çывăх çыннисем пурне те тав сăмахĕ каларĕç. Юбиляр кăмăлне çĕклеме пултарнишĕн артистсем те, хăнасем те чунтанах савăнчĕç.

Тепĕр çул та çакăн пек савăнăçпа тĕл пуласса шанчĕç хăнасем. Киле каяс умĕн юбиляра тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунса хăварчĕç. "Çакăн пек тĕл пулу татах пултăрччĕ", -  терĕç хăнасем.

Г. ГОЛУБЕВА,

Москакасси Культура çурчĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июнь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 31 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 1 2

Яндекс. Новости