ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Йывăрлăхран хăраман

Категория: Твои люди, район Просмотров: 248

Гордеева Лидия Михайловна 12.05.1936Кулленхи пурнăçра халăхăмăр ăслăлăхĕ те аталанса пырать, вăл çĕнĕ ÿсĕме тухать, пурнăç çине çĕнĕлле пăхма вĕрентет. Кунта манăн хамăн тĕп сăмаха пуçличчен пĕр чăнлăх çинче чарăнса тăрас килет. Умри ĕçе айккалла сирсе хăвармасăр, йывăрлăхсене куçран пăхса пурнăç утăмĕпе тан пынă асанне куççуль витĕр вĕрентсе каланинчен вăл: "Паян сана питех те лайăх пулĕ, анчах хăвăнпа юнашар тулли куççульлĕ çынсем тăма пултарни пирки самантлăха та ан ман, кÿршĕне, юлташа, тăвана пулăш, вăхăтри пулăшу каялла та çăмăллăхпа таврăнать".

Виçĕ ачаллă хресчен çемйинче Шурчара çуралса ÿснĕ 81 çулхи Лидия Гордеева паян хăй  5 ача амăшĕ, йышлă мăнуклă асламăшĕ-кукамăшĕ. Ĕçрен пăрăнмасăр хура-шурне самай тÿссе ирттернĕскер, пурнăç илемне тата шÿт-кулăна ăнланакан ăста халĕ Çĕньял Шурчара ывăлĕн çемйипе хушма хуçалăх тытса пурăнать.

- Ялсенче пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленнĕ вăхăтра çуралнă эпĕ. Çавăнпа та хам астума пуçланă пĕрремĕш кунранах аттепе анне кун сиктермесĕр пĕрлешÿллĕ хуçалăха ĕçе çÿретчĕç. Вĕсене кура эпир те, виçĕ хĕрĕ, ачаллах ĕçпе туслашрăмăр, - терĕ ашшĕне ялти арçынсемпе пĕрле Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине илсе кайсан ялти пĕтĕм ĕç амăшĕсен хулпуççийĕ çине тиеннине палăртса Лидия Михайловна.

Амăшĕсене кура çитмен пурнăçпа ÿснĕ ачи-пăчи те ирех ĕçпе туслашнă, хăйсен çăкăрне ачаллах хăйсем ĕçлесе илме пуçланă. Амăшĕсем тăтăшах фронт валли тесе ĕçре пулнăран, хĕр пĕрчисем малтанах килти ĕç-пуçа хăнăхнă, хушма хуçалăхри выльăхсене пăхнă, сад-пахчара ĕçленĕ. Çулсем иртсен çакăнта пухнă ĕç опычĕ вĕсене пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçлеме те пысăк пулăшу пулнă.  

- Ачаллах эпир ĕçе манăн-санăн, ачасен е ÿснисен тесе пайлама хăнăхман. Мĕн хушнă - çавна ĕçленĕ. Аннесем ĕçрен хăрамасăр пурăнма вĕрентни çулсем иртнĕçемĕн пирĕн пурнăç çулне те уçса пычĕ. Хамăрăн ĕç ĕмĕрĕнче йывăрлăхсенчен хăраса ачасем çуратса ÿстерессине иккĕмĕш вырăна хăвармарăмăр пулин те, вăхăтра колхоз ĕçĕнчен те пăрăнман, килти хушма хуçалăхра та алă усса ларман. Çак тăрăшулăх ĕмĕр тăршшĕпех пирĕн пурнăç тыткăчи пулчĕ, - ман çине кăмăллăн пăхса калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

Çакăнта Лидия Михайловнăн ачалăхне-çамрăклăхне тишкерни те ытлашши пулас çук. Çимелли пулманран ачаллах крахмал пуçтарма çÿренĕ Лида 6 çул тултарсан Шурча шкулне вĕренме каять. Ĕçре тăрăшуллăскер вĕренÿре те кайрисен ретĕнче пымасть. Кăнтăрла - шкулта, уроксем хыççăн аслисемпе пĕрле кĕлте йăтнă тата авăн çапнă, улăм туранă...

