ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Тулли пучахсем кĕлете кĕреççĕ

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 358

Перед комбайномКĕр кунĕсем çитни ĕçсен хăвăртлăхне тата унăн пахалăхне ÿстерме ыйтать. Вырмара çак  енпе ĕçлесе пыракансен хирĕсем тырă-пулăран пушансах пыраççĕ. Тухăçĕ те вĕсен кăçал пĕчĕккисен шутĕнче мар: районăн вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах. Вырăнсенче алă усманни кашни ĕç кăтартăвĕнчен  курăнать.

Районĕпе илсен, тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене ĕнерхи куна 9 пин гектара яхăн вырса кĕртнĕ. Анчах вырмалли лаптăк татах 4 пин гектар майлă. Пĕрешкел условисенчех вырма ĕçĕсене вĕçлесе пыракансем те пур. Вĕсем хушшинче "Герой" ял хуçалăх производство кооперативĕ те. Шурчасем 600 гектар ытла лаптăка икĕ "хир карапĕпе" тухăçлă усă курса вырса пĕтерес патнех çывхараççĕ.

Ĕç технологине пăхăнса ĕçлесе "Герой" хуçалăх каçалăк хыççăн каçалăк сахаллатса пырать. Кĕрхи культурăсем гектартан 38 центнер тухăç панă пулсан, çуртрисен вăтам тухăçĕ 27 центнерпа танлашать.

Хуçалăхра пĕрлехи ĕçсем ăнса пынишĕн Евгений Ершов комбайнерпа кооперативăн тĕп агрономĕ Сергей Тимофеев (сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла) та кăмăллă.

 "Хир карапĕсем" паян çуртрисен пуссинче вырма каçалăкне гектар хыççăн гектар чакарса пыраççĕ. "Мĕн ÿстерни хире ан юлтăр", - теççĕ вĕсем кашни ĕçрех пахалăх ыйтăвне малти вырăнта тытса.

А. БЕЛОВ  сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости