Совет çарĕсене Афганистанран кăларнине тата интернационалист-салтаксене асăнса Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн кăçалхипе улттăмĕш хут бокс енĕпе уçă турнир иртрĕ.
Муркаша яланхи пекех чылай боксер килсе çитрĕ. Турнир йĕркелÿçисем пĕлтернĕ тăрăх, Мари Эл, Тутар Республикисенчен, Чулхула облаçĕнчен, Чулхула, Козьмодемьянск, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ хулисенчен тата Красноармейскипе Элĕк районĕсенчен. Паллах, муркашсем ку турнира яланхи пекех йышлăн хутшăнаççĕ.
Боксерсене тата çак ăмăртăва килĕштерекенсене, çулсеренех ăна сăнама килекенсене саламласа ăнăçу сунакансем кăçал та йышлăн пулчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ А. Федотов, ЧР гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ В. Петров, бокс енĕпе тĕнче кубокне çĕнсе илнĕ В. Лаптев тата ыттисем те. Тухса калаçакансем пурте бокс çынна çирĕп кăмăллă, хăюллă та хастар пулма вĕрентнине палăртрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев юлашки çулсенче районта спорта аталантарассипе пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, çывăх малашлăхри утăмсемпе паллаштарчĕ.
Турнир пуçланнине вара бокс енĕпе тĕнче чемпионĕ тата СССР чемпионĕ - турнирăн тĕп судйи Валерий Львов пĕлтерчĕ. Çамрăк боксерсене вăл сăран перчетке маçтăрĕсем пулма сунни ринг çине тухакансене самаях хавхалантарчĕ. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хаçатăн çитес номерĕнче паллаштарăпăр.
Н. НИКОЛАЕВА
сăн ÿкерчĕкĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: республикăри тата районти ертÿçĕсем Атăлçи тăрăхĕнчи бокс турнирĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕ Муркаш хĕрне Олимпиада Гавриловăна спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланипе саламларĕç. Хĕрсем боксра çакăн пек çитĕнÿ туни чăваш спорчĕн историйĕнче пĕрремĕш хут пулнине палăртрĕç.
Сентябрь 2023 |