Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Светлана Раççейре иккĕмĕш

Категория: Спорт Опубликовано: 16.10.2017, 09:49 Просмотров: 2745

1506256783Нумаях пулмасть вулакансене эпир Олимп резервĕн 2 номерлĕ республика спорт шкулĕнче çуллахи биатлон енĕпе Чăваш Енре мала тухассишĕн тата чемпион пулассишĕн спринт-кросра Муркаш районĕн спортсменĕсем малти вырăнсене тухни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çак ăмăртури çĕнтерÿ Раççей чемпионатне хутшăнмалли "путевка" шутланнă.

Çуллахи биатлонра мала тухассишĕн Раççей ăмăртăвĕ вара иртнĕ кунсенче Ижевск хулинче пысăк иртнĕ. Унта Атăлçи федерацин пĕрлештернĕ команди йышĕнче Муркаш район хĕрĕ, "Сывлăх" спорт шкулĕн Ярапайкасси уйрăмĕнчи Эдуард Гордеев тренерăн воспитанникĕ Светлана Соколова та хутшăннă.

Эстафетăра ăмăртса Светлана ĕçтешĕсемпе пĕрле 2-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Каярах  иртнĕ уйрăм ăмăртура та, спринтра, Светлана 2-мĕш вырăна тухма пултарнă. Çак ăмăртура пирĕн ентеш спорт мастерĕн нормативĕсене пурнăçланине тепĕр хут çирĕплетнĕ.

Каламалла, ку шайри ăмăртăва Светлана пĕлтĕр те хутшăнма тивĕçнĕччĕ. Ун чухне вăл 3-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Апла спортсменка тĕллевлĕн ĕçлени курăнать. Ÿсĕм çулĕ малашне те ăнăçлă пултăр.

Н. НИКОЛАЕВА.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости