ПОСЛЕДНИЕ КОММЕНТАРИИ

Сайты средств массовой информации

2018 год – Год добровольца (волонтёра)

Электронлă сăмахсар

Сĕтел тулли аш-какай

Категория: Сельское хозяйство Просмотров: 236

DSC04700Ĕçлесе тулли савăнăç курасси - кун-çулăн уйрăм енĕ. Пурнăç çине çапла пăхсан хамăр хушăмăрти хăш-пĕр çын тулăх пурнăç тумах çуралнăн туйăнать. Уншăн юратнă ĕç вăй тата вăхăт çухатни мар - мал туртăмлă аталану çулĕ. Кун пек çын хăйĕн пурнăçне ĕçсĕр курмасть. Килте те, ял пурнăçĕнче те вăл алă усса ларнине асăрхаймастăн. Нумай чух хайхискер патшалăх пулăшăвĕпе те ытлă-çитлĕ усă курма тăрăшать.

Хресченĕн ĕçĕ хирте ака-суха тăвасси çеç мар. Килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх е кайăк-кĕшĕк тухăçлă ÿстерсе вĕсенчен тупăш илесси те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Тĕллев пур-тăк - унăн пурнăçланмаллах. Кĕр кунĕ вара - ял çынни кил картинче çу кунĕсене епле ирттернин çирĕп тĕрĕслевçи.

Маларах калани - Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Вăрманкасси ялĕнче пурăнакан Егоровсемшĕн те çывăх калаçу. Пĕрремĕш çул мар  хресчен (фермер) хуçалăхĕ тытнипе пĕрлех Юрий Разиновичпа  Ольга Константиновна килти хушма хуçалăха аталантарассине те  тĕллевлĕ пурнăçа кĕртсе пыраççĕ.

- Ялта пурăнаканăн йăлтах пур - мĕншĕн пурăнмалла мар е тата хресчен (фермер) хуçалăхĕ çĕршыва тăрантараймасть тесе ĕçлес ĕмĕтлĕ хресченĕн кăмăлне хуçнине те час-часах асăрхама пулать. Анчах çав "пур" сăмах хыçĕнче мĕн чухлĕ ĕç тăнине, хресчен (фермер) хуçалăхĕ çемье пурнăçне тата тăвансемпе хутшăнассине час-часах иккĕмĕш вырăна хăварнине çапла калакансем ăнланмаççĕ те пулас. Çын мĕн каласан та эпир хамăр кÿлĕннĕ ĕçе пĕтме памастпăрах, - Юрий мăшăрĕ çине пăхса пуплерĕ кĕрхи пасара хур-кăвакалпа чăх-чĕп какайĕ сутма тухнă Ольга.

Туслă  мăшăр хресчен (фермер) хуçалăхне 10 çул каялла патшалăх пулăшăвĕпе усă курса уçнă. Ырă малашлăхпа вырăнтан тапраннăскерсем килти хушма хуçалăха хресчен (фермер) хуçалăхне куçарса кăçал çеç сарайсемпе витесенче тата çăмăл карккаслă виçĕ теплицăра килти чăхсемсĕр пуçне 100 пуç ытла хур, 100 пуç мулард кăвакал, 80 бройлер, 50 пуç ытла кăркка, килти кăвакалсем тата индоуткăсем йышлă çу каçарнă. Тăрăшса ĕçлени çимĕçне те парать. Çапла вара фермерсен сĕтелне кайăк-кĕшĕк какайĕ паян кирек-хăш уявра та илем кÿни шурă ăмсанупа пăхтарать.

- Пирĕн ĕç хамăршăн çеç мар. Çу çитсен ял çыннисене чăх-чĕп тата хур-кăвакал чĕпписемпе, вĕсене тăрантармалли апатпа тивĕçтерме тăрăшатпăр. Кĕр çитсен вара какай сĕнетпĕр. Çу кунĕсенче чĕпписене те, кĕр çитсен какайне те, кама кирлĕ, киле пырсах туянаççĕ. Чăх-чĕп ĕрчетме çĕр пурри те пире çăмăллăх парать, - терĕ  хресчен (фермер) хуçалăхĕн ĕçĕпе паллаштарса Юрий çинчен куç илмесĕр унăн мăшăрĕ, сĕтел тулли аш-какай тытакан Ольга.

Мал ĕмĕтпе хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркеленĕскерсем, паян ачисемшĕн те, ял çыннисемшĕн те тăрăшуллă ĕçĕн тĕслĕхĕ пулса тăраççĕ. Туслă мăшăр патшалăх пулăшăвĕ вырăнлă пулнине кулленхи ĕçĕпе çирĕплетсе пырать.

А. БЕЛОВ.

 

Добавить комментарий

Архив материалов

Декабрь 2017
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Яндекс. Новости