ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

"Эпир вăрçă мĕнне пĕлмен"

Категория: Твои люди, район Просмотров: 333

savАн пултăрччĕ вăрçă... Анчах... Çĕр çинче ырăпа усал кĕрешнĕ чух вăрçă вут-çулăмĕ час-часах пирĕн тавра явăнать, ашшĕ-амăшĕсемпе çывăх тăванĕсен куççульне юхтарать, çамрăксен малашлăх ĕмĕчĕсене татать, ватать, çĕмĕрет. 

1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ фашистла Германин хăватлă çарĕсем сехетпе мар, минутпа Мускав еннелле талпăнса пынă чух тепĕр тăватă çултан хĕн-хур урапи айĕнчен тухса уçă сывлăш çавăрса илнĕ пирĕн салтаксем фашизм йăвине çитсе рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавне çакасси пирки кам шутланă-ши; Никам та. Тыл ĕçченĕсен, фронтри çухатусемпе паллашнă май, ĕç вăхăтĕнчех куçĕсем куççульпе тулнă. Тăхлан çумăртан хăрамасăр "Çĕнтерÿшĕн!" тесе атакăна çĕкленсе пуç хунă салтаксен тĕлĕнмелле  паттăрлăхĕ харама кайман: Мускав патне çитнĕ фашизм машинине çапса аркатса пирĕн çарсем ăна каялла çавăрнă, хăйĕн йăвине хăваласа çитсе юлашки сывлăшне кăларнă.

Пĕтĕм халăх иртен пуçласа каçчен пурнăçшăн, Аслă Çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ: пĕрисем тылра ыйхă вĕçтерсе çĕр çывăрмасăр фронт валли хĕç-пăшал, кĕпе-тумтир, çăкăр хатĕрлесе ăсатнă пулсан, фронтрисем пурнăçа шеллемесĕр фашизмпа çапăçнă, юлташĕсене çухата-çухата пулас ăрусем валли мирлĕ пурнăç тума атака хыççăн атакăна çĕкленнĕ, çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçу хирĕсенче пуç хунă. 1418 кун валакпа шыв юхнă пек çын куççулĕ юхнă... Ку вăл иртнине паянхи кунран пăхсан. Çав кунсене чăтса-тÿссе ирттерме тивнисем вара мĕн шутланă-ши, мĕн курнă-ши, мĕн тÿснĕ-ши вăл кунсенче; Çак ыйтусем çине хурав шыраса Шурчара пурăнакан Юлия Ивановнăпа Геннадий Васильевич Савельевсем  (сăн ÿкерчĕкре) патне çитрĕм. Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче 93 çул тултарнă кил хуçипе 88 çула çитсе пыракан унăн мăшăрĕ мана кăмăллăн кĕтсе илчĕç. Эпĕ пуçарнă ыйту вĕсемшĕн çеç мар, пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн пĕлтерĕшлине ветерансем калаçу пуçламăшĕнчех палăртса мана хапăл пулчĕç.

- Вăрçă вăл пуриншĕн те кĕтмен-туман инкек, пысăк хăрушлăх, вĕçсĕр-хĕрсĕр ишĕлчĕкпе юн юхни, çынсене çухатни. Никам та кĕтмест ăна, анчах алăкран шаккасан никама та шеллемест вăл. Çавăнпа та вăрçăран асăрханасси, мирлĕ пурнăçа сыхласси фашизма çапса аркатнăранпа 72 çул иртсен те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть. Пирĕн салтаксем çапăçу хирĕнче пиншерĕн те миллионшарăн пуç хурса, юн тăкса фашизма çăварлăхланă йывăр, тискер вăрçă çулĕсем манăçман-ха. Çулсем иртсен те астăвăм ватăлмасть. Çапла вара фронтра ирттернĕ кашни кунĕ асра, кашни çапăçăвĕ куç умĕнче, юлташсене çухатни те ĕнерхи пек кăна. Вĕсене аса илсен ялан куççуль тухать, - вырăн çинчен тăрса кăштăртатнă май пуплерĕ фронтовик.

