ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Маттур хĕрарăм

Категория: Твои люди, район Просмотров: 325

Леонтьева В АПаянхи пурнăçра вăл е ку ĕçре вăй хуракансем яваплăха туйса тăрăшнине яланах ырласа йышăнатпăр тесе хаклани ял хуçалăхĕ пирки те. Ял хуçалăх производстви уйрăм ĕçченсен тăрăшулăхĕ çинче никĕсленсе тăрать. Çакна шута илсен унта вăй хуракан кашни ĕçчен пысăк тав сăмахне тивĕç. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен е хресчен (фермер) хуçалăхĕсен обществăлла выльăх-чĕрлĕх фермисенче паян хĕрарăмсем нумайрах вăй хунăран вĕсем тĕлĕшпе уйрăм хисеп пулни те ытлашши пулмĕ тесе шухăшлатăп.

Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре куракан Валентина Леонтьева - хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе тачă çыхăнтарнă хĕрарăмсенчен пĕри. Çăмăл мар çак ĕçре вăл хăйĕн пурнăç çулне, ĕç вăрттăнлăхне тупнă. Çавăнпа та "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн техник-осеменаторĕ хăйне паян телейлĕ тесе шутлать. 14 çул дояркăра вăй хунă хушăра вăл малашлăх пирки те ĕмĕтленнĕ. Ятарлă вĕренсе ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен пĕлĕвне алла илнĕскер, чĕрĕк ĕмĕре яхăн ĕнтĕ вăл çак ĕçре.

Хăйĕн ĕçĕнче ăста специалист пулнипе пĕрлех - хастар хĕрарăм 4 ача амăшĕ те. Мĕн пĕчĕкренпех ĕç тиркеме хăнăхманскерĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăхрисĕр пуçне килти хушма хуçалăхра та паянхи ĕçе ырана хăварни халиччен пулман. Кунта ăна мăшăрĕ Анатолий Геннадьевич пысăк тĕкĕ парать. Ывăлĕсемпе хĕрĕсем вăхăтлă пулăшни те туслă мăшăршăн пысăк тĕкĕ пулса тăрать. Пĕрлехи шăкăл-шăкăл ĕçре Леонтьевсем килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕхне те, кайăк-кĕшĕкне те йышлă тытаççĕ. "Пирĕн хуçалăхра страус çеç çук. Ыттисем тĕлĕшпе пурне те тимлĕх çитет. Ĕçленине кура кĕркунне те çулленех  пуянлăхĕпе савăнтарать", - терĕ калаçу çак тĕле çитсен "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕн техник-осеменаторĕ В. Леонтьева. Çĕр ĕçĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри уявĕнче унăн ĕçне кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехет парса хакларĕç.

- Шкул хыççăн фермăпа туслашрăм та урăх ĕç шыраса вăхăта ирттермерĕм. Паян вара пирĕн ĕçе тивĕçлипе шута хуни савăнтарать, ĕçре татах çĕнĕ тĕллевсемпе малашлăх ĕмĕтсем çуратать, - пĕлтерчĕ Валентина Алексеевна сцена çинчен ансан савăнăçне пытармасăр.

Маттур хĕрарăм, юратнă мăшăр, ĕçчен амăшĕ, яваплăха туякан  специалист пĕрле ĕçлекенсенчен те, ялта выльăх-чĕрлĕх тытакансенчен те çирĕп ыйтать. Çав вăхăтранах вăл пуринпе те чуна уçса калаçайрать, кирлĕ вăхăтра кашнинех усăллă сÿнÿ, ырă канаш парайрать.

Ĕçре тата халăх хушшинче тăрăшуллă та ĕçчен хĕрарăм тĕпел кукринче те ăсталăхпа палăрать. Вăл пĕçернĕ яшкана нихăçан та тиркекен пулман. Юратнă амăшĕ пĕçернĕ кукăль вара - тăватă пепкишĕн те ялан кĕтнĕ çимĕç. "Пирĕн анне пек тутлă кукăль пĕçерекен çук", - тесе савăнаççĕ кăмакаран тухнă вĕри кукăль касăкне алла илнĕ ачисемпе пĕр пулăшуран та пăрăнман мăшăрĕ Анатолий Геннадьевич. Ĕçри тата çемьери хаклава Валентина Алексеевна яланах чи пысăк парне вырăнне йышăнать. Кунпа эпĕ килĕшмесĕр тăма пултараймастăп. Ахальлĕн ĕçре те ăнăçу пулмĕ.

 

А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости