Сайты средств массовой информации

ОТЧЕТЫ

Электронлă сăмахсар

ВСЕРОССИЙСКОЕ ГОЛОСОГВАНИЕ ПО ВЫБОРУ ОБЪЕКТОВ ДЛЯ БЛАГОУСТРОЙСТВА

Муркаш округĕн территори пайĕсен ĕçĕ-хĕлĕ

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ:«Педагогсемпе наставниксем - Муркаш çĕрĕн мухтав

Набор по контракту

Набор по контракту

Россия — страна достижений

Туслă пулсан эс спортпа, ялан çÿрĕн сывлăхпа

Категория: Спорт Опубликовано: 09.10.2017, 10:46 Просмотров: 2574

DSCN4509Йăлана кĕнĕ тăрăх, тăххăрмĕш çул ĕнтĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Тойкилтĕ тĕп шкулĕнче çăмăл атлетика ăмăртăвĕ пулчĕ. Иртнĕ шăматкун кунта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ Владислав Данилов парнисене çĕнсе илессишĕн районти шкулсенче вĕренекенсем кросра ăмăртрĕç.

- Кашни çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн тăрăшмалла, ăна ачаран упрама вĕренмелле. Сывлăхлă çын çеç пурнăçра хăй вырăнне тупма, ĕçре çитĕнÿсем тума пултарать. Сывлăхлă çын телейлĕ те пуян. Сирĕн сывлăх та хăвăр алăра. Ăна çирĕплетĕр, упрăр, - тесе палăртрĕ хăйĕн салам сăмахĕнче Владислав Данилов пурне те ăнăçлă стартпа финиш сунса.

Ачасене Хорнуй ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Манефа Колесникова та, ытти хăнапа йĕркелÿçĕ те саламласа ăнăçу сунчĕç. Ачаранах спортпа туслă пулмаллине палăртсах каларĕç.

Аслисемпе пĕрле ăмăртăва Тойкилтĕ шкулĕ çумĕнчи кĕске вăхăтпа ĕçлекен "Аленушка" ушкăнти ачасем те хутшăнчĕç. Вĕсен йышĕнче Денис Сидоров, Кирилл Сергеев, Дарья Яруткова тата Ксения Сергеева палăрчĕç.

Хыççăн вара шкул ачисем тĕрлĕ ÿсĕмре ăмăртрĕç. Пĕтĕмлетÿ хыççăн пĕрремĕш вырăна Мăн Сĕнтĕр шкулĕн команди, иккĕмĕшне - Йÿçкасси шкулĕн команди, виççĕмĕшне Турай шкулĕн команди тухрĕç, дипломсемпе медальсене тата парнесене тивĕçрĕç.

Пурĕ вара кăçалхи ăмăртăва 14 шкул команди хутшăнчĕ.

Тойкилтĕ шкул директорĕ Л. Иванова тата В. Данилов ăмăрту ирттерме пулăшакансене те тав сăмахĕ каларĕç. Кирек епле ырă ĕç те унта хутшăнакансем тата ăна йĕркелекенсем пулсан кăна ăнăçать.

Ю. Евстафьева,

Тойкилтĕ шкулĕнчи вĕрентекен.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости