Выльăха юратни малта тăрать

Категория: Сельское хозяйство Опубликовано: 25.12.2017, 09:26 Просмотров: 1529

Хĕл кунĕсем пуçланнă май обществăлла выльăх-чĕрлĕх патĕнче епле лару-тăру пулнипе паллашма ку хутĕнче "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕн Çатракассинчи сĕт фермине çитрĕмĕр. Ферма çурчĕсене сивĕ тапхăра хатĕрлени кунта урамранах курăнать: шуратнă, сăрланă, юсанă-çĕнетнĕ, выльăх апачĕ янтăланă.  Ферма заведующийĕпе Елена Демьяновăпа тĕл пулса калаçнă вăхăтра пирĕн çумран çуна кÿлнĕ икĕ лаша иртрĕ. Нумаях та каймарĕç, вĕсемпе ĕçлекенсем тракторпа пырса тăкнă сенажа тиеме пуçларĕç. Кĕске хушăрах çунасем апатпа тулчĕç. Выльăх пăхакансем тапранса вите еннелле кайиччен вĕсемпе калаçса пăхас терĕм.

- Выльăх-чĕрлĕх отраслĕн аталанăвĕ хуçалăх экономикине тĕреклетмелли çул-йĕр пулнине ăнланса куллен ĕçе тухатпăр.  Хĕл кунĕсенче выльăхсен йышне тивĕçлĕ шайра сыхласа хăварас тĕллевпе çу каçа апатне çителĕклех янтăларĕç. Унпа перекетлĕ усă курасси - пирĕн паянхи тĕллев. Хамăр ĕçе ăна шута хурса йĕркелетпĕр те, - терĕ лашана çул çине çавăрнă май Юрий Павлов ĕçчен (сăн ÿкерчĕкре сылтăмри). Юра выльăхсене апатпа тивĕçтерессипе фермăра 24 çул ĕçлет. Çав хушăрах 10 çула яхăн фермăри лашасене пăхса пурăнать. Унăн кĕтĕвĕнче паян тĕрлĕ ÿсĕмри 14 лаша пур.

- Нумай ĕçе механизациленине пăхмасăрах выльăх-чĕрлĕх патĕнче лашасăр та майĕ çук. Чĕлхесĕр янаварсем пулăшнипе хамăр умри кашни ĕçех вăхăтра пурнăçлама тăрăшатпăр, - терĕ юлташне хута кĕнĕ май Николай Казаков (сăн ÿкерчĕкре сулахайри). 

Фермăра паян сумалли ĕнесем 84 пуç. Тынасемпе пăрусен йышне пĕрле шутласан мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвĕ 275 пуçа та çитсе каять. Сарайсене юсаса, шуратса, дезинфекцилесе хĕле хатĕрлени паян тулăх апатпа тĕллевлĕ усă курсан продуктивлăха ÿстерме, укçа-тенкĕне çителĕклĕ ĕçлесе илме май пани çатракассисемшĕн вăрттăнлăх мар.

"Свобода" пĕрлешÿллĕ кооперативра хальхи вăхăтра Кашмашри сĕт ферминчипе шутласан, сумалли ĕнесем пĕтĕмпе 252 пуç. Вĕсенчен кашнинчен талăксерен вăтамран  пĕр пăта яхăн сĕт илни - хуçалăх хĕле тĕплĕ хатĕрленнин пĕтĕмлетĕвĕ. Çапла вара выльăх пăхакансен сăмахĕсем те тÿрре килеççĕ. Ял хуçалăх производство кооперативĕнчи 562 пуç мăйракаллă шултра выльăха  тухăçлă хĕл каçарма хуçалăхра условисем çителĕклĕ.

А. БЕЛОВ.  

Добавить комментарий

Архив материалов

Март 2023
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Яндекс. Новости