ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

101 çул тултарчĕ

Категория: Твои люди, район Просмотров: 295

IMG 2837"Çулсем сисĕнмеллех кайрĕç пулин те, манăн малаллах утас килет-ха", - тет Москакасси ялĕнче пурăнакан 102 çула кайнă Неонила Степановна Белова. Нумаях пулмасть вăл хăй 101 çул тултарнă ятпа кĕрекене ачисемпе тăванĕсене, ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлекенсене, культура ĕçченĕсене пĕрле пухма пултарчĕ.

Хисеплĕ ватта саламлама, паллах, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Денис Кириллов та çитрĕ. Сумлă та хисеплĕ çынна тата нумай çул пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕ, парне парса чысларĕ.

- Неонила Степановна, çакăн пек вăрăм ĕмĕр пурăнма сире мĕн пулăшса пырать-ха; Вăрттăнлăхĕ тата мĕнре-ши;" - кăсăкланчĕ Денис Валерьевич.

Ыйтăвĕн хуравне вара саламлама пынă пур çын та хăлха тăратсах итлерĕ.

- Эх, ачам, ĕмĕр тăршшĕпе алăран ĕç каймарĕ тата уçă сывлăшра, вăрманта нумай çул ĕçлесе пурăнни те пулăшрĕ пулĕ", - терĕ вăр-вар кинемей.

Çапла, вăр-вар Неонила Степановна, паянхи кун та Уйкас Хачăкра пурăнакан ывăлĕпе кинĕ патне икĕ туяпа кăштăртатса çитет. Яла çитсен анкартинче мĕн те пулин ĕçлесе хăварма тăрăшать. Ăна никам та ĕç хушмасть - хăех çапла ĕçсĕр лараймасть.

- Ĕçлесен пурăнас килет, - тет иккĕмĕш ĕмĕре кайнă кинемей.

Кĕрекери çынсем чылай шăкăл-шăкăл калаçса ларчĕç юратнă кинемейпе. Неонила Степановна ĕмĕр тăршшĕпе темĕнле хура-шур курни пирки куççулĕ витĕр аса илчĕ, савăнăçлă самантсене те аса илтĕмĕр. Хваттерте халĕ пĕччен пурăннăран кинемей ырă сунакан çынсем килсе çÿресен яланах хавас пуласса пĕлтерчĕ.

Г. ГОЛУБЕВА,

Москакасси ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости