Манăн кукамай, Клавдия Николаевна Егорова, çак кунсенче хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.
Кукамайăм 1927 çулхи ноябрĕн 17-мĕшĕнче Ярославка ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пугачевсен çемйинче 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă.
Кукамай 14 çулта чухне, 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнче, ашшĕне Николай Никифоровича вăрçа илсе каяççĕ. 1943 çулта вăл аманать, хăрах урине çухатса киле таврăнать. Степанида Григорьевнăпа 67 çул пĕрле пурăнаççĕ.
Вăрçă чухне ялта пурнăç çăмăл пулман. Çуллахи вăхăтра пĕр кун сиктермесĕрех ĕçе çÿреме тивнĕ: колхоз хирĕнче утă та çулнĕ, тырă та вырнă, вăрман та каснă. Вăрçă чарăнсан та терт-нушине сахал мар чăтса ирттерме тивнĕ. Епле тÿснĕ-ши; Çипуçĕ начар, урара - çăпата, çимелли çитмест, хутма вутти çук.
Ярославка шкулĕнче 7 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн кукамай Етĕрнери педучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Çуран 30 километр эрнере пĕрре яла çуран килсе çÿренĕ. Хăй каласа панă тăрăх, пĕррехинче çул çинче кашкăрсене тĕл пулнă. Питĕ хăранă. Çавăн хыççăн вĕренме кайма пăрахнă. 1948 - 1949 çулсенче ял Советĕнче ĕçленĕ.
Манăн кукамая Мăн Токшик ял каччи Павел Егорович Егоров куç хывать. 1949 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ, 3 хĕрпе 3 ывăл пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ. Халĕ ачисем пурте çемьеллĕ.
Кукамай чăннипех те телейлĕ. Унăн 16 мăнук тата 22 кĕçĕн мăнук. Шел, пирĕн кукаçи 64 çул кукамайпа пурăннă хыççăн, 87 çулта, чире пула пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Кукамай халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Ватă çын - тăватă çын тени пурнăçăн чăнлăхĕпе килĕшсе тăрать мар-и-ха; Кукамая тăхăр теçеткере тесе ниепле те калаймăн. Килти пур ĕçе те тума пултарать. Нумаях пулмасть Элĕк районĕнче "Пурте туслă çемьерен" конкурса та хаваспах хутшăнса килтĕмĕр. Ваттисем пире ăса вĕрентнине, кирлĕ чухне сĕнÿ-канаш панине эпир яланах асра тытатпăр. Кукамай, эсĕ пурришĕн, çавăн пек çывăх та хаклă çын яланах юнашар пулнишĕн эпир чунтан савăнатпăр. Эпир вĕсем - 3 хĕрĕ, 3 ывăлĕ, кĕрÿшĕсем, кинĕсем, йышлă мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, мĕн пур тăванĕ.
Мăнукĕ Светлана МЕРЧЕН.
Мăн Токшик ялĕ.
Март 2023 |