ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

Празднование 550-летия основания г. Чебоксары и 100-летия образования Чувашской автономной области

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «ÇАМРĂК ЖУРНАЛИСТ»

«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçачĕн социаллă пĕлтерĕшлĕ проекчĕ: «МУРКАШ РАЙОНĔ – 75 ÇУЛ: ИРТНИСĔР МАЛАШЛĂХ ÇУК»

Утçи пуринчен те тимлĕх ыйтать

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 583

senoВыльăх апачĕ хатĕрлемелли тапхăр пынă май ял çынни çумăрсăр тăракан кашни саманта улăх-çаранта е килти хушма хуçалăхра утă çулса типĕтес ĕçре ирттерет. Урăхла епле-ха - хĕл валли выльăх апачĕ çулла ытлă-çитлĕ хатĕрлемеллине пурте ăнланатпăр. Паян уяр та ăшă кунсемпе туллин усă курса юлсан хĕл кунĕсем выçă пулмĕçех. Апла пулсан производство аталанăвĕ, çĕр ĕçченĕн экономики те малалла çеç утăмлĕç.

Симĕс ĕç çире малашлăх пирки шутлакан çак тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та манмасан ыранхи кун унăн татах та тулăхрах пуласси иккĕлентермест. Кунта симĕс ĕç çине хутшăнакансем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси малти вырăнта тăрать. Çĕр ĕçченĕн çак ответлă тапхăрĕнче "хĕрлĕ автан" вăй илсе сиен кÿресрен кашнийĕнех асăрханмалла: хирте те, килте те, ытти çĕрте те. Çакна шута илсе паянхи калаçăва районти пушар надзорĕпе профилактика ĕçĕ-хĕлĕн уйрăмĕн пуçлăхне Константин КОСАЧЕВА чĕнтĕм.

- Константин Юрьевич, паянхи куна район территорийĕнче пушар тухаслăхпа лару-тăру еплерех?

- Ĕнерхи куна эпир районта 17 пушар регистрацилерĕмĕр. Ку вăл иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 4 тĕслĕх сахалрах. Пĕлтĕрхи пушарсенче 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ тата 6 çын суранланнăччĕ пулсан, кăçал кунашкал инкексем 3 тата 1 пулчĕç. "Хĕрлĕ автан" тыткăнĕнче иртнĕ çул 2,74 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕлленнĕччĕ, кăçал - 1,8 миллион тенкĕлĕх.  Анчах хăш-пĕр инкек сахалланни тимлĕхе çухатмаллине пĕлтермест. Çакна ăнланакансем пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене самантлăха та кун йĕркинчен кăлармаççĕ. Çакна ырламалла çеç. Кун пеккисенчен ыттисен тăтăш тĕслĕх илсе пымалла.

- Çумăрлă çанталăк тăнине пăхмасăрах районта симĕс ĕç çи малалла пырать. Ĕçĕ нумай енлĕ пулнăран çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕпе пирĕн вулакансене мĕнле асăрхаттарусем  парайратăр?

- Нумайăшне хумхантаракан ыйтăва хускатрăр эсир. "Хĕрлĕ автан" пурсăмăртан та ялан тимлĕхпе асăрханулăх ыйтать. Симĕс ĕç çи вăхăтĕнче - уйрăмах. Выльăх апачĕ хатĕрлесси - халăх та, техника та ĕçе массăллă хутшăннă тапхăр, ыранхи куна пăхса ĕçлемелли кунсем. Çакна ăнланакана ку вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕ малти вырăнта пулмалли пирки çирĕплетсе ытлашши калама та кирлех мар пулĕ тетĕп, анчах... Асăннă тапхăр çулленех пушар тухаслăхпа палăрать. Çапла пулни ут çине хутшăнакансенчен асăрханăва ÿстерме ыйтать. Тимлĕхе самантлăха çухатни вуншар тонна типĕтсе янтăланă утăна кĕл туса вĕçтерет, хаклă та паха техникăна юрăхсăра кăларать. Самантлăха тимлĕхе çухатнипе пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те, уйрăм çынсен кил хуçалăхĕсенче те утă хранилищисемпе сарайсем, капансем, çурт-йĕр нумай çунса кĕлленет. Çакна шута илсе çăва тухнă май  республикăра пушарпа кĕрешмелли уйрăм режим ĕçлеме пуçларĕ.

- Константин Юрьевич, çак вăхăтри асăрхаттарусем пирки кĕскен те пулин чарăнса тăмăр-ши?

- Тĕрĕсех палăртатăр. Çичĕ хутчен тунă асăрхаттару çичĕ хутчен ирĕке кайнă çулăмпа кĕрешме тухни мар. Ку чăнлăха кашнин асра тытасчĕ. Симĕс ĕç çине хутшăнакансем валли вара уйрăм асăрхаттарусем пур. Ăна хуçалăх ертÿçисемпе тĕп специалисчĕсемсĕр пуçне ялта пурăнакансен те, ут çине трактор-машинăпа тухакансен те, хатĕрленĕ апата упрассишĕн яваплă пулса тăракансен те çирĕп пăхăнмалла. Ял ĕçченĕн хальхи хĕрÿ ĕç çийĕ вут-кăвар алхаснипе ан тĕксĕмлентĕр тесен, симĕс ĕç çине хутшăнакансен пĕр пăрăнмасăр çак ĕçсене туса ирттермелле:

1. Симĕс ĕç çине хутшăнакан ĕçченсене, механизаторсемпе водительсене ятарлă журналта алă пустарсах ĕç çинчи пушар хăрушсăрлăх правилисемпе паллаштармалла*

2. Хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлекен тата упракан, ГСМ склачĕсене, машинăпа трактор паркĕсене, витаминлă курăк çăнăхĕ тăвакан агрегатсене тата хатĕр продукцие упранине пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе пăхса тухмалла. Çав вырăнсенче шыв, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем, çыхăну мелĕ, пушар çинчен сасă парса пĕлтермелли устройствăсем пулмалла*

3. Хатĕрлекен утă капанĕсене е утă рулонĕсем упранакан вырăнсене электричество линийĕсенчен 15 метртан, çул хĕрринчен 20 метртан, çуртсенчен 50 метртан кая мар инçĕшне вырнаçтармалла*

4. Вырăнсенче выльăх апачĕ хатĕрлеме хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе тата хĕм сÿнтермелли  устройствăсемпе çителĕклĕ тивĕçтермелле*

5. Тĕрлĕ сăлтавпа çак вăхăтра вăрманта та, хирте те кăвайт чĕртесрен асăрханмалла*

6. Уяр кунсенче инкек-синкек хăвăрт сарăласран сыхланса вăрманпа хирсем хушшинче сухаласа йĕрсем тумалла.

7. Симĕс ĕç çине хутшăнакан тракторсемпе комбайнсен хăйсем çинче 2 огнетушительпе 2 кĕреçĕ пулмалла. Çак хатĕрсем те инкекпе вăхăтра та эффективлă кĕрешме май параççĕ.

Куратăр пулĕ, хăрушсăрлăхшăн тăрăшасси ансат. Анчах ĕç çинче çак правилăсене пурин те пĕр пăркаланмасăр пурнăçламалла. Унпа пĕрлех çак хĕрÿ ĕç çи вăхăтĕнче ведомствăлла пушар хурал ĕçченĕсен службине вăйлатмалла. Пушар сÿнтерме тухакан техникăна çителĕклĕ бензинпа, кирлĕ чухлĕ шывпа тытмалла, юсавсăр пушар машинисене строя тăратассипе паянах тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалла.

А. БЕЛОВ калаçнă.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Сентябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс. Новости