Ĕçрен пăрăнмасăр вĕреннĕ хĕр ача малашлăх пиркиех ĕмĕтленнĕ. Çапла вара Шурча шкулĕнчен лайăх вĕренсе тухнăскер, вăтам пĕлÿ илме 150 тенкĕ тÿлесе Муркаш шкулне  вĕренме каять.

- Анне çав çулсенче чăтни-тÿсни манăн пурнăçăмра ырă йĕр хăварчĕ. Налук шучĕпе патшалăха ашне, çуне, çăмартине памалла пулнине пăхмасăрах, пире вăтам пĕлÿ илме пулăшнинчен паян та тĕлĕнетĕп. Муркашри вăтам шкултан вĕренсе тухсан малалла вĕренесси пулмарĕ вара. Алла аттестат илнĕскер, Соня хĕр-тантăшăмпа лаша пăхма кайрăм. Шурчари виçĕ хĕрччĕ эпир унта. Вăл вăхăтра пĕтĕм ĕçе лашапа пурнăçланăран, янаварсене черетлĕ ĕç кунне тутă тытса хатĕрлесси ответлă ĕçчĕ: паха апат парасси, вăхăтра шăварасси, типĕре тытасси  çăмăл марччĕ. Çулла вара каçсерен лашасем пăхма улăха выртма каяттăмăр. Вăл вăхăтра колхозсем кантăр акатчĕç та лашасем ăна питĕ юрататчĕç. Кун каçа ĕшеннĕскерсем ÿплере выртса çывăрса каяттăмăр çеç - лашасем кантăр ани çине кĕрсе те каятчĕç. Çакăншăн ял çыннисем тата колхоз председателĕ ятласран шикленсе ÿплере черетпе çывăраттăмăр, - лашасем пăхма çÿренине аса илсе калаçрĕ асанне.

 Вăрçă çулĕсен ачисем ĕçпе пиçсе ÿснĕ çав. Çапла вара вăхăт иртсен хĕр уй-хир бригадине ĕçлеме куçать. Кунта та çăмăлах пулман. Вăхăтра акмалла, лартмалла, лайăх типĕтсе пуçтарса кĕртмелле. Хĕвел тухиччен хире тухса сĕм-çĕрле киле таврăнни сахал мар пулнă. Тăрăшуллă çамрăк хĕре кĕçех ĕне фермине дояркăна шанса параççĕ, КПСС  членне илеççĕ. Фермăра ĕçленĕ чух 1964 çулта вăл колхозри трактористпа Николай Гордеевпа çемье çавăрать. Ĕçрен пăрăнман туслă мăшăр 3 ывăлпа 2 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларать.  Юратуллă пурнăçра та ĕçлемесĕр çăмăллăх пулманнине ăнланса ача амăшĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхра çĕр улми кăларассинчен пĕр çул та пăрăнса юлман.

 - Саспаллипе паллашиччен ĕçе кÿлĕнме тиврĕ те мана - ĕмĕр тăршшĕпех ĕçрен уйрăлаймарăм: пĕрлешÿллĕ хуçалăхра тăрăшрăм, килти хушма хуçалăх çине те алă сулмарăм, ачасене пурнăç çулĕ çине кăларассипе тимлерĕм. Вăл вăхăтри пĕтĕм çăлăнăç килти хушма хуçалăхчĕ. Çавна ăнланса ăна аталантарассине хамăр çемьен пурнăç  йĕркине ĕмĕрлĕхе кĕртрĕмĕр, - куççуль шăлса паянхи илемлĕ пурнăç пирки вăл вăхăтра пĕртте шутламаннине палăртса калаçрĕ  асанне мана ăсатнă май.

А. БЕЛОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости