Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Кĕрхи йĕпхÿ те чăрмав мар

Категория: Спорт Опубликовано: 11.09.2017, 09:31 Просмотров: 2840

IMG 7176Кĕрхи çанталăк кĕрхиех. Уяр кунĕсем те сахалрах та сахалрах, хĕвел ăшши те çителĕксĕртерех, йĕпхÿ те кĕттермест.

Апла пулин те спорта юратакансемшĕн, унпа çывăх туслашнисемшĕн çакă чăрмавлă мар иккен. Акă иртнĕ юнкун, сентябрĕн 6-мĕшĕнче, вĕсем йăлана кĕнĕ çăмăл атлетика ăмăртăвне хаваспах хутшăнчĕç. Çемье командисем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен, предприяти-организацисен тата ял тăрăхĕсен командисем районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн куçса çÿрекен кубокне тата парнисене çĕнсе илессишĕн эстафета ăмăртăвне тухрĕç. IMG 7268Асăннă ăмăртури çĕнтерÿçĕ-командăсем вара паян район чысне республика ăмăртăвĕнче - СССР космонавт-летчикне, икĕ хут Совет Союзĕн Геройне А.Г. Николаева асăнса ирттерекен Чăваш Ен пресса спорт фестивалĕнче хÿтĕлеççĕ, республикăри "Советская Чувашия" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçеççĕ.

Ăмăрту район центрĕнче Муркашра иртрĕ. Яланхи пекех, ăмăртăва пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп тата вăтам шкулсен командисем йышлă хутшăнчĕç: вăтам шкулсен 13 тата тĕп шкулсен 9 команди. Спорта юратакансемшĕн вара кирек епле ăмăрту та вăл - уяв. Çавăнпа та шкулта вĕренекенсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчи пĕрремĕш ăмăртупа саламланă май районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Наталия Николаева вĕсене вĕренÿре те, спортра та çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ, ăмăртăва хутшăнакансене тав сăмахĕ каларĕ.

Спорт ăмăртăвне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ячĕпе ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов саламларĕ, "Сывлăх" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Александр Куликов командăсене çĕнтерÿшĕн çине тăма чĕнсе каларĕ. Шăпах çак ăмăрту çĕнтерÿçисен район чысне республика шайĕнче хÿтĕлемеллине аса илтерчĕ.IMG 7184

Район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн ертÿçи Михаил Николаев ăмăрту йĕркипе паллаштарнă хыççăн малтанах çемье командисем старта тухрĕç. Команда йышĕнче - ашшĕпе амăшĕ тата 11 çула çитмен ачи. Команда членĕсен дистанцийĕсем тĕрлĕрен: 500, 300 тата 200 метр. Çемье командисен эстафета ăмăртăвĕнче, иртнĕ çулхи пекех, Муркашри Смирновсемпе Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи Блиновсен çемйисем хастар пулчĕç. Пĕрремĕш вырăна Блиновсем, иккĕмĕшне Смирновсем тивĕçме пултарчĕç.

Ялан тенĕ пекех, ăмăртусенче шкул командисем хушшинче тытăçу хĕрÿ пырать. Район хаçачĕн кубокĕсемпе парнисене çĕнсе илессишĕн те вĕсем çине тăрса кĕрешрĕç.IMG 7279

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсен тата вăтам шкулсен командисем уйрăм ушкăнсенче ăмăртрĕç. Тĕп шкулсен командисенче 6-шар (3-шер яшпа 3-шер хĕр), вăтам шкулсен командисенче 10-шар (5-шер яшпа 5-шер хĕр) участник пулчĕ. Эстафета участникĕсен дистанцийĕсем тĕлĕшпе уйрăмлăх çук: пурин те 500 метр чупмалла. Вăтам шкулсен командинчи пĕрремĕш тапхăрта ăмăртакан яшсем кăна хăйсене 1000 метрта тĕрĕслерĕç.

IMG 7176Тĕп шкулсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех Сосновка шкулĕ çĕнсе илчĕ. Шетмĕпуçсем, иртнĕ çулхи пекех, иккĕмĕшсем. Виççĕмĕш вырăна вара Мăн Хураçка шкулĕ çĕнсе илме пултарчĕ.

Вăтам шкулсен командисем хушшинче, яланхи пекех, пĕрремĕш вырăншăн муркашсемпе калайкассисем хушшинче финишченех хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ. Калайкасси шкулĕн команди çав-çавах çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕ. Сăмах май, иртнĕ çулхи асăннă эстафета ăмăртăвĕнче те вĕсемех ăнăçуллăрах пулнăччĕ. Çавăнпа та куçса çÿрекен кубока та хăйсенчех хăварчĕç. Çапла вара иккĕмĕшĕ Муркаш шкулĕн тата виççĕмĕшĕ Оринин шкулĕн командисем пулчĕç.

Ял тăрăхĕсен командисем хушшинче пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене Чуманкасси тата Юнкă ял тăрăхĕсен командисем йышăнчĕç.

IMG 7304Çĕнтерÿçĕ-командăсем куçса çÿрекен кубоксене, призлă вырăн йышăннисем дипломсемпе парнесене, малти вырăнсене йышăннă команда участникĕсем медальсене тивĕçрĕç.

В. ШАПОШНИКОВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости