ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Пурнăç илемне ĕçре тупнă

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 171

Илинбаева Галина Михайловна КФХ Фасхутдинова М ГМалашлăха пăхакан пĕр ĕçпе кăна çырлахманни, вăл тăтăшах шыравра пулни, хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсене çул парсах пыни пуриншĕн те усăллине пытарма çук. Çĕнелсе пыракан ял сăн-сăпачĕпе, пурнăçра ытларах вăхăта ял хуçалăхĕнче ĕçлесе ирттернĕ ветеран епле пурăннипе, унăн килти хушма хуçалăхĕпе паллашас тĕллевпе çитрĕм М. Фасхутдиновăн хресчен (фермер) хуçалăхне.

Район кун-çулне унăн ĕçченĕсем çыраççĕ. Çакна шута илсе район кунĕ çывхарнă вăхăтра асăннă хуçалăхра ĕçлекен Галина Илинбаевăпа (сăн ÿкерчĕкре) тĕл пуласси манăн тĕп тĕллевĕм пулчĕ. Килти хушма хуçалăхра вăй хунипе пĕрлех ĕç ĕмĕрне ял хуçалăх аталанăвне, тăван ен малашлăхне халалланă хĕрарăма ку хутĕнче те обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче тĕл пултăм. Ирхи сăвăм вĕçленнĕччĕ ĕнтĕ, анчах шаннă ĕç тĕлĕшпе яваплăха туякансем тÿрех киле кайма васкамаççĕ çав: выльăхсене çителĕклĕ апат парасси, витене тирпейлесси-тасатасси т. ыт. те - куллен пурнăçламалли ĕçсем.

- Пире атте-анне паянхи ĕçе ырана хăварма хăнăхтарман. Кая юлсан каю шăтать тенине пурнăç  хамăра та вĕрентрĕ. Каçхине те çак витери выльăхсем патне хамăрăнах килмелле-çке. Килнĕ çĕре вара ĕç вырăнĕ тирпейлĕ пулсан - кăмăл ырă енне улшăнать, тухăçлăрах ĕçлес ĕмĕт çуралать, - мăшăрĕ çине ăшшăн пăхса калаçать ĕнесене машинăпа сăвакан оператор Галина Михайловна.

Харпăр хăй вăйне ытларах шанакан мăшăр çÿлтен пăрахса парасса кĕтменнине, çынна шанса пурăнманнине Çĕмĕртлĕх Чемейре те, вĕсем вăй хуракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те кашниех çирĕплетме пултарать. Тĕл пулса калаçатăн та вĕсен ĕмĕчĕсем тата пысăкрах пулнине куратăн. Вĕсен аталану çулĕпе малалла кайма çулĕсем уçăлсах пыни хыçĕнче ĕç тăнине вара нимĕнле илемлĕ сăмахпа та пытарма çук.

Çĕмĕртлĕх Чемей хĕрĕ колхозниксен çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшне кура вĕсем те пиччĕшĕпе пĕрле ачаллах ĕçе хăнăхнă: килти хушма хуçалăхра йăрансем çумланă, пахча çимĕç шăварнă, сурăхсемпе путексене пăхма çÿренĕ, кайăк-кĕшĕкшĕн яваплăха туйма вĕреннĕ. Çапла вара ашшĕ-амăшĕ ĕçре тесе арçын ачапа хĕр пĕрчи килти пĕр ĕçе те хăй еккипе яман. Ĕçпе туслă ÿссе вĕсем пурнăç çулĕ çине çирĕп тăнă. Галина Михайловнăн паян хăйĕн те ывăлпа хĕр тата икĕ мăнук.

- Çавсемшĕн пурăнатпăр паян. Вĕсен малашлăхне пăхса куллен ĕçе çÿретпĕр. Вăхăтра хамăра та атте-анне пăхнă пек  пирĕн те вĕсене куçран вĕçертмелли çук, - кăмăллăн калаçать амăшĕ тата кукамăшĕ.

...Малашлăхпа пурăннă Галя шкул пĕтерсен коопераци техникумне вĕренме кĕрет, ăна ăнăçлă пĕтерсе алла диплом илет. Малаллахи пурнăçне вара вăл коопераци тытăмĕпе мар, "Сеятель" пĕрлешÿллĕ хуçалăхри обществăлла выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарать. Яваплăха туякан хĕрарăм ответлă ĕçсенчен пĕрре те пăрăнмасть. Çапла вара чылай çул вăл "Сеятель" тата "Чемеево" хуçалăхсенче ферма заведующийĕ пулса ĕçлет. Тăрăшуллă ĕçпе Галина Михайловна пĕрре мар пĕрлешÿллĕ хуçалăхăн, районăн тата ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисене тата икĕ хутчен  "Коммунизмла ĕç ударникĕ" паллăна тивĕçет. Калаçу ку вырăна çитсен хĕрарăм юлашкинчен асăннă паллăсем мăшăрĕн те - Владислав Ивановичăн - 3 пулнине палăртрĕ. Пушкăрт çынни Чăваш Республикинче 1982 çултанпа. Çак хушăра вăл чăваш чĕлхине кирек хăш чăваша та сутма пултармалла алла илнĕ. Анчах ку уйрăм калаçу ыйтать.

Туслă çемье паян  М. Фасхутдинов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕнчи ĕне ферминче вăй хурать. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ывăлĕ Александр та кунтах. Саша та хăйĕн пурнăçне çамрăклах ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнине ашшĕпе амăшĕ ырлаççĕ кăна.    

Пурнăçне выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе çыхăнтарнăскерсен пĕрлешÿллĕ хуçалăхра çеç мар, килти хушма хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк туллиех. Килти хушма хуçалăхри çĕрпе тулăх усă курса вĕсем иртнĕ çулла сумалли 2 ĕне, сурăхсем, 31 индокăвакал, 20 пуçа яхăн хур, кроликсемпе чăх-чĕп йышлă тытаççĕ.

- Епле ĕлкĕрсе пыратăр-ха; - кăсăкланатăп сăмах май.

- Алă усса лармасан, пĕрне-пĕри пулăшса вăй хурсан, ĕçри йывăрлăхсем сисĕнмесĕрех хыçа юлаççĕ, ĕç тухăçĕ çемьен пĕрлехи савăнăçне çаврăнать, - кăмăллăн хуравларĕ Галина Михайловна.

Ĕç тиркесе тăман мăшăр юратса пурнăçланă ĕç ĕмĕре тăснине, çамрăклăха упранине те пытармарĕ. Ĕçлекене патшалăх та пулăшусăр хăвармасть. Çакна Илинбаевсем йăлтах хăйсен килти хушма хуçалăхĕ çинче те, пурнăçланă ĕç кăтартăвĕнче те кураççĕ.

Çапла. Ялти çыннăн унта та, кунта та ĕлкĕрмелле. Пирĕн тĕслĕхри Владислав пиччепе Галина аппа вара килти тирпейлĕх пирки те самантлăха та манмаççĕ, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе те технологипе килĕшÿллĕ пăхаççĕ, ачисене те ĕçпе туслă ÿстереççĕ.

- Пурнăçăмăр ăннишĕн пĕрле савăнатпăр, - терĕ туслă мăшăр манпа сывпуллашнă май.

 А. БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Август 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Яндекс. Новости