Гена мучи мирлĕ вăхăтра 6 ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Ĕçлес туйăма çухатмасăр шкулта вĕреннĕ мал ĕмĕтлĕ каччă 7 класс хыççăн 1940 çулта Шупашкарти учительсем хатĕрлекен училищĕне çул тытать. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланни яша яла тавăрать. Муркаш шкулĕнче 9 класс пĕтерсен, çул çитнĕ каччăна 1942 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче салтака илеççĕ: çутă малашлăх самантрах вăрçă тĕтĕмĕпе хупланать.

Смоленск патĕнчи çапăçусенче Шурча каччи госпитале те лекет. Унтан сывалса тухсан - каллех фронта. Курск пĕккинче пулнă салтак Карели фронтĕнче те хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Петрозаводск, Мурманск хулисемпе вуншар яла, Белоруссие ирĕке кăларса вăл службăра тăракан çар чаçĕ Хĕвел анăçĕнчи çĕршывсене те фашизмран тасатас ĕçе хутшăнать. Берлиншăн пынă çапăçусене те хутшăнма тивет унăн. Çĕнтерÿ кунне те кунтах кĕтсе илет вăл.

Аслă Çĕнтерÿ хыççăн Г. Савельева  отпуск параççĕ. Çул çинче чух ăна вĕсен çулхисене демобилизаци йĕркипе киле яма приказ пулни çинчен пĕлтереççĕ. Муркаш районĕн çар комиссариатĕнче çак йĕркене пурнăçа кĕртсен, Геннадий Васильевич мирлĕ ĕçе кÿлĕнет, килте пыл хурчĕсем ĕрчетет. Вăрçă хирĕнче орденпа нумай медале тивĕçнĕ фронтовик таса кăмăлпа колхозра, лаша витинче, ял Совет секретарĕнче тата председателĕнче ĕçлет. Тăрăшуллă ĕçĕпе ял çыннисенчен нумай ырă сăмаха тивĕçет.

Çарта хăй ятне яман, мирлĕ ĕçре те хастар пулнă фронтовик 1951 çулхи утă уйăхĕнче Шурчара пурăнакан Юлия Грачевăпа çемье çавăрать. Çамрăк мăшăр Гальăпа Юрăна çуратса ура çине тăратаççĕ. Паян вĕсен ачисем - вăрçă участникĕпе тыл ĕçченĕн юратнă мăнукĕсем.

Пирĕн калаçăва хутшăнса Юлия Ивановна хăйĕн сăмахĕнче вăрçă пуçланни çинче чарăнса тăчĕ:

- Манăн атте сутуçă пулса. 1941 çулта мана Хыркассинчи пионер лагерьне канма ячĕç. Июнĕн 22-мĕшĕнче вăрçă тухнă  текен хыпар çитрĕ. Вăрçă мĕнне пĕлменскерсем эпир малтанах унăн хăрушлăхне ăнланман та. Маларах кунсенче лагерьте пире лайăх тăрантарнă пулсан, çав усал хыпар хыççăн апат улшăнчĕ. Кĕçех аттене те вăрçа илсе кайрĕç. Çапăçу хирĕсенче çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн, пирĕн малашлăхшăн юн юхтарчĕ вăл. Киле йывăр сурансемпе таврăнчĕ.

12 çулхи хĕр ачан амăшĕпе тан  колхоз ĕçĕнче вăй хума тивнĕ. Сиввине те, ăшшине те пĕрле тÿснĕ. Паян вара, вăхăт чылай иртнине пăхмасăрах, çывăрма выртсан çав çулсем, тÿссе ирттернисем куç умне тухаççĕ тенине ĕненмесĕр майĕ те çук.

- Эпир ачалăхра вăрçă мĕнне пĕлмен. Пирĕн ачасем те ăна курман, мăнуксен те унран пăрăнса иртмелле пултăр, - мана ăсатнă май ырă çул сунса калаçрĕ туслă мăшăр. Çамрăклах вăрçă йывăрлăхĕсене чăтса ирттерме тивнĕскерсен -  паян кашни сăмахĕ ылтăн вырăнне. Вĕсем тÿссе ирттернине çамрăк ăрăвăн курмалла ан пултăрччĕ.

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости