ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Кăвакалпа ачаранах туслă

Категория: Твои люди, район Просмотров: 339

utki0Муркаш салинчи Катники ятлă вырăнта пурăнакан Лазарь Когуркин ял çыннисем, тантăшĕсемпе ĕçтешĕсем хушшинче кăвакал усрассипе палăрса тăрать. Унăн килти хушма хуçалăхĕнче паян çунаттисене каснă кайăк кăвакалсем виçĕ ушкăн çÿреççĕ, аслăраххисем урамри пĕвере шăмпăлтатаççĕ ĕнтĕ, 4-мĕш ами çăмартасем çинче ларать. Кил хуçи калашле, çĕртме уйăхĕ вĕçлениччен вĕсен те тухма вăхăт. Икĕ индоутка ами вара  иртнĕ кунсенче 29 чĕпĕ пусса кăларнă.

- Мĕнле пăхатăн, мĕнпе тăрантаратăн; - ыйтатăп кăвакал тусĕнчен.

- Пур кăвакала та чĕпĕ чух малтанах 2 эрне предстартовый комбикорм паратăп. Çак вăхăт иртсен тепĕр хушă старт ятлă комбикормпа пăхатăп та ÿсерех кайнисене рост тата ытти комбикормпа. Çавăнпа пĕрлех вĕсем симĕс курăкран тата шывран катăк пурăнмаççĕ, - терĕ умри кăвакал чĕпписемпе ăшă кăмăллă Лазарь Лукиянович (сăн ÿкерчĕкре).

- Кăвакалсемпе туслашни сирĕн миçе çул; - кăсăкланатăп малалла.

- Ялта çуралса ÿснĕскерĕн шкула кайичченех кăвакал чĕпписем пăхма тивнĕччĕ. Çавă ĕç юратăвне куçрĕ пулас. 71 çул пурăнатăп пулсан, çак вăхăтра пĕр çу кунне те кăвакал пăхмасăр ирттермен. Вĕсене пăхас йĕркене алла илнĕренех-тĕр, манăн практикăра кăвакал вилни пулман. Паллах, вĕсене кушаксем тытса пĕтернине шутламасан. Кунашкал инкексем пĕрре мар пулнă. Çавăнпа çура чĕпĕсене тÿрех кил картишĕнчен кăларма васкамастăп. Кăларсан та - эпĕ яланах вĕсем çывăхĕнче, - пулчĕ хурав. 

Çак тĕлте пирĕн сăмах юратса пăхсан кăвакалсем хăйсем те кун йĕркине хăнăхни çине куçса кайрĕ. Çăмартасем çинче ларакан кайăк кăвакал, тĕслĕхрен, хăйĕн çăвăнма çырмана кайма вăхăт çитсен, нартлатса алăк уçма ыйтать. Çырмана кайсан та вăхăта 45 минутран ытла ирттермест - хăех киле таврăнса çăмартасем çине вырнаçса ларать.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости