ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

Электронлă сăмахсар

День российской печати (13 января) и День чувашской печати (20 января)

Кашкăрсем тытнă

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 246

volk obitaet v gorahЯл хуçалăхĕ тĕллевлĕ аталанни çĕнĕ технологисене анлăрах пурнăçа кĕртме ыйтать. Кунпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕх сывлăхĕшĕн тăрăшасси те - хресченшĕн тăтăш умра тăракан пĕлтерĕшлĕ ĕç. Кунта вара выльăхсен ерекен  чирĕсем сарăлни хушма ыйту кăларса тăратать. Çавна май уйрăмах урни чирĕ сарăлас хăрушлăх пысăкки пирки Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службипе Роспотребнадзор управленийĕ тăтăшах асăрхаттарса тăраççĕ. Практика çирĕплетнĕ тăрăх, урни чирĕ тупăннă тĕслĕхсем ытларах чухне яла пырса кĕнĕ тилĕпе çыхăннă.

Район бюджетĕнче кăçал хамăр территорире тилĕ тытнишĕн сунарçăсене хавхалантарма тăхăр пин тенкĕ пăхса хăварнă. Район администрацийĕн йышăнăвĕпе ăна сунарçăсене тÿлес йĕркене те çирĕплетнĕ.

Район территорийĕнче тытнă пĕр тилĕшĕн йышăнупа килĕшÿллĕн сунарçа 450 тенкĕ тÿлеме пăхнă. Çавна валли сунарçăн хăй тытнă тилĕ тушкине выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцине çитерсе памалла.

Тилĕ тытас ĕçе сунарçăсем активлă хутшăнчĕç. Раштав уйăхĕ пуçланнă тĕле вĕсем пĕтĕмпе 31 тилĕ тата 3 кашкăр тытрĕç. Уйрăм сунарçăсемпе илсен, Анатри Панклири И. Иванов иртнĕ кунсенче 14 тилĕ, Çатракассинчи М. Никитин 2 кашкăр тытрĕç. Чĕрчунсем урни чирĕпе чирлени палăрман. Вĕсене пурне те Çĕрпÿри  завода ăсатнă.

Л. БОЯРИНОВА,

выльăх чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕн çумĕ.

Добавить комментарий

Архив материалов

Январь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс. Новости