ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Пĕрле пулсан вăй-хал татах та пысăк

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 188

DSC08599Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрлехи вăй-хăватпа ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ, кун пек  чухне кирек епле йывăрлăха  та çĕнтерме çăмăлраххине аван ăнланаççĕ. Ытти çĕрти пекех кунта та хăтлăх,  çул-йĕр ыйтăвĕ мала тухать. Çаксене татса парас тĕлĕшпе   депутатсемпе старостăсем пĕрле канашланипе тата пуçаруллă çынсене явăçтарнипе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Ял тăрăхĕнчи ĕçсемпе тĕплĕнрех паллашас тĕлĕшпе вырăна çитсе куртăм. Питех те кăмăллă ÿкерчĕк ума тухрĕ.

Пушартан сыхланасси яланах çивĕч ыйту шутĕнче. Çавна май  пушар машини кирлĕ чухне пĕр чăрмавсăр шыв уçласа илме пултартăр тесе Макаçи ялĕнчи пăрахăçа тухнă пĕве таврашĕнче пуçаруллă çынсем çĕнĕрен пĕвелесе хăтлăх кĕртнĕ. Çурхи шыв-шур татса каясран ятарлă çул туса хăварнă, кĕпер ăсталанă. Депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков (пĕрремĕш сăн ÿкерчĕкре) каланă тăрăх, çак ĕçре В. Семенов,       А. Васильев, П. Витлейкин, В. Волков, А. Вальков уйрăмах пуçаруллă пулнă, вăл хăй те кунта тÿпе хывнă.

Кунта "Тус" общество техника тĕлĕшпе  пулăшу кÿнĕ. Палăртма кăмăллă, асăннă организаци ял тăрăхĕнчи ытти ĕçре те пулăшса пырать. Н. Угаслов генеральнăй директора тата А. Матвеев ĕçчене çак тăрăхра пурăнакансем тав тăваççĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанаççĕ.

Черетлĕ ыйту тухсах тăрать. Ял тăрăхĕнче пĕр çăва, вăл Куçкин ялĕ патĕнче вырнаçнă. Ку таранччен ун патне пыма хăтлă çул пулманран çынсем ку ыйтăва пĕрре кăна мар хускатнă, çул туса пама ыйтнă.  Тавралăха шурă юр хупличчен вара пĕрлехи тăрăшулăхпа такăр çул тума вăй-хал çитернĕ.

М. Бычков каланă тăрăх, çул тăвас ĕçе чылайăшĕ тÿпе хывма тăрăшнă, укçа пухнă. М. Пылин,                А. Вальков,  М. Бычков, В. Кабуркин, А. Яртеев ыркăмăллăхпа ытларах та палăрнă, пухмача ыттисенчен чылайрах укçа хывса пулăшнă. 330 метр тăршшĕ çул тума 120 тонна хăйăр, 60 тонна вак асфальт турттарнă.  Ял тăрăхĕнчи кивĕ объектран  кирпĕч кÿрсе килнĕ. Кунта хăйĕн автомашинипе ĕçленĕ А. Скачков тăрăшулăхне палăртмалла, çак ĕçре те "Тус" общество пысăк пулăшу панине асăнмалла.

Кашни ялти ĕç курăмлă. Мемеккассисем урамра çутă пуласса кĕтсе ывăннă ĕнтĕ. Хастар çынсем тăрăшнипе 300 метра яхăн электропралук карса хунарсем  çакнă.  Çак ĕçре              М. Лукиянов вырăнти депутат, электрикра ĕçленĕ  А. Лукиянов тата  И. Пигенешев, Н. Пигенешев, И. Лукиянов пуçаруллă çынсем тăрăшнине, район депутачĕ пулăшнине   палăртмалла.   

Тирпей-илем пирки те манмаççĕ ку тăрăхсем, Тяпакасси тата Макаçи ялĕсем хыçĕнчи санкциллĕ мар йăлари хытă  каяш вырăнне тирпейлесе хăтлăх кĕртнĕ. Малашне çавăн пек илемсĕрлĕх пулмасса вĕсем шанса тăраççĕ.

Шыв башнисене пăхса тăрасси, юсасси те канăçсăрлантарать. Çынсем урамсенче çăлсем кирлине палăртнăран çитес вăхăтра ку  енĕпе ытларах ĕçлеме шухăшлаççĕ.

Вăрманкассинчи культура вучахне çитсе курсан та ырă шанăç  пурри палăрчĕ. Кăнтăр вăхăчĕ тĕлĕнче кунта шураппасем пухăннăччĕ. Учреждени ертÿçи Эльвира Бронина палăртнă тăрăх, тăтăшах тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшаççĕ, çирĕп йăлана кĕртнĕ  культура тата спорт уявĕ сахал мар. Ку енĕпе район шайĕнчи депутат чылай пулăшса пырать: парнепе хавхалантарассипе те, пылак кучченеçпе сăйлассипе те.   Культура  çуртне кĕнĕ çĕрте плита сарса хăтлăлатнă, çак ĕçе М. Бычков суйлав умĕн тума шантарнă пулнă-мĕн.          

Район депутачĕ вырăнти депутатсемпе старостăсем хастар ĕçленине палăртать. Куçкин ялĕн депутачĕ Т. Иванова пуçаруллă çынсемпе пĕрле ача-пăча вылямалли лаптăкра, йăлари хытă каяш пухмалли вырăнта хăтлăх кĕртнине пĕлтерчĕ, А. Егорова, В. Катков, Н. Искорцева тăрăшулăхне палăртрĕ. Хунтăкассинчи депутат Л. Пагеева йĕркеленипе те чылай ĕç вăя кĕрет. Вăл та хастар çынсене ырăпа асăнать.

 - Юлашки вăхăтра ырă улшăнусем самай пулчĕç. Эпир те хамăр патра  такăр çул курма пултартăмăр. Ял уявне ирттересси пĕр вăхăт манăçа тухнăччĕ, халĕ тепĕр хут вăй илчĕ. Депутатсем хастар пулнишĕн, ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлнишĕн эпир савăнатпăр, чылай ĕç тума вара хăйсем тăкакланаççĕ. Пуçаруллă çынсем пирĕн тăрăхра сахал мар. Пурин те вĕсен ĕçĕсем ăнса пыччăр, - кăмăллăн калаçать Куçкин ялĕн хастар старости Людмила Пылина (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре                      А. Вальковпа пĕрле).   

Ял тăрăхĕнчи ĕç-хĕлпе кăсăкланса тăракан тата тĕрлĕ ĕçре пуçарулăх кăтартакан, укçа-тенкĕпе пулăшу кÿрекен М. Бычковпа А. Вальков район администрацийĕ асăннă тăрăхри ĕçсене вăя кĕртме сахал мар тимлĕх уйăрнипе тата пулăшнипе питех те кăмăллă. Ильинка ял тăрăхĕнче пурăнакансем район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева тав тăваççĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанса тăраççĕ. 

Р. Илларионова.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости