Сăн ÿкерчĕкре тăрăшуллă ĕçченсене куратăр. Ольга Айплатова Юнкă ял тăрăхĕн администрацийĕнче ертсе пыракан эксперт специалистра тăрăшать. Лариса Храмова вара çак должноçра Ярославка ял тăрăхĕнче тимлет. Вĕсем Чăваш Республикин Муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Ку чыслав вĕсене малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхалантарĕ.
Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.
Сентябрь 2026 |
