Муркашра иртнĕ "Наци кросĕ" спортпа туслисене пурне те пĕрле пуçтарчĕ: старта виçĕ çулхи ачаран пуçласа 77 çулхи сумлă ветеран таранах тухрĕç
В. Егорова спорт шкулĕн стадионĕнче иртенпех хăпартлануллă юрă-кĕвĕ янăрать, тÿпере хĕвел çиçет. Стартпа финиш, çĕнтерÿçĕсене чысламалли вырăнсене илемлетнĕ. Сĕтел çинчи дипломсемпе медальсем, кубоксем хăйсен хуçисене кĕтеççĕ. Яланхи пекех пур ăмăртăва та йышлăн хутшăнакан шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем, районти ял тăрăхĕсенче пурăнакансем, ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канурисем - пурте стадиона васкаççĕ. Вĕсемшĕн те, вĕсене сăнама тухнисемшĕн те "Наци кросĕ" тата ун шайĕнче Олимп чемпионкин Валентина Егорован парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăрту Муркашра кашни çулах уяв майлă иртет.
Муркашсем патне вара çак чупăва паллă спортсменсем те кашни çулах килеççĕ. Акă кăçал пирĕн паллă ентеш - хăвăрт утассипе иртнĕ тĕнче кубокĕсенче ылтăн медальсене тата ытти нумай ăмăртура призерсен йышне кĕме тивĕçнĕ Вера Соколова тата хăвăрт утассипе, çурма марафон дистанцине чупассипе тĕнче шайĕнче палăрнă Алина Иванова килсе çитрĕç.
Чăваш Ен çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн пĕрремĕш çумĕ Александр Ефремов муркашсем ăмăртăва тĕплĕ хатĕрленнине палăртса старта тухакансене черетлĕ çитĕнÿ тума сĕнчĕ.
Валентина Егорован парнисене çĕнсе илессишĕн иртекен ăмăрту пĕрремĕш хут 1992 çулта, 25 çул каялла, пулнă. Сăмах май, Вера Соколовăн спортри çитĕнĕвĕсем шăпах çак ăмăртуран пуçланнă.
Паян та çак ăмăрту пурăнать, йышлăн иртет. Çакна палăртса район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев малашне те спорта аталантарассипе районта тĕллевлĕн ĕçлесе пыма палăртнине каларĕ. Ăмăртăва çемьесем нумаййăн тухнине асăрхаса пурне те ăнăçу сунчĕ.
- Аслисем тăрăшмасан, ырă тĕслĕх кăтартмасан, ачасен те спорт патне туртăм пулмасть. Муркашсен вара спорт уявĕсем ирттересси - ырă йăлара. Çавăнпа та район яланах спортсменсемпе пуян пуласса шанатăп, - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне пирĕн тепĕр паллă ентеш, милици генерал-майорĕ Михаил Киселев.
Салам сăмахĕсемпе хавхаланса пуринчен малтан старта чи кĕçĕннисем тухрĕç - районти ача сачĕсене çÿрекенсем. Вĕсемпе пĕрле Вера Соколова чупнăран тата ашшĕ-амăшĕ хавхалантарнипе 300 метра ачасем çăмăллăнах парăнтарчĕç.
Çапла пĕрин хыççăн тепри - тĕрлĕ ÿсĕмрисем ăмăртрĕç. 2007 - 2010 çулсенче çуралнисем уйрăмах йышлă пулчĕç. Кăçалхи стартра ертÿçĕсем те (Александр Ефремовпа Ростислав Тимофеев та 1 км дистанцие парăнтарчĕç) ытти çулхинчен нумайрах пулни тÿрех палăрчĕ.
Кашни ÿсĕмре мала тухнисене, призлă вырăнсене тивĕçме пултарнисене медальпе, дипломпа тата парнепе чысларĕç.
Командăсен кăтартăвĕсене шутланă хыççăн Шетмĕпуç шкулĕ, Çатракасси шкулĕ тата "Муркаш пасарĕ" предприятин команди кубоксене тивĕçнине пĕлтĕмĕр.
Кăçалхи старта тухнă Галина Волковăна вара уйрăммăн палăртмасăр çук. Тивĕш шкулĕнче 33 çул ĕçленĕ, маларах 13 çул фельдшерта вăй хунăскер, вăл паян 77 çулта.
- Хаваслă кăмăлпа пурăнатăп. Скандинави утти, ирсерен гимнастика туни - манăн кун йĕркинчех. Чей ĕçес пулсан курăксенчен кăна вĕретсе ĕçетĕп. Çапла май нумай чиртен хăтăлтăм. Паян хама малтанхинчен те çăмăлрах туятăп, - терĕ вăл хаваслă кулăпа.
Çапла пулма никама та нимĕн те чăрмантармасть, медицина тĕлĕшĕнчен чикĕлевсем çук пулсан паллах.
Медицина тенĕрен вара тепĕр саманта асăнмасăр хăварни те тĕрĕс мар пулĕччĕ. Васкавлă пулăшу бригадинчи фельдшерăн çак ăмăртăва лăпкăн сăнама май пулмарĕ. Ăна, ăмăртакан ачасене кансĕр пулнипе, темиçе хутченех пулăшу пама ыйтрĕç. Вĕсем хушшинче шкулсенчи вăтам сыпăкрисем те, аслă классенче вĕренекенсем те пулчĕç.
Андрей Ермолаев фельдшер каланă тăрăх, ачасем финиша йывăррăн килни вĕсем ирпе апатланманнипе тата ку таранччен тăтăш тренировкăра пулманнипе çыхăннă. Апла пулсан ашшĕ-амăшĕн, уйрăмах çамрăк спортсменсен ашшĕ-амăшĕн, тимлĕхе ÿстермелле: вĕренÿ кунĕ-и, ăмăрту кунĕ-и - ачан ирхи апат пулмаллах. Çапла вара ачасене спортри çитĕнÿсем те кĕттермĕç, вĕсен сывлăхĕ те çирĕпрех пулĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2023 |