Йывăрлăхра пуç усман

Категория: Твои люди, район Опубликовано: 03.11.2017, 10:32 Просмотров: 2796

P1050811Эпĕ Йÿçкасси ялĕнчи Елена Зотикова патĕнче пултăм. Унăн ашшĕне куçсăр Микулай тесе калатчĕç. Ăна таврари ялти çынсем пурте тенĕ пекех пĕлнĕ. Мĕншĕн тесен вăл çынсене çăматă йăваласа панă. Сĕм суккăр пулсан та лавккара тавар сутса тăнă. Тĕлĕнмелле  пултаруллă çын пулнă вăл.

Акă мĕн каласа пачĕ ун пирки Елена: "Пирĕн аттен ашшĕ Василий Павлов патша çарĕнче  нумай çул службăра тăнă. Вăл ку тăрăхри пуян çынсенчен пĕри пулнă,  3 лаша, лавкка тытнă. Вĕсем 5 ача çуратнă. Анчах пĕр ывăл ачи,  Микулай ятли,  9 çула çитсен чирлет. Çакăн хыççăн  унăн икĕ куçĕ те курми пулать".

Вăл килте çаплипех тĕрлĕ ĕç тунă. Килти  лавккара ĕçлеме пуçлать. Укçа шутне алăпа  хыпашласа туйса пĕлнĕ. Ун патне пĕри тавар илме пынă, укçа вырăнне хут парса хăварнă. Микулай çак хута илсе уйрăм çĕре илсе хурать. Ку çын мантан куçсăр тесе кулма шутларĕ тесе шутлать. Хыççăн çак çын  лавккана пырать, Микулайран каçару ыйтать те чăн укçа парса хăварать. "Эсир куçлă пулсан та укçапа хута уйăраймастăр», -  тет.

Микулай 1901 çулта çуралнă. Каччă пулса çитсен хăйпе пĕр тантăш  Анастасия Васильевăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Вĕсем питĕ килĕштерсе пурăннă, çăматтине те пĕрле йăваланă.  5 ача çуратнă,  пĕри вилнĕ. Куçсăр Микулай - 80 çул, мăшăрĕ 90 çул пурăннă. Вĕсем патне çынсем те яланах пуçтарăннă. Микулай вĕсене юмахсем каласа панă, çынсемпе калаçма  юратнă.               

Елена ашшĕ çинчен лайăхпа  асăнать: "Вăрçă вăхăтĕнче çимелли пулман пулсан та, пире аттепе анне выçă лартман. Çăматă йăваласа укçа тунă.  Вĕсем килĕштерсе пурăнчĕç, нихăçан та усал сăмах каланине илтмен".

Елена хăй те ашшĕпе пĕр ятлă каччăпа Николайпа пĕрлешсе çемье çавăрать.  Вĕсем 5 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине тăратнă. Анчах та мăшăрĕ Николай 40 çултан иртсенех  пурнăçран уйрăлса каять. Хĕрĕсем пурте пултаруллăскерсем. Светлана тухтăр, Люба, Валентина, Надя лавккара сутуçăра ĕçлеççĕ. Лида банкра тăрăшать.

Эпир Еленăпа калаçса ларнă  вăхăтра Йÿçкасси лавккинче ĕçлекен хĕрĕ Люба пычĕ. Вăл кунта тĕп килĕнче 85 çула çитнĕ амăшне пăхать. Лавккара ĕçлет пулсан та, 2 ĕне тытать. "Ялта выльăх-чĕрлĕх тытмасăр мĕнле пурăнмалла», - тет.

 Кукашшĕ çинчен те ырăпа асăнать. "Вăл куçсăр пулсан та юнашарти ялсенчи лавккасене те кайса килетчĕ. Ăна Турри çутă çул кăтартса пыратчĕ пулмалла», - тет. Çакăн пек тĕлĕнмелле çын пулнă вăл куçсăр Микулай. Еленăн мăнуксемпе кĕçĕн мăнуксем те   пур. Вĕсене малашне те таса сывă килĕштерсе пурăнмалла пултăр тесе уйрăлтăм.          

Илья Яковлев.

Хурăнкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости