Обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсен ответлă тапхăрĕ пырать: паянхи тĕллев - çу каçа хатĕрленĕ апатпа перекетлĕ усă курса хĕл кунĕсенче производство кăтартăвне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварасси. Çак ĕçсем епле пынипе паллашма иртнĕ эрнере пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ĕнесене хĕл каçарассине пăхакан ушкăн тĕрĕслевĕсем малалла иртрĕç.
"Çу кунĕсене "юрласа" ирттернисен хĕл сиввисенче "айăплисене шыраса" пуç чиксе çÿремелли çеç юлать", - тени иртнĕ эрнери рейдран катара тăчĕ. Мĕншĕн тесен эпир çак кун çитсе курнă хуçалăхсенче - Ильич яч. хис., Чкалов яч. хис., "Ударник" ял хуçалăх производство кооперативĕсенче - хĕле тĕплĕ хатĕрленнĕ, перекетлĕх ыйтăвĕ çине кашни утăмра пăхаççĕ, ĕнесене пуян рационпа тăрантараççĕ, выльăхсене уçăлма кăларасси - кун йĕркинче. Халĕ калани ферма коллективĕсен ĕç кăтартăвĕсене ырă витĕм кÿрет: эпир çитнĕ кашни фермăрах ĕне пуçне тивекен талăкри вăтам сăвăм пĕчĕк мар. Ильич яч. хис. тата "Ударник" хуçалăхсенче ку кăтарту 12 - 13 килограмм таранах.
Тĕрĕслев ушкăнĕ малтанах Ильич ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативне çитрĕ. Хуçалăхра ĕне фермисем Уйкас Янасалта тата Купăрляра вырнаçнă. Пĕрремĕшĕнче ытларах сумалли ĕнесем тăраççĕ - 223 пуç. Тулăх тăрантарнăран вĕсем паян талăксерен лайăх сăвăм параççĕ. Çакăн никĕсĕнче выльăхсене тулăх пăхса тăни пирки пире ферма ертÿçи Валентина Аврамова каласа пачĕ.
Уйкас Янасалти ĕнесен рационĕ палăрмаллах пуян. Ăна пăхсан вĕсен продуктивлăхĕ те пĕчĕк пулма пултараяс çуккине ăнланса илетĕн. Таса сарайри ĕнесен рационĕнче паян 5 килограмм çăнăх, 15 килограмм паха сенаж, микрохутăшсемпе пĕрле çителĕклĕ таран типĕ улăм. Ĕнесене сăвассипе 6 оператор вăй хурать. Вĕсене улăштаракан оператор та пулнăран ĕне сăвакансен кану кунĕсем те пур. Пĕтĕмпе вара 400 пуçа яхăн мăйракаллă шултра выльăх тăракан фермăра 22 çын вăй хурать. Кашниех хăй ĕçне пĕлсе пурнăçланăран витесенче те, территорире те тирпейлĕ. Çакна кĕске калаçура эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Надежда Шипеева выльăх пăхаканпа Геннадий Платонов слесарь-юсавçă та (сăн ÿкерчĕкре) çирĕплетрĕç.
Купăрляри ĕне ферминче пире хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ Д. Тимофеева кĕтсе илчĕ. Ĕне пулма хатĕрлекен пушмак пăрусемпе тынасем умĕнче апат çителĕкли, сарайсем выльăхсемпе тулли пулни, хĕле хатĕрленсе витесенче юсав ĕçĕсем анлă туни кашни утăмрах курăнчĕ. Апла пулсан Ильич яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕ выльăх отрасльне хуçалăх аталанăвĕн тĕп шăнăрĕ туса хунă тесе хакларăмăр пĕтĕмĕшле лару-тăрăва. Çапла вара купăрлясем ыранхи кунпа пурăнни пирки уççăнах калама пулать.
Чкалов яч. хис. хуçалăхра эпир çитнĕ кун ĕнесен кĕтĕвĕ уçă сывлăшраччĕ. Тислĕкрен тасатнă сарайсенче тирпейлĕ те хăтлăччĕ, ĕнесем валли апат хурса панăччĕ. Хуçалăх ĕçченĕсем сăвăм пĕчĕкрех пулнине ăнланнине, ăна ÿстерессипе тăтăшах шыравра пулни пирки каларĕç.
- Хĕл кунĕсем тăтăшах тимлĕх ыйтнине ăнланатпăр. Çавăнпа та выльăхсене хĕл тапхăрĕнче пăхас технологие çирĕп пăхăнса ĕçлетпĕр. Пĕр кун ĕçсĕр ларатăн - тăкак енне ярса пусатăн. Ку вара пире килĕшмест. Çакна ăнланса хамăр та, ферма ĕçченĕсем те çичĕ хут тар кăларса ăнăçушăн тăрăшатпăр. Пĕрлехи тăрăшулăх пит хĕретме памасса шанатпăр, - терĕ пире кĕтсе илсе "Ударник" хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ С. Бязров.
Сослан Вильямович паян хуçалăхĕпе мăйракаллă шултра выльăх 810 пуç, вĕсенчен сумалли ĕне 300 пуç пулни пирки пĕлтерчĕ. Ĕçлекенсем çителĕклĕ пулнăран выльăхсене вăхăтра та паха апатлантарасси кунта уксахламасть. Ĕнесен рационĕнче халĕ 15 килограмм люцерна силосĕ, 12 - 20 килограмм кукуруза силосĕ, утă, улăм, премикс, пура т. ыт. те пур. Çапла вара хуçалăх паян районăн вăтам кăтартăвĕнчен ытларах сĕт сăвать.
- Сăвăма тивĕçлĕ шайра тытни умри çур акине тĕплĕн хатĕрленме пулăшать. Çакна пирĕн ĕçченсем лайăх ăнланаççĕ, - терĕ тĕп зоотехник ферма ĕçченĕсем тирпейлĕ пулнине палăртса.
Хĕл сивви - выльăх-чĕрлĕх усраканшăн хăйне евĕр экзамен. Продуктивлăха тивĕçлĕ шайра упраса хăварма пулĕ-и, çакна валли апат çитĕ-и, ĕнесенчен пăру илесси упранса юлĕ-и; Çак ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем тупни малашлăх аталанăвĕн çулне уçать.
Çĕр тĕрлĕ çын - çĕр тĕрлĕ шухăш. Анчах вăл шухăшсем пĕр тĕллевлĕ пулсассăн пурнăçри йывăрлăхсем те хăрушă мар.
А. БЕЛОВ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Март 2023 |