Район администрацийĕнче аслă ăрури сумлă çынсене чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев ячĕпе администрацинчи ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан А. Краснов тата район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ А. Миронов саламларĕç. Вĕсем уява пухăннисем питĕ пултаруллă та пуçаруллă çынсем пулнине, тивĕçлĕ канура пулин те, обществăлла ĕçре активлине, район аталанăвне курăмлă тÿпе хывнине, республика шайĕнче те ырă тĕслĕх кăтартнине палăртрĕç. Çавăн пекех уява пухăннисене ветерансен район канашĕн ертÿçи Н. Любимов, "Пенсионерсен пĕрлĕхĕ" обществăлла организацин ертÿçи Н. Яковлев тата ыттисем саламларĕç, ветерансем те хăйсен шухăш-кăмăлне палăртрĕç, район администрацине тав турĕç.
Сăн ÿкерчĕкре район ят-сумне хăпартассишĕн тăрăшнă, паян та вырăнлă сĕнÿ пама хатĕр хастар çынсен пĕр ушкăнне куратăр: Оринин ял тăрăхĕнчи И. Крысин, Катькас ял тăрăхĕнчи В. Волкова, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Э. Симакова, Муркаш ял тăрăхĕнчи В. Краснов. Хисеплĕ ветерансем çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Уява ветерансен хорне çÿрекенсем илемлетрĕç.
Р. Илларионова сăн ÿкерчĕкĕ.
Июнь 2017 |