Евлалия Кирилловна 1926 çулхи авăн уйăхĕн 21-мĕшĕнче Москакасси ялĕнчи йышлă çемьере кун çути курнă. Тăхăр пĕр тăван пулнă вĕсем, анчах та пиллĕкĕшĕ ача чухнех чирлесе вилнĕ. 1934-1940 çулсенче Евлалия Москакасси шкулĕнче вĕреннĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă. Выçăллă-тутăллă ачалăх пулнă-çке. Малалла вĕренме каяс ĕмĕтне пурнăçлайман Евлалия, ĕçе кÿлĕнме тивнĕ.
- Вăрçă пуçланнă куна паянхи пекех астăватăп. Ун чухне ялта килĕренех тислĕк турттараттăмăр. Бригадир вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Хĕрарăмсем макăрма пуçларĕç. Вăрçăра темĕн те пулма пултарать: нумайлăха, тен ĕмĕрлĕхех уйрăлма тивет вĕсен мăшăрĕсенчен, ывăлĕ-хĕрĕнчен. Çавăнпа хурланать хĕрарăм чĕри.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан колхозра тракторпа ĕçлекен арçынсем те çукпа пĕрехчĕ. Çавăнпа та колхоз Сĕнтĕрти кĕске вăхăтлă курсран вĕрентсе кăларса çамрăк та пултаруллă хĕрсене мăн Сĕнтĕрти машинăпа трактор станцине ĕçлеме ячĕ. Эпĕ те вĕсен йышĕнче пултăм. ХТЗ трактор шанса пачĕç пире. Ун чухне станцие Архип Ефимович Чуфраков ăнăçлă та пултаруллă ертсе пыратчĕ. Станци ертÿçи тесе калама кăна çăмăл. Ертÿçĕ пулма, ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма кашниех пултараймасть. Çынсемпе ĕçлесси вара çăмăл мар. Тата мĕнле вăхăтра. Вăл вара пултаратчĕ, - аса илчĕ кинемей.
Вăрçă вăхăтĕнче вăл тус-тантăшĕсемпе Москакассинчи "Красный богатырь" хуçалăхри пиллĕкĕмĕш трактор бригадинче тракторпа икĕ çул ĕçленĕ. Тракторпа суха тунă, комбайнпа тырă вырнă, пуçтарнă, йĕтем çинче авăн çапнă, хĕлле вара трактор-комбайн юсанă. Етĕрнесене те пулăшма ĕлкĕрнĕ, вăй-хăват çитернĕ. Маттур та ĕçчен хĕрарăмсем яланах малта пынă. Ăмăрту хĕлхемĕ тата çĕнтерÿ кунне часрах çывхартас шухăш-туйăм пурне те хавхалантарнă, çунат хушнă.
- Шаллăм чирлесе ÿкнĕччĕ. Ахмане ялне фельдшерица патне ячĕ атте. Çул çинче вăрçă чарăннине пĕлтĕм. Шăллăмăра вара çав-çавах çăлса хăвараймарăмăр, - калаçăвне тăсрĕ кинемей. Вăрçă пĕтсен вара, арçынсем вăрçăран таврăнма пуçласан, Евлали тус-тантăшĕсемпе пĕрле "тимĕр ут" çинчен анса ялти фермăна çул тытнă. Унта та ытти дояркăпа пĕрле çамрăк хĕр тăрăшсах ĕçленĕ. Çăмăл пулман - ĕнесене алăпа сунă. Резина атă пулманран ури йĕпеннĕ те, шăннă та... Темĕнле йывăр пулсан та нихăçан та нăйкăшман.
1951 çулта вăл Пиккикасси каччипе Николай Андреевпа çемье çавăрнă. Çамрăк мăшăр тĕп килте хунямăшĕпе, упăшкин йăмăкĕпе, шăллĕпе пĕрле пурăнма тытăннă. Хунямăшĕпе килĕштернĕ, пĕр-пĕрне ăнланманни, кÿрентерни, сивĕ сăмах калани пулман. Паллах, ку Евлалирен те нумай килнĕ. Качча килсен хунямăшĕнчен ыррине те нумай вĕреннине пытармасть кинемей. Сакăр ачана кун çути парса пăхса ÿстернĕ Евлалия Кирилловнăпа Николай Андреевич.
Мăшăрĕ Николай Андреевич ĕмĕр тăршшĕпех колхозра тимĕрçĕре тăрăшнă. Евлали качча тухсанах ялта пекарньăра вăй хунă, каярах колхозра уй-хир бригадинче тимленĕ. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман.
- Укçа-тенкĕ çитменрен ачасене хамах çĕлесе тăхăнтартма тăрăшнă. Почта урлă çĕвĕ машини çырăнса илтĕм. Хам тата çĕлеме те питĕ юрататтăм. Алсиш-чăлха сахал çыхнă-им тата. Ачасене ура çине тăратма хуняма та нумай пулăшнă, - тет кинемей.
Хальхи вăхăтра кинемейĕн мăшăрĕ те, тăватă ачи те юнашар çук ĕнтĕ. Паянхи кун Евлалия Римма хĕрĕпе тата кĕрÿшĕпе Мăн Токшикра пурăнать. Пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ вĕсем. Мăнукĕсем те яланах савăк кăмăллă. Вĕсем пурĕ саккăрăн, кĕçĕн мăнукĕсем тата вунпиллĕкĕн. Евлалия Кирилловна пуртан пурте телейлĕ. Сăмахпа та, ĕçпе те пулăшать вĕсене кинемей. Лара-тăра пĕлменскер çу кунĕсенче пахчара тăрмашать. Куçлăхсăрах хаçат вулать. Çăм арлать, алсиш-чăлха çыхать.
Тĕлĕнмелле ырă чунлă вăл - Евлали кинемей: ăсĕ-тăнĕпе те, чăтăмлăхĕпе те, кăмăлĕпе те, тавçăрулăхĕпе те, ĕçченлĕхĕпе те, çынлăхĕпе те, чунлăхĕпе те. Ăна пурте хисеплеççĕ. Вăл питĕ сăпайлă, çавăнпа унра хăйне май ачашлăх тапса тăрать пулĕ.
Унăн вăрăм ĕмĕр вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши;
- Яланах ĕçпе пурăннă, эрех-сăрапа туслă пулман, çынна усал сунман, ырă тума тăрăшнă. Пĕррехинче ялта чикансем çипуç сутса çÿретчĕç. Ватăраххи ман пата утса пычĕ те алăран тытрĕ. "Вăрăм ĕмĕрлĕ эсĕ, нумай пурăнатăн", - терĕ. Тăхăр теçетке урлă каçрăм ав. Çак çула çитессе нихăçан та шутламан, - терĕ кинемей.
Çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Евлали кинемей чылай Тав хутне, Хисеп хутне тивĕçнĕ, медальсем илме тивĕç пулнă. Ăна Амăшĕн орденĕпе те чысланă.
Ю. Евстафьева,
Тойкилтĕ шкулĕн вĕрентекенĕ.
Март 2023 |