ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Кубоксен хуçисем - чи тивĕçлисем

Категория: Спорт Просмотров: 245

IMG 8288Районти шашкăлла выляма кăмăллакансем хăйсен çулленхи черетлĕ ăмăртăвне декабрĕн 16-мĕшĕнче пухăнчĕç. Çав кун район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн ларусен залĕнче районти "Çĕнтерÿ ялавĕ" хаçатăн кубокĕсемпе дипломĕсене çĕнсе илессишĕн шашка турнирĕ иртрĕ.

Редакцире чылай çул ĕçленĕ, районта шашка вăййине сарассишĕн нумай тимленĕ Михаил Авдеева асăнса ирттерекен ку ăмăрту шашкăлла выляссипе район тата республика шайĕнче чылай пысăк çитĕнÿ тума пултарнă спорт маçтăрĕн кандидачĕсене те, ун пекех сумлă çитĕнÿсем хальлĕхе тума пултарайманнисене те пĕрле пухрĕ.

Райхаçат кубокĕсене çĕнсе илессишĕн хĕрÿ кĕрешĕве кĕме хатĕрленекенсене район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ, районта спорта аталантарас ĕçе район хаçачĕ те хăйĕн тÿпине хывнине палăртрĕ. Анатолий Иванович çамрăксене те шашка вăййипе - ăс-тăн вăййипе активлăрах туслашма чĕнсе каларĕ.

Çавăн пекех Михаил Авдеевăн мăшăрĕ Валентина Александровна та сăмах каларĕ, хăйĕн мăшăрне манманшăн, унăн ячĕпе шашка турнирне çуллен йĕркелесе ирттернĕшĕн район хаçачĕн тĕп редакторне Анатолий Тихонова тав сăмахĕ каларĕ, мăшăрĕн ĕçне малалла тăсакансене асăннă ăмăртура курма хавас пулнине пĕлтерчĕ.

Ăмăртăвăн судйи Алексей Прокопьев ăмăрту условийĕсемпе паллаштарнă май шашка вăййи районта аталансах пынине палăртрĕ. Çак вăхăта ку енĕпе спорт маçтăрĕн кандидачĕсем кăна тăххăрăн. Чылайăшĕ республика шайĕнчи ăмăртусенче те палăрма пултарнă.

Арçынсем турнирта икĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Кашни ушкăнрах малти виçĕ вырăна йышăннисен хăйсем хушшинче ăмăртса турнир призерĕсене палăртмалла пулчĕ. Хĕрарăмсем пĕр ушкăнра вăй виçрĕç.

Арçынсем хушшинче ăмăрту чăннипех те çивĕч иртрĕ. Ăна çакă та аван çирĕплетет. Пĕрремĕш ушкăнра ăмăртакансем хушшинче пĕтĕмĕшле чи нумай - 4,5 очко пухма пултаракан пĕр çын кăна пулчĕ пулсан, иккĕмĕш ушкăнра кун пеккисем харăсах виççĕн пулчĕç.

Апла пулин те турнирăн иртнĕ çулхи çĕнтерÿçи Алексей Прокопьев кубока алăран вĕçертмерĕ. Вăл тивĕçлипех пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Андрей Николаев, виççĕмĕшĕнче - Юрий Трофимов.

Хĕрарăмсем хушшинче пĕрремĕш вырăна спорт маçтăрĕн кандидачĕ Алевтина Авдеева çĕнсе илчĕ, кубок хуçи пулса тăчĕ. Наталья Дмитриева тата Анфиса Анисимова иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Призерсене, мала тухнисене район хаçачĕн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов район хаçачĕн кубокĕсене, дипломĕсене тата медальсем парса чысларĕ. Валентина Авдеева вара, иртнĕ çулхи пекех, призлă вырăн йышăннисем валли хăйне ята парнесем хатĕрленĕ. Михаил Авдеева асăнса ирттерекен турнира хутшăннă шашистсен унăн мăшăрĕнчен парне йышăнма уйрăмах кăмăллă пулчĕ.

В. ШАПОШНИКОВ.

IMG 8305

Сăн ÿкерчĕксенче  турнирта малти вырăнсене йышăннă арçынсем - А. Николаев, А. Прокопьев, Ю. Трофимов*                       А. Анисимова, Михаил Авдеевăн мăшăрĕ В. Авдеева тата кубок хуçи А. Авдеева.   

Редакцирен. Ăмăртăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн депутатсен район Пухăвĕн депутатне - "Оринино" хуçалăх ертÿçин çумне Алексей Прокопьева, Михаил Авдеевăн мăшăрне Валентина Александровнăна тав сăмахĕ калатпăр.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости