ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Ĕçре телей тупнисем

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 192

Инф День Юнга-1Мĕн-ха вăл телей; Эсир сăн ÿкерчĕкре куракан асаннесемпе калаçсан  çак ыйту хыçĕнче ача-пăчапа туслă пулни тата юратнă ĕç тăни мала тухрĕ. "Пурнăçа юратса пурăнса икĕ ача çуратса ÿстертĕм. Манăн тусăм, авă, виçĕ ача амăшĕ. Унăн мăнукĕсем те ăмăртмалла чупса савăнтараççĕ ĕнтĕ. Çав вăхăтрах эпир иксĕмĕр те ĕç ĕмĕрĕн пысăк пайне ачасемпе ĕçлессине халалларăмăр. Çавăнпа хамăра паян та çăмăл туятпăр. Çакă мар-и-ха вăл пурнăçри телей;" - ыйту çине ыйтупа хуравларĕ Юнкăри "Рябинушка" ача садĕнче 38 çул медсестрара ĕçлекен Раиса Иванова (сăн ÿкерчĕкре сулахайри). Раиса Семеновнăн ĕçри тусĕ Любовь Соколова асăннă ача садĕнче воспитателе пулăшаканĕ пулса 15 çул вăй хурать. Любовь Петровнан икĕ мăнукĕ - асаннен пурнăç илемĕ.

Манăн çĕнĕ пĕлĕшсем ачасен аслă тусĕсем пулнипе пĕрлех килти хушма хуçалăхри ĕçсене те нихăçан хăй еккипе яман, ямаççĕ те: ялта пурăнакансенчен юлмасăр килти хушма хуçалăхра выльăх тытаççĕ, сад-пахча ĕрчетеççĕ. Юнкăра пурăнакан Раиса Семеновна ир-каç ĕне сунисĕр пуçне чăх-чĕп те усрать, çу каçа пахча çимĕç туса илессипе вăй хурать.

Любовь Петровна вара хăйĕн хушма хуçалăхĕнче паян сумалли икĕ ĕне, çулленех вăкăр-тына, кăвакалсемпе чăх-чĕп тытать. Ялта пурăнаканшăн килти хушма хуçалăх экономика тĕрекĕ пулнине шута илсе, иртнĕ çул вĕсем çĕнĕ сарай хута ячĕç. Кăпасри Соколовсем малашлăха шанса пурăннине ырламалла кăна.

Юратнă ĕçре тата пурнăçра хăйсене телейлĕ туякан анне-асаннесенчен савăк кăмăлпа уйрăлтăм.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости