ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пур ĕçре те тăрăшуллă

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 171

Иванов Николай УдарникПирĕн районта çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлесе чыс-хисепе тивĕçнисем  сахал мар. Ĕç вĕрентĕвĕпе, çулсем иртнĕ май пухăннă опычĕпе, тăрăшулăхĕпе те тĕрлĕ сĕнĕвĕпе тата ырă пуçарăвĕпе, çулсем иртнине пăхмасăрах, активлăха çухатманнипе  вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

"Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕнче 36 çул механизаторта вăй хуракан Николай Иванов та (сăн ÿкерчĕкре) - çĕр ĕçне чунĕпе парăннă ĕçчен. Çулталăк хушшинче вăл пĕр ĕçрен те пăрăнса юлмасть. Çур акире хире çĕр улми вăрлăхĕ тиесе кăларать, "симĕс ĕç çире" фермăсене илсе пынă рулонти утăна купаласа тирпейлет, хĕл кунĕсенче "Хозяин" агрегатпа фермăсенчи выльăхсене апат валеçсе парать.

- Çулталăкăн кирек-хăш тапхăрĕнчи ĕçсем те пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура пулнине куратăп. Çавăнпа ака-сухара та, выльăх апачĕ хатĕрленĕ вăхăтра та, янтă апатпа усă курнă чухне те тирпейлĕ ĕçлесси - манăн тĕп тĕллев. Кашниех хăйне шаннă ĕç çине хуçалла пăхсан пĕрлехи ĕç те малаллах кайĕ, - терĕ Николай Валерианович ĕçрен йăпăрт пăрăнса.

А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Октябрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости