ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Кая юлман-ха

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 157

rl1Хĕл кунĕсенче те пÿлĕмре вĕтĕ хура шăнасем курăнма пуçласан мĕн тумалла; Ăçтан тухаççĕ вĕсем тата çав шăнаран хăтăлма пулать-и; Çак ыйтусене ялта тăтăшах илтме пулать. Вĕсем çине хурав парас тĕллевпе алла ручка тытрăм.

Эсир пурăнакан пÿлĕмре вĕтĕ хура шăнасем курăнма пуçласан чăн малтанах управа хунă пахча çимĕçе тĕрĕслесе тухăр. Ахăртнех унта çĕрекеннисем пур.

Чи малтанах управри сухана пăхмалла. Сухан хуппи айĕнчи сий сиенленни çур инкек кăна-ха. Ун пек чухне ăна хуппинчен пĕтĕмпех тасатмалла та çĕнĕрен типĕтмелле. Хыççăн сарă "кĕпе" тăхăнма вăхăт парса уçă çĕртех упрамалла. Çакна тума сухана сеткăна ярса типĕ вырăна çакмалла - кунашкал вăл татах тепĕр вăхăт упранма пултарать.

Варринчен çĕрме пуçланă сухана вара типĕтсе çеç çăлса хăварма пулать. Çакна валли сиенленнĕ сухана лайăх тасатмалла, кирлĕ пулсан çумалла, çурма ункă е ункă пек туса турамалла та противень  çине сарса хурса духовкăна лартмалла. Унти сывлăш питĕ вĕри пулмалла мар, 60 - 65 градус пулсан та çитет. Температура хăпарса каясран духовка алăкне кăштах уçă хăварни юрăхлă. Типнĕ сухана сивĕнсе çитсен банкăна хурса пластмасса хупăлчапа хупмалла.

Манса ан кайăр, типĕтнĕ хыççăн сухан йÿççи сыхланса юлмасть, анчах та паха шăрши çухалмасть. Çавăнпа ăна яшкана та, аш-какай хатĕрленĕ çĕре те, кирек епле апата та хушма юрать.

Çĕртсе яман сухан  витаминĕ хĕл кунĕсенче сирĕншĕн вырăнлă çеç пулĕ.

А. НИКОЛАЕВ,

пахчаçă-агроном.

Сосновка сали.

Добавить комментарий

Архив материалов

Июль 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс. Новости