ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Чи маттуррисене палăртрĕç

Категория: Спорт Просмотров: 254

IMG 8116Çуллен ноябрĕн 17-мĕшĕнче полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак куна уявласси пирки 2002 çулхи сентябрĕн 6-мĕшĕнче РФ Шалти ĕçсен министерстви ятарлă указ кăларнă. Кунне вара ăнсăртран суйласа илмен. Шăпах çак кун 1923 çулта Совет Союзĕнче участок надзирателĕн инструкцине çирĕплетнĕ.

Полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен служби шалти ĕçсен органĕсен системинче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Асăннă служба тытăмĕнче, ялан тенĕ пекех, хăйсен ĕçне парăннă çынсем. Преступленипе кĕрешессинче чи малти ретре пулнă май, вĕсем куллен тенĕ пекех профилактика ĕçне те ирттереççĕ, ял çыннисен ыйтăвĕсене татса параççĕ, вырăнсенче обществăлла йĕркелĕхе çирĕплетме пысăк тÿпе хываççĕ.

Çак професси çыннисене чысланă май, вĕсем хушшинчи чи пултаруллисемпе чи маттуррисене палăртма районта полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсем тата халăх дружинникĕсем хушшинче конкурс ирттересси йăлана кĕчĕ темелле. Кăçалхипе виççĕмĕш хут йĕркелерĕç ăна. Ноябрĕн 17-мĕшĕнче йĕрке хуралçисем вăй виçме Муркашри "Сывлăх" ФСК-на пухăнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнакансене шалти ĕçсен пайĕн обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан В. Бирюков, районти ирĕклĕ халăх дружинин командирĕ В. Яковлев саламларĕç, çăмăл мар ĕçре ăнăçу, сывлăх сунчĕç.

Участковăйсем те, дружинниксем те конкурсра пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç кăна мар, çавăн пекех йĕрке хуралçисем теори пĕлĕвне мĕнле пĕлнине те тĕрĕслерĕç. Çапла вара конкурс теори тата практика пайĕсенчен тăчĕ. Теори пайĕнче участниксем тест заданийĕсене пурнăçларĕç, тĕрлĕ ыйтăва хуравларĕç. Калăпăр, тăн çухатнă çынна эмел ĕçтерме юрать-и; Пирĕнтен чылайăшĕ ку ыйту çине татăклă хурав пама пултараймасть пулĕ. Йĕрке хуралçин вара пĕтĕмпех пĕлес пулать. Çавăн пекех тĕрлĕрен саккун требованийĕсене пĕлни те пĕлтерĕшлĕ.

Конкурсăн практика пайĕ уйрăмах интереслĕ иртрĕ. Кунта вара конкурса хутшăнакансен вăй-хал, ÿт-пÿ çирĕплĕхĕпе палăрмалла пулчĕ. Конкурсантсем дартс, армреслинг енĕпе, алă вăйĕпе тĕртĕнессипе, кĕске дистанцие кайлă-майлă хăвăрт чупассипе, авăнма пултарнипе ăмăртрĕç, шашкăлла тата мини-футболла та вылярĕç. Уяв кунĕнчи чăн-чăн ăмăрту пулчĕ çав кун.

Йĕрке хуралçисене професси уявĕпе саламлама, конкурс çĕнтерÿçисене тата ĕçре маттуррисене чыслама вара районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В. Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ           А. Миронов та килсе çитрĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕнче полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсен, халăх дружинникĕсен ĕçĕ паян питех те кирлĕ пулнине, обществăлла йĕркелĕх тивĕçлĕ шайра пуласси чылай енчен вĕсем хăйсен тивĕçне мĕнле пурнăçланинчен килнине палăртрĕç.

Конкурс çĕнтерÿçисем кăна мар, ĕçре палăрнисем те çав кун район администрацийĕн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисене, Дипломсемпе укçа сертификачĕсене тивĕçрĕç.

Халăх дружинникĕсем хушшинче малти вырăнсене М. Зайцев, О. Захаров, А. Петров йышăнчĕç. "Полицин Муркаш районĕнчи чи лайăх участок уполномоченнăйĕ" ята, грамотăна тата конкурс çĕнтерÿçин кубокне вара         С. Блинов çĕнсе илме пултарчĕ. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсенче - Н. Кудряшовпа А. Оньков.

Районта йĕрке хуралĕнче çакăн пек маттур ĕçченсем пулнă чухне çынсем хăйсене яланах хÿтлĕхре туясса шанас килет.

В. ШАПОШНИКОВ.

Сăн ÿкерчĕкре: чи маттур участковăйсем (сулахайран) - А. Оньков, С. Блинов, Н. Кудряшов.

Добавить комментарий

Архив материалов

Ноябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Яндекс. Новости