ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Муркашри спорт уявĕнче

Категория: Спорт Опубликовано: 14.03.2018 13:51 Просмотров: 77

IMG 8991Февралĕн 10-мĕшĕнче Муркашра чăннипех те пысăк уяв иртрĕ. Спорт уявĕ. Йĕлтĕр спортне кăмăллакансем пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен "Йĕлтĕр йĕрĕ - 2018" массăллă чупăвăн стартне тухрĕç тата Социализмла Ĕç Геройне Е. Андреева халалланă йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç.

Старта тухакансене спорт уявĕпе саламланă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев асăннă ăмăртусем Кăнтăр Корейăра хĕллехи Олимп вăййисем пуçланнипе пĕр килнине палăртрĕ. Кунпа пĕрлех шăпах çак кун тăван Муркаш районне йĕркеленĕренпе 74 çул çитни пирки каларĕ. Апла пулсан паянхи çак ăмăртусене уявсен уявĕ тесен те йăнăш пулас çук.

Каласа хăварас пулать, муркашсен спорт уявне кÿршĕллĕ Мари Республикинчи Горномарийски районĕнчи йĕлтĕрçĕсен команди те хутшăнма кăмăл турĕ. Сăмах май, тĕрлĕ дистанцире призерсен шутне кĕме тивĕçнисем хушшинче çармăссен командин членĕсем те пулчĕç.

Муркашсене спорт уявĕпе Чăваш Республикин Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров, "Интурист" пĕрлешÿ директорĕ, муркашсен Шупашкарти ентешлĕхĕн членĕ Валерий Федотов, Е. Андреев яч. хис. хуçалăх ертÿçи Виталий Семенов, Евтихий Андреевăн хĕрĕ Валентина Евтихеевна саламларĕç, ăмăртура ăнăçу сунчĕç.

Йĕлтĕрçĕсен пысăк спорт уявĕнче паян йĕлтĕр çине тăракансем пурте стартра пулчĕç - шкул çулне çитменнисенчен тытăнса пенси ÿсĕмĕнчисем - 60 çул урлă каçнисем таранах. Пĕтĕмпе 636-ăн. Вĕсем пурте тĕрлĕ ушкăнра тата тĕрлĕ дистанцире вăй виçрĕç.

Чи малтан вара 400 метрлă дистанци стартĕнче тин кăна йĕлтĕр çине тăрса пысăк спорта кĕме пĕрремĕш утăмсем тăвакансем пулчĕç. Хыççăн VIP-старт пулчĕ - предприятисемпе организацисен, учрежденисен, ял тăрăхĕсен ертÿçисем хăйсене йĕлтĕр йĕрĕ çинче тĕрĕслерĕç. Ытти ертÿçĕпе пĕрлех 1 километрлă дистанцие район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев та ăнăçлă парăнтарчĕ. Финишра пĕрремĕшсем вара арçынсем хушшинче Иван Никитин ("Никита" ИП) тата хĕрарăмсем хушшинче Лариса Баранова (централизациленĕ клуб системи) пулчĕç. Çапла йĕркипе ытти ÿсĕмре ăмăртакансем те пĕрин хыççăн тепри старта тухрĕç.

Ушкăнсенче ăмăртса призлă вырăн йышăннисем медальсене, дипломсене тивĕçрĕç, ушкăнсенче мала тухнă уйрăм участниксем тата çĕнтерÿçĕ-командăсем вара кубоксене çĕнсе илчĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Шетмĕпуç шкулĕн командине çитекенни пулмарĕ. Шомиксемпе тойкилтĕсем хыççăнхи вырăнсене йышăнчĕç.

Вăтам шкулсен командисем хушшинче калайкассисем ăнăçлăрăх ăмăртрĕç, кубока та вĕсемех çĕнсе илчĕç. Çатракасси шкулĕпе Муркаш шкулĕн командисем иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Предприяти-организацисен командисем хушшинче "Свобода" пĕрлешÿллĕ хуçалăх мала тухса кубока çĕнсе илчĕ. Суд приставĕсен службин команди иккĕмĕш тата район тĕп больницин команди виççĕмĕш пулчĕç.

Пурне те ырă, хавас кăмăл-туйăм парнелерĕ массăллă спорт уявĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Апрель 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Яндекс. Новости