ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Çĕр-аннепе туслисем

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 226

НаумовМуркаш районĕ республикăшăн кирек хăш ĕçре те яланах тĕслĕх пулса тăнин никĕсĕнче ĕçе чунпа парăннă çынсем тăраççĕ. Вĕсем хушшинче вăй питти ĕçченсемпе пĕрлех çамрăксем пулни те ырă шанчăк парать. Паянхи пурнăçра ял хуçалăхне аталантарассипе ĕçлекенсем пурри пурне те хумхантаракан ыйтусем тĕлĕшпе вăхăтра та усăллă хурав тупма, ĕç хăвăртлăхне ÿстерме, перекет çулĕпе утма пулăшать. Пурнăçа ялпа çыхăнтарнисем кулленхи лару-тăрура çапла тăваççĕ те. Ял хуçалăх производство кооперативĕсенче, хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулсан çакăн пек ÿкерчĕксем пĕрре мар куç умне тухаççĕ. Ĕçе чунпа парăннă çынсене куратăн та вĕсен ÿсĕмĕшĕн савăнатăн. Ку вăл - чăваш халăхăн ăруран ăрăва куçакан ырă енĕ.

"Путь Ильича" агрофирмăра ĕçе чунпа парăннă çынсем пĕрре-иккĕ  çеç мар. Вĕсен тăрăшулăхĕпех хуçалăх вăхăтра ака-суха ирттерет, вырма ĕçĕсем пурнăçлать. Хăйĕн çинчен мар, юлташ механизаторсем пирки ытларах сăмахларĕ хамăрăн кĕске калаçура Александр Александров механизатор. Эпир хуçалăха çитнĕ кун вĕсем мăшăрĕпе Ларисăпа Александровы - Лариса Венальевна и Александр Владимирович АФ Путь Ильича  хуçалăхра ĕçленишĕн тырă туянатчĕç. "Мĕн чухлĕ ĕçленĕ - çавăн чухлĕ илетпĕр те ĕнтĕ. Хуçалăх ертÿçисем кунта ĕçлекенсем майлă пулни  çитес çул та тăрăшса ĕçлеме хавхалантарать" - терĕ тырă тултарнă михĕ анине çыхнă май Александр Владимирович.

Саша хуçалăхра пĕрремĕш çул мар. Çавăнпа та ăна çур акире, "симĕс ĕç çире", вырма вăхăтĕнче тата кĕр акире мĕн ĕçлемеллине вĕрентме те кирлĕ мар. Кашни ĕçĕн мелне  пĕлет вăл. Çапла вара иртнĕ кĕркунне хăйне çирĕплетсе панă ака агрегачĕпе пĕчченех 515 гектар кĕрхи культурăсем акса хăварма пултарчĕ.

Агрофирмăра вăй хунипе пĕрлех килти хушма хуçалăх çине те алă сулмасть вăл. Виçĕ ача амăшне Лариса Венальевнăна харпăрлăхри 2 гектар çĕре пăхса тăма та, килти хушма хуçалăхра ĕне, сурăхсем, хур-кăвакалпа чăх-чĕп усрама та яланах пулăшма хатĕр.

- Пĕрле ĕçлесен çеç ĕç тухăçĕ савăнтарать, çĕнĕ ĕмĕтсем çуралаççĕ, - терĕ вăл калаçăва вĕçленĕ май.

Ĕç ăнăçăвĕ пĕр çыхăра пулнине хамăрăн калаçура "Восток" пĕрлешÿллĕ хуçалăх механизаторĕ Сергей Наумов та (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) малти вырăнта тытрĕ.

Сергей ялта 5 ачаллă хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ. Вăл та, 3 шăллĕпе йăмăкĕ (Ярапайкассине качча кайнă) те ялтах тĕпленнĕ. Çакăншăн çамрăк механизатор паян пĕртте кулянмасть. Кулянма тĕрĕссипе унăн вăхăчĕ те çук. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхра ĕçленипе пĕрлех ялти çĕр пайĕсене пĕрлештерсе вĕсем хăйсем валли ĕçлеме 30 гектара яхăн çĕр уйăрса илнĕ. Ун çинче ĕçлеме хăйĕн харпăрлăхĕнче тырă вырмалли "Енисей-1200" комбайн, МТЗ-82 тракторпа ун çумне кăкарса ĕçлемелли агрегатсем пур.

- Çулсем иртнĕ май килти хушма хуçалăхри техника паркĕ татах пуянланасса шанатăп. Çĕр çинче мал туртăмлă ĕçлес тесен урăхла çул çук. Пирĕн атте-анне те, асатте-асанне те çĕр ĕçĕпе çывăх пулнă. Тыр-пул акнă-вырнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ, кайăк-кĕшĕкпе туслă пурăннă, çынна ĕçне кура хакланă. Эпир те паян хамăр ĕçе çакна шута хурса туса пыратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - хамăр суйласа илнĕ ĕçпе ял халăхĕ умĕнче пите хĕретес марри, май çитнĕ чухлĕ вĕсене те пулăшасси, - юсаври трактор патĕнчен уйрăлса калаçрĕ механизатор.

Сергейпа пĕрле килте те, пĕрлешÿллĕ хуçалăхра та техника патĕнче шăллĕсем: пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн. Ывăлĕсем нихăш ĕçрен те ютшăнманнишĕн ашшĕпе амăшĕ хĕпĕртеççĕ çеç. Хăйсем те "Восток" кооперативра, килти хушма хуçалăхра çĕр ĕçĕпе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ял çыннисемшĕн тĕслĕх шутланнăран, ывăлĕсене паян тăтăшах усăллă сĕнÿсем парса тăраççĕ. Валерий Иванович нумай çул хуçалăх ферминче ĕçленĕ, уй-хир ĕçĕнчен те юлман. Анфиса Михайловна вара обществăлла выльăх-чĕрлĕх ферминче ĕнесене машинăпа сăвакан операторта вăй хунă. Фермăри ĕçрен пушансанах килти хушма хуçалăхри ĕçсене кÿлĕннĕ. Çулсем иртнĕ май ашшĕпе амăшĕн ĕç юратăвĕ ачисене те куçнă.

Тăрăшуллă çемьере кашни ĕçрех пĕр-пĕрне пулăшасси тĕп вырăнта. Акă Витя шăллĕ Сергея тырă вырнă çĕрте те, тракторпа ĕçленĕ чух та - çур акирен пуçласа кĕрхи ĕçсем вĕçленичченех - тĕкĕ парса пырать. Сергей патшалăх пулăшăвĕпе Мулкачкассинче пурăнмалли çурт лартнă чух та шăллĕсен пулăшăвĕ кашни утăмрах палăрнă.

Сергей механизатор пĕлĕвне Орининти вăтам шкулта пĕлÿ пухнă вăхăтра алла илнĕ.

- Ачасене шкулта ял хуçалăх пĕлĕвĕ пани лайăх тесе шутлатăп. Ахальлĕн манăн хушма пĕлÿ илме ăçта каймаллаччĕ-ха; Шкулта механизатор свидетельствине алла илтĕм те шкул пĕтерсенех тăван хуçалăхра уй-хир ĕçĕнче вăй хума пуçларăм. Паян маншăн çĕр ĕçĕ пурнăç никĕсĕ пулса тăчĕ, - кăмăллăн калаçать Сергей Наумов.

Куратăр вĕт - йăлтах пĕр çыхăнура. Çакăн пек килĕшÿлĕх майĕпен пĕрлехи ĕç ăнăçăвне куçасси пирки иккĕленÿ çук. Кăна эпир паянхи тĕслĕхсенче те куратпăр. Тăрăшулăха кура - тупăшĕ те. Кун хыçĕнче вара - ял хуçалăхĕн мал туртăмлă аталану утăмĕсем, хушма ĕç вырăнĕсем.

А. БЕЛОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости