ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Пĕтĕм вăй - çĕр улми пуссинче

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 345

КомбайнерыÇулпа çул пĕр килмест. Кăçалхи çу кунĕсем те ытларах çумăрлă пулни кĕр çитсен те вĕçленмерĕ-ха. Кăшт вăхăт уяр тăнă хыççăн самаях вăйлă çумăрсем çуса иртни уй-хир ĕçĕсен хăвăртлăхне сисĕнмеллех чакарать. Малашлăхпа пурăнакан хресчен вара паян ĕç вăйĕн ытларах пайне "иккĕмĕш çăкăр" кăларас ĕçе явăçтарчĕ.

Кĕрхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесси пĕрлехи тĕллев пулса тăнине шута илсе эпир авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче "Ударник" хуçалăхăн çĕр улми пуссине çитрĕмĕр. Эпир пынă чух хирте тракторсемпе автомашинăсен ĕç шавĕ тăратчĕ.

- Вырма вĕçленейменнине пăхмасăрах иртнĕ кунсенче пĕрлештернĕ вăйсемпе çĕр улми пуссине тухрăмăр. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ 200 гектар ытла пулни кунти ĕçсене те кая хăвармасăр пурнăçлама ыйтать. Çакна шута илсе ку ĕçе вырмаран пушаннă пĕтĕм вăй-хала явăçтартăмăр. Паянхи куна 100 гектара яхăн кăларса кĕртрĕмĕр те ĕнтĕ, - çĕр улми кăларакан комбайнсен шавне çĕнсе калаçать хуçалăхăн ĕç тăвакан ертÿçи В. Ананьев.

"Ударник" хуçалăхра кăçал çĕр улми ăнса ÿстернĕ. Ăна кăларассипе паян 5 комбайн, турттарса кĕртессипе 5 автомашинăпа 3 трактор  ĕçлеççĕ.

 - "Иккĕмĕш çăкăра" пĕтĕмпех пуçтарса кĕртесси пĕрлехи тĕллев пулнине ăнланса ĕçлетпĕр. Çакна валли уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă куратпăр, - терĕç хирти ĕçсемпе паллаштарма ыйтсан çĕр улми кăларакан комбайнпа ĕçлекен Василий Дзагахавпа çĕр улмине хиртен ЗиЛ-130 автомашинăпа турттаракан Азамат Кучиев (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла).

Хуçалăхра çĕр улмин 5 сортне лартса ÿстернĕ: "Снегирь", "Гала", "Удача", "Невский", "Любава". Паянхи куна вĕсене 1500 тонна ытла кăларса кĕртнĕ те ĕнтĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç 162 центнерпа танлашать.

Паян пĕри - унта, тепри - кунта çÿресен икĕ-виçĕ кунлăха юлнă ĕç те вăраха тăсăлса кайма пултарать. Çавăнпа та кĕрхи ĕçсенче пурин те пĕр тĕллевлĕ пулса тăрăшмалла. Çакăн пек пĕтĕмлетÿпе ĕçлеççĕ "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕнче. Пĕрлехи ĕçрен никам та айккине пăрăнса тăманни умри тĕллевсем вăхăтра та туллин  пурнăçланасса шантарать.

А. БЕЛОